Кĕçнерникун, 25.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Кăрлач » 4 » Нихăçан асран тухми çулталăк
Нихăçан асран тухми çулталăк
13:33
Шăтнă курăк чул хушшинче те ÿсет. Чăн-чăн юрату та мĕн пур чăрмавсене сирсе хăй валли тивĕçлĕ çул уçать. Çак сăмахсене Сергейпа Мальвина Алексеевсем çинчен каланăнах туйăнать.
Лицей пĕлÿ пачĕ, чун варлипе паллаштарчĕ
Етĕрне каччипе Çĕрпÿ пики Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ интернат лицейре паллашнă. "Ушкăнра виçĕ арçын ача çеçчĕ. Сергей пĕрремĕш парттăра ларатчĕ. Эпĕ ăна килĕштертĕм, анчах вăл ун чухне мана мар, теприне суйларĕ. Куншăн хытах кÿрентĕм, тавăрма шухăш тытрăм. Вăл манпа туслашмалли тĕрлĕ сăлтав шырарĕ, анчах эпĕ икĕ çул унпа чуна уçса калаçмарăм, ăна каччă вырăнне хумарăм. Сергей амăшĕсĕр çитĕннине пĕлсен çеç шухăшăма улăштартăм. Вăл çулталăк та икĕ уйăхра чухнех çывăх çыннисĕр тăрса юлнă. Çемьери çиччĕмĕш тĕпренчĕке ура çине тăма кукамăшĕ нумай пулăшнă. Вăл ачана çичĕ юта паман, пур мăнукне те пурнăç çулĕ çине тăратма вăй-хал çитернĕ. Çывăх çыннин ăшшине курайманскере шеллерĕм. 10-мĕш класс хыççăн каччăпа хĕр пек çÿрерĕмĕр. Ăна вĕренÿре пулăшаттăм, вăл маншăн чи шанчăклă тусчĕ. Лицейрен вĕренсе тухсан - эпĕ хам çулпа, вăл хăйĕннипе кайĕ теттĕм. Сергей çемçе кăмăллă пулнăран çемье пуçĕ пулаймасть пек туйăнатчĕ, унра тĕрев курмастăм. Анчах вăл манран сивĕнмерĕ. Лицейри ăсату каçĕнче те çумран хăпмарĕ. Лăпкă кĕвĕ янăрасанах ташлама чĕнчĕ”, - каласа кăтартрĕ кил ăшшин управçи.

Савни тутри ăшăтнă

Сергей Мальвинăна чăнласах та юратнă, салтака каяс умĕн хĕр патне шăнкăравланă. "Каçар мана, эпĕ хĕсмете каятăп”, - тенĕ. Мальвина ăсату каçне пынă, каччăна çулталăк çурă кĕтме шантарнă. Йĕкĕте çакă çунатлантарнă. Пике сăмаха çилпе вĕçтермессине пĕлнĕ вăл, çавăнпа савăннă та. Хĕр каччă умĕнче куççульленмен, çирĕп кăмăллăскер чунне хытарнă, килне çитсен вара выртсах макăрнă. "Сергей ун чухнех мана мĕн кирлине куçран пăхсах пĕлетчĕ, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме тăрăшатчĕ, кăмăла çĕклемелли тĕрлĕ мел шухăшласа тупатчĕ. Чашăк айне юрату çырăвĕ хуратчĕ. Хăй çине тăнипе пĕрре сивĕннĕ чĕрене тепĕр хутчен хĕмлентерме пултарчĕ. Савнă çын аякка кайнине çухату вырăннех йышăнтăм. Сергей пурнăçăмри чи хаклă çын пулнине ăна çара илсен тин ăнлантăм”, - сăмах çăмхине сÿтрĕ Мальвина.
Каччă чун варлийĕ патне çыру тăтăшах шăрçаланă. Кĕпе çухави çине çырнă сăвăсем, хăй аллипе касса кăларнă чечексем ярса пама та ÿркенмен. Мальвина çыру шăрçаламан, пĕр посылкăра хăй тĕрленĕ сăмса тутрине ярса панă. Пир татăкĕ çинчи хура çÿçлĕ яшпа сарă хĕр салтакăн чĕрине тăван килне таврăничченех ăшăтнă.
Сергей салтакран килсен мăшăр хут уйăрттармасăр пурăннă, кăçал вара чăваш йăли-йĕркине пăхăнса туй кĕрлеттернĕ. Уява кунашкал ирттерме малтанах ĕмĕтленнĕ. Мальвина - ашшĕсĕр юлнăран, Сергей амăшĕсĕр çитĕннĕрен туй валли укçа-тенкĕ çитерме йывăр пулнă. Каччăн кукамăшĕ Ольга Григорьева тата хĕрĕн аппăшĕ Галина чылай пулăшнă.
Лицейре вĕреннĕ чухнех мăшăр чăвашлăхпа çунатланнă, педагогсен сăмахĕсене ăша хывнă. Ахальтен мар туйра вĕсен вĕрентекенĕсем хăйматлăх пулнă. Хĕрпе каччă тумне Татьяна Петрова çĕвĕçĕ хатĕрленĕ. Ăна чăваш тĕррипе илемлетнĕ. Ăста халĕччен мăшăр пĕр шухăшлă пулса кунашкал тум çĕлеттернине курман. Сергей хĕре илме урхамахпа çитнĕ. Пуса каччисем хăнасене сăрапа сăйланă, туй арăмĕсем юрă шăрантарнă. Çамрăк мăшăра саламлама ЧНК президенчĕ Геннадий Архипов та пынă. Шупашкарти Мăшăрлану керменĕнче Сергейпа Мальвинăна тăван чĕлхепе çырăнтарнă. Шел те, савăнăçлă çак уявра хĕрĕн чи çывăх çыннисем пулайман. Мальвинăн ашшĕ çĕре кĕни пирки маларах асăннăччĕ, амăшĕ те йывăр чирленĕрен тăванĕсемпе пĕрле тĕпренчĕкĕн туйĕнче савăнайман. Çамрăксем сыватмăша кĕрсе унран пил илнĕ. Шел те, уйăхран Маргарита Арсентьевна ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.
Туй халăхĕ хулари чи илемлĕ вырăнсене çитнисĕр пуçне тара илнĕ капăр троллейбуспа ярăннă, çамрăксем "Олимпийский” стадионта мечĕк тапнă, пĕр-пĕринпе ăмăртнă. Сергейпа Мальвина ĕмĕтри туя пурнăçа кĕртнĕ. Чылайăшĕ çамрăк мăшăра пăхса ăмсаннă, XXI ĕмĕрте чăвашла туй кĕрлеттерме пултарнăшăн тĕлĕннĕ. Ара, уяв тортне те кондитерсем чăваш тĕррипе илемлетнĕ-çке.

"Аннене çухатрăм, ача çуратрăм”

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Алексеевсен çемйине "çĕнĕ кайăк” килнĕ. Ăна та вĕсем чăн чăвашла Пинерпи тесе чĕнеççĕ. Ят суйлама Мальвина наци библиотекине çул тытнă. Чылай шырасан мăшăр пĕр шухăш патне тухнă. Пинерпие "Айтар” драмăна пăхса мар, вăл "пуян хĕр” тенине пĕлтернине шута илсе суйланă.
"Ку çулталăк нихăçан та асран тухас çук, - тет Мальвина. - Арăм пултăм, аннене çухатрăм, ача çуратрăм... Савăнмалли, кулянмалли сăлтавĕ пайтах пулчĕ, йăлтах пĕр вăхăтра... Пурнăç йывăрлăхĕсене чăтса ирттерме савнă çыннăм, тăванăмсем пулăшрĕç. Спорта юратни те кăмăла çирĕплетрĕ, мана вăйлăрах пулма хистерĕ”, - терĕ çамрăк амăшĕ.
Аслисен, вĕрентекенсен сăмахне мĕн пĕчĕкренех ăша хывса пурăнни çемьене пулăшу кÿрет. Çамрăклах çывăх çыннисене леш тĕнчене ăсатнăскерсем пурнăç тути-масине сахал мар туйнă. Мăшăр пĕр-пĕриншĕн тĕрек пулма тăрăшать - савăнăçне те, хуйхине те пĕрле пайлать. Сергей троллейбус водителĕнче ĕçлет, Мальвина декрета кайиччен Чăваш наци радиовĕнче "Чĕререн тухакан сăмахсем” кăларăма ертсе пынă, тăванĕсене спортри çитĕнĕвĕсемпе савăнтарнă. Тин çеç амăшĕ пулнăскер эфира часрах тухма ĕмĕтленет. Кĕрĕк арки йăвалама юратманскерĕн чунĕ ĕçлес кăмăлпа тулли.

1. Мĕн вăл юрату?

Мальвина: "Сывлăш пек куçа курăнми, анчах этеме питĕ кирлĕ туйăм. Малтан атте-анне юратăвĕ ăшăтать, хÿтĕлет, кайран савнă тус юратăвĕ хавхалантарать, йывăрлăхсенчен хăтарать”.
Сергей: "Пурăнас килни, эсĕ кама та пулин кирлине туйни”.

2. Юрату çулсем иртнĕ май сĕвĕрĕлет-и?

Мальвина: "Çĕр çинчи пĕр вăй та çухалмасть - вăл пĕр тĕсрен тĕприне куçать. Ку - физика саккунĕ. Юрату килĕшÿре тымарланать, туслăхра вăй илет”.
Сергей: "Çулсем иртнĕçемĕн юрату ачасем çине куçать”, - тенĕччĕ пире Геронтий Никифоров вĕрентекен. Мăшăрăма савма пăрахаяс çук, анчах вăл парнеленĕ тĕпренчĕкĕме тата та вăйлăрах туйăмпа юратассине ăнкаратăп”.

3. Мĕн вăл çемье телейĕ?

Мальвина: "Пуян мăшăрсем те тепĕр чухне тĕпренчĕксĕр кун кунлаççĕ. Ун пеккисем çука юлма, пурлăхне салатма хатĕр - турри ача патăр тесе кĕлĕ тăваççĕ. Мăшăрăмпа тахçанах пĕр чашăкран апатланса пурăнатпăр. Эпир чăнласах çемье пулнине "çĕнĕ кайăк” килсен кăна туйрăм”.
Сергей: "Кашни ире мăшăр çумĕнче ăшă сăмахран пуçлани, ĕçре чухне те утса мар, вĕçсе çÿрени. Çакă пĕтĕмпех пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланнинчен килет. Унсăр шухăшлани те чăна çаврăнмасть, укçа-тенкĕ те çитсе пымасть, ача та пулмасть”.

4. Эсир гороскопа ĕненетĕр-и?

Мальвина: "Çăлтăрсем суннипе чăнлăх пĕр килни пурнăçра пĕрре мар тĕлĕнтернĕ, çавăнпа пысăк, яваплă пĕр-пĕр ĕçе пуçăнас умĕн гороскопа вуласси йăлана кĕнĕ. Мăшăрăм та хам пекех гороскоппа Вăкăр пулнине асра тытма тивет, унсăрăн сăмахпа «тÿпелешсе» пĕр-пĕрне амантма та пулать”.
Сергей: "Çанталăк апла е капла пулассине татăклăн никам та пĕлмест, гороскоп та çавах. Кун епле иртесси хамăртан тата турри епле çырнинчен килет”.

5. Пĕрле нумай çул пурăнас тесен мĕн асра тытмалла?

Мальвина: "Ашшĕ-амăшĕн йăнăшĕсемшĕн ачисем айăплă та, яваплă та мар. Килĕштерсе йăва çавăрнă пулсан ун тĕреклĕхне пĕрле «хуралламалла». Арканнă йăвара тĕреклĕ, сывă та телейлĕ чĕпĕсем çитĕнеес çук. Такăнасран е сана ура хурасран асăрханмалла”.
Сергей: "Улталама тата вăрлама юрамасть. Суя çулĕ кĕске. Шанчăка çухатсан пĕр çыхăра тăни те - вăхăтлăх çеç. «Ман», «сан» сăмахсем пачах пулмалла мар. Пурте «пирĕн» чухне вăрлама та май килмест”.

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 671 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:00:33
Шырав
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!