Эрнекун, 29.03.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Юпа » 19 » МĔНЛЕ ÇЕПĔÇ ТЕ ХИТРЕ ВĔСЕМ – ĔЛĔКХИ ЧĂВАШ ЯЧĔСЕМ! («Самант», Шупашкар) )
МĔНЛЕ ÇЕПĔÇ ТЕ ХИТРЕ ВĔСЕМ – ĔЛĔКХИ ЧĂВАШ ЯЧĔСЕМ! («Самант», Шупашкар) )
21:52
Элпи, Нарспи, Салампи, Селиме, Пинерпи, Неспике, Атнер, Сетнер, Пинер, Актимир... Хăлхана ачашлакан асамлăхпа ĕлккенлĕх вĕсенче. Пурне те килĕшеççĕ вĕсем, анчах халăхăмăрăн пĕчĕк чĕптĕм пайĕ çеç ачисене чăваш ячĕ парать. Çак йыша аслăлатма ашшĕ-амăшне пĕр япала "чăрмантарать”. "Ачана шкула кайсан, ÿссе çитсен йывăр пулĕ хăйне Ивансемпе, Ваççасемпе, Андрейсемпе, Павăлсемпе, Наташăсемпе, Катьăсемпе, Светăсемпе тан тытма, кулĕç вĕсем чăваш ячĕллĕскертен”, – тетпĕр. Акă пирĕн тĕп сăлтав, тĕрĕссипе хамăра тÿрре кăлармалли. Аслисем çапла шутлаççĕ. Чăннипе вара мĕнле-ши; Ачасенчен хăйсенчен ыйтар-ха. Чăваш поэчĕсемпе писателĕсем, художникĕсемпе журналисчĕсем хăйсен пепкисене чăваш ячĕ пани тăтăшах тĕл пулать, эпир вара "ахаль” çынсен ачисен шухăшне пĕлес терĕмĕр. "Мĕне пĕлтерет сан яту? Кам панă ăна сана? Юлташусем, тантăшусем мĕнле йышăнаççĕ хăйне евĕр ята; Кÿрентермеççĕ-и? Ятна ылмаштарас килнĕ самантсем пулман-и? Хăвăн ачусене чăвашла ят парăн-и?” – çакăн пек ыйтусене хуравлама ыйтрăмăр чăваш ячĕллĕ каччăсемпе хĕрсене.

Атнер Федоров (Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕн училищинче вĕренет, конькипе чупас енĕпе ăсталăхне туптать:

– Эпир вуннăн пĕр тăван, анне (Раиса Николаевна – авт.) каланă тăрăх, вăл пурне те чăваш ячĕсем хурасшăн пулнă, анчах атте хирĕçленĕ иккен. Çапах та манпа йăмăкăма тивнех хитре ятсем, йăмăк Салампи ятлă. Ман ята юлташсем, тантăшсем йĕркеллех йышăнаççĕ, вăрçăнни-кÿрентерни пулман. Тĕрĕссипе, вăл ятран мар, çыннинчен хăйĕнчен килет-çке. Ыттисенни пек мар ят пулни ытларах ĕçлеме, тăрăшарах вĕренме хистет те. Манăн, сăмахран, тĕнче чемпионĕ пулса хам ята, тăван халăха мухтава кăларас килет. Сергей, Иван, Петя Федоров пулсан паллă мар вĕт-ха чăваш пулни, Атнер тесен пурте – хуть Калининградра, хуть Владивостокра – пĕлĕç чăваш ачисем маттуррине. Хам ачасене те чăваш ячĕ пама хирĕç мар эпĕ.

Тайпи Князева (Елчĕк районĕ, Лащ Таяпа), Лащ Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренет.

– Ман ят ял ячĕпе çыхăннă, Таяпа пики тени пулать. Пирĕн атте (Леонид Князев, акар йытăсен питомникĕн ертÿçи – авт.) чăваш йăли-йĕркине, культурине чунтан юратать, вăл панă та çак ята. Тантăшсем, юлташсем чиперех йышăнаççĕ, кÿрентерни пулман. Ята улăштарас шухăш та пуçа килмен, килмĕ те тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен вăл мана питĕ килĕшет – хăйне евĕрлĕ. Çавăнпах пулăшать те, урăхла ята тÿрех асăрхаççĕ, хăй çине тимлĕх уйăрттарать темелле-и. Теприсем ята йывăррăн хăнăхаççĕ, Таня теме пăхаççĕ, кайран, хăнăхсан, Тайпи тесех чĕнеççĕ. Кун пек калани мана çывăхрах, савăнтарать. Хам ачасене эп чă-ваш ячĕ пама пултаратăп.

Чемен Кадушкин (Шупашкар хули), пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 10-мĕш вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренет.

– Чăваш халăхĕн Чемен ятлă паттăр пулнă. Ун çинчен тĕрлĕ юмах-халап çырса хăварнă, шкулта та вĕрентеççĕ-ха. Тата ман атте (Евгений Кадушкин, строительство фирмин ертÿçи – авт.) Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ялĕнчен, акă иккĕмĕш сăлтав. Мана хам ят питĕ килĕшет, юлташсемпе тантăшсене те. Тепĕр чух ыйтни пулкалать: "Тутар ячĕ-и, чăвашла-и?” – теççĕ. Кÿрентерни, кулни пулман. Çынна мĕнле ятлă пулнăран хисеплемеççĕ-çке. Халĕ çамрăксем хушшинче тăван халăхăн историйĕпе, культурипе интересленес туртăм ÿссе пырать. Вырăссем те ав манăçнă авалхи славян ячĕсене тавăраççĕ. Чăннипе каласан, ман ята пурте хăнăхнă, ăна ыттисемпе танах йышăнаççĕ, çапла пулмалла та тенешкел. (Редакцирен: Чемен самбо шкулĕнче ăсталăхне туптать, ăна чăваш халăх паттăрĕн ятне тÿрре кăларма ăнăçу сунатпăр).

Селиме Бармакова (Шупашкар хули), пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 49-мĕш шкулта 7-мĕш класра вĕренет:

– Мана çак хитре ята атте (Александр Бармаков, пушар хуралĕн ĕçченĕ – авт.) панă. Паллах, анне те хирĕç пулман. Селиме – Илпек Микулайĕн "Хура çăкăр” кĕнекинчи тĕп сăнар, ăна пурте пĕлеççĕ. Вăл питĕ илемлĕ, ĕçчен, ырă, çепĕç хĕр, манăн та ун пек пулас килет. Ятран кулни-кÿрентерни пулман, пурте ахаль ятсене йышăннă пекех йышăнаççĕ. Хăшĕ-пĕри çеç ыйткалать вăл мĕне пĕлтернине. Чăвашла ят тăван халăх культурине, йăли-йĕркине, историне тата та тăрăшарах вĕренме хистет. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче акă вăтам ÿсĕмри шкул ачисем хушшинче ирттернĕ "Чăваш пики” конкурса хутшăнтăм. Тантăшсем те, жюрире ларакансем те ят чăвашла пулнинчен тĕлĕнчĕç, савăнчĕç. Мана хамăн ят питĕ килĕшет, эпĕ ăна тем тусан та улăштарас çук.
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 1358 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:09:33
Шырав
Кун тăрăм
«  Юпа 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!