Ытларикун, 23.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сайта хак парăр

Пурĕ миçе хурав: 145
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2015 » Нарăс » 3 » Нарспипе Сетнер сӑнарӗсене выляса пачӗҫ
Нарспипе Сетнер сӑнарӗсене выляса пачӗҫ
21:48

Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Упири пӗтĕмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта литература ҫулталӑкӗ уҫӑлчӗ. Ӑна чӑваш халӑх поэтне К.В. Иванова халалласа ирттерчӗҫ.

Ертсе пыраканӗсем Аня Никифоровӑпа Юля Фомина пулчӗҫ. Пухӑннисем умӗнче «Нарспи — чӑваш литературин палӑкӗ» поэзи каҫӗ кӑтартрӗҫ, вӑл куракансен кӑмӑлне кайрӗ. Ҫак уявра К.В.Иванов пултарулӑхӗн пурнӑҫне, «Нарспи» поэмӑна туллин уҫса пачӗҫ. Сетнерпе Нарспи рольне 11-мӗш класра вӗренекен Аня Васильевӑпа Дима Якимов вылярӗҫ. Тӑхтаман рольне 10-мӗш класра вӗренекен Дима Архипов калӑпларӗ. Михетерпе карчӑкки рольне 8-мӗш класра вӗренекен Коля Васильевпа Лиана Николаева вылярӗҫ. Хӗр ҫумсемпе туй арӑмӗсен ташши-юрри те куракансене савӑнтарчӗ.

Каласа хӑварас пулать, ҫак уява сцена ҫине чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Васильева Вера Вениаминовна тата Петрова Светлана Валерьяновна хатӗрлесе кӑларчӗҫ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 1282 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:18:03
Шырав
Кун тăрăм
«  Нарăс 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
232425262728
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!