Шăматкун, 20.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Чÿк » 13 » МĔН ВĂЛ ИНТЕРНЕТ ЧИРĔ?
МĔН ВĂЛ ИНТЕРНЕТ ЧИРĔ?
10:12
Интернет пирĕн пурнăçа кĕрсе çирĕп тымар ячĕ. Эпир кнопка çине пуссах пин-пин çухрăма çыру яратпăр, экран çине халиччен тухман киносене куратпăр, библиотекăра çук кĕнекесене вулатпăр, нихăçан куçпа курман çынсемпе çăмăллăнах калаçатпăр. Шел, çакă çамрăк ăрăва çĕнĕ чир патне илсе тухма пултарать. Вĕсем сехечĕ-сехечĕпе Интернетран уйрăлаймасăр компьютер умĕнче лараççĕ. 
Паян Интернетпа тĕнчери 2 миллиард ытла çын усă курать. Çак кăтарту çулсерен ÿссе пырать. Юлашки вăхăтра психологсене Интернет чирĕ питĕ шухăшлаттарать. Ăна ĕçкĕпе, наркоманипе тата астармăш вăйăсемпе пĕр шая лартаççĕ.

Енчен те хăвăрта çак паллăсене асăрхарăр пулсан, эсир Интернет чирĕпе аптранине çирĕплетме пулать: 
1. Эсир компьютер умĕнче миçе сехет ларнине асăрхамастăр. Программăран тухма шутласан та тухаймастăр. 
2. Интернетра миçе сехет ларни е унта мĕн туни çинчен ялан суятăр (тĕслĕхрен, пилĕк сехет реферат çыртăр тетĕр, анчах тĕрĕссипе çак вăхăта вăйă выляса е скайпра туссемпе калаçса ирттертĕр).
3. Компьютер умĕнче ларнă хыççăн асапланатăр (кирлĕ ĕçсене тума ĕлкĕрейменнишĕн кулянатăр, пуç ыратнипе аптăратăр). 
4. Компьютер пĕлтерĕшне ытла та пысăка хуратăр, унăн сиенлĕ енĕсем çинчен каланине итлеместĕр.
5. Сетьре ларнă чухне хăвăра пĕрре телейлĕ туятăр, тепре айăп-латăр. 
6. Кам та пулин сирĕн плансене пăссан çилленетĕр, пăлханатăр (тĕслĕхрен, сире выляма чăрмантараççĕ, компьютера сÿнтереççĕ...). 
7. Юнашар компьютер пулмасан та эсир шухăш-ĕмĕтпе виртуаллă тĕнчерех (сăмахран, компьютерти вăйăн тепĕр шайне çитме ĕмĕтленетĕр). 
8. Хуйхăрнă самантсенче каллех унтаа çăлăнăç шыратăр. 
9. Компьютер умĕнче ларса укçа-тенкĕ самай пĕтеретĕр (вăйăсемпе чылай тăкакланатăр е Интернетпа усă курнишĕн хаклă тÿлетĕр).

Çамрăксем хутшăнура та çăмăл ыйтусем çĕклеççĕ. «Салам, ĕçсем еплерех? Мĕн тăватăн?» Вĕсем кăткăс ыйтусене сÿтсе явмаççĕ. Ку çăмăлттай пуплевпе унпа чуна уçаймăн. Апла пулин те вĕсем социаллă сетьсенче сехечĕ-сехечĕпе ларма хатĕр. Хаярлăх, тискерлĕх, тарăху туйăмĕ çураласси çакăнтан пуçланать те. Кун пеккисем Интернетри калаçусăр та йĕркеллĕ пурăнма май пуррине ăнланасшăн мар. Çакă пĕтĕмпех этемĕн психологийĕнче пытаннă. Интернетра хăйне кирлĕ пек сăнар шутласа кăларма ирĕклĕ. Унсăр пуçне виртуаллă тĕнчере паллашма питĕ çăмăл. Анчах сетьре ларса пурнăçри улшăнусемпе савăнăçсене сисмесĕр юлни çинчен шухăшламаççĕ. Чăн пурнăç тĕлĕнмелле интереслĕ. Шутласа кăларнă тĕнчере вăхăта ирттерни ухмаха тухнипе пĕрех.

Марина Краснова, ЧПУ студентки хатĕрленĕ ("Тантăшран").
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 947 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:10:55
Шырав
Кун тăрăм
«  Чÿк 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!