Шăматкун, 20.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Чÿк » 22 » ОЛИМПИАДĂНА ХУТШĂННĂШĂН УКÇА ТŸЛЕМЕЛЛЕ-ШИ, АЧАСЕН ВĔРЕНĔВЕ ХЫВНĂ УКÇА ТАВРĂНĔ-ШИ? («Ровесник (Тантăш)»
ОЛИМПИАДĂНА ХУТШĂННĂШĂН УКÇА ТŸЛЕМЕЛЛЕ-ШИ, АЧАСЕН ВĔРЕНĔВЕ ХЫВНĂ УКÇА ТАВРĂНĔ-ШИ? («Ровесник (Тантăш)»
19:00
Паян кашни ача, кашни вĕрентекен хĕр арчи пек хаклă тупра – портфолио – пухать. Мĕнпур çитĕнĕвне, тĕрлĕ конкурса, ăмăртăва, конференцие хутшăннине çирĕплетекен свидетельствăсемпе сертификатсене, Тав, Хисеп хучĕсене, грамотăсене тирпейлĕн пĕр папкăна вырнаçтарать. Вĕренекен пултарулăхне, учитель ăсталăхне хакланă, шалăвăн хавхалантару укçи мĕн чухлĕ пулассине палăртнă чухне те шăпах çав портфолио хулăнăшĕпе сумне шута илеççĕ. Малашне унăн пĕлтерĕшĕ тата ÿсессе систереççĕ. Çавна май тĕрлĕ шайри ăслăлăх ăмăртăвĕсене (вĕрентÿ министерстви, хушма пĕлÿ паракан учрежденисем, аслă шкулсем, Интернет урлă йĕркелекеннисене те) малтанхинчен чылай ытларах ирттернинчен тĕлĕнмелли çук.
Пĕр енчен çакăншăн савăнмалла кăна – хăшне хутшăнас, хăвна кăтартас килет – тархасшăн, ан ÿркен кăна. Кашни ачах унччен уçса парайман пултарулăхне, çивĕч ăсне (кашниех хăйне май талантлă) кăтартма пултарать. Анчах... Чылай ăслăлăх ăмăртăвĕ укçалла пулни шухăшлаттарать, тепĕр чух кăмăла та хуçать.
Хĕрĕм математика класне кĕнĕ чухнех тĕрлĕ олимпиадăна тăтăш хутшăнма тивессине, вĕсенчен нумайăшĕ тÿлевлĕ пулассине асăрхаттарса хучĕç. «Ашшĕ-амăшĕ ачисен вĕренĕвне хывнă укçа çулсем иртсен темиçе хут ÿссе таврăнать. Çавăнпа олимпиадăсене хутшăнма укçа шеллемелле мар», – терĕç те сăмахсăрах килĕшрĕмĕр. Мĕн тăвăн – ачисем хамăрăн, вĕсемшĕн хамăрăнах тăрăшмалла.
Учительсене ăнланма пулать. Вĕсен те ĕçре ÿсĕмсем пуррине кăтартмалла. Шалăвăн хавхалантару пайне тÿленĕ чух ачасен çитĕнĕвĕсене те шута илнĕрен хăйсен вĕренекенĕсене пур ăмăртăва та – тÿлевли-и, тÿлевсĕрри-и – хутшăнтарма тăрăшаççĕ.
Раççей шайĕнче ирттерекен «Русский медвежонок» (вырăс чĕлхипе), «Кенгуру» (математикăпа), «Британский бульдог» (акăлчан чĕлхипе), «Золотое Руно» (историпе), «Чĕвĕлти чĕкеç» (чăваш чĕлхипе) йышши ăмăртусене çулленех ирттернине те, вĕсене хутшăнма вĕренекенсенчен укçа пухнине те хăнăхрăмăр пулĕ. Пĕриншĕн 40-60 тенкĕ ыйтсан чылайăшĕ нимех те шарламасть, анчах хăш-пĕр ăмăрту-конкурсшăн 200-400 тенкĕ таран кăларса хума ыйтни кăмăла хуçать. Уйăхра (тепĕр чух эрнере те) тÿрех темиçе олимпиада, конкурсшăн тÿлеме тивсен ирĕксĕрех шухăша путатăн.
Çакă саккунлă-и, шкул ачисенчен олимпиадăна хутшăннăшăн укçа пухма юрать-и? ЧР Вĕрентÿ министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем пуçарса-йĕркелесе ирттерекеннисем йăлтах тÿлевсĕр. Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадисен шкул, район, регион, çĕр-шыв шайĕнчи ăмăртăвĕ-сене хутшăннăшăн та саккунпа пĕр пус та тÿ-лемелле мар (Раççей Вĕрентÿ министерствин 2009 çулхи раштавăн 2-мĕшĕнче тухнă 695-мĕш хушăвĕ çакна çирĕплетет).
Пĕтĕм Раççей олимпиадисемсĕр пуçне тĕрлĕ шайри ăслăлăх ăмăртăвĕсем те иртеççĕ. Вĕсене хутшăннăшăн та вĕренекенсенчен укçа илмелле мар – министерство çакна тĕрĕслесе тăрать. (Вĕсене йĕркелÿçĕсен шутĕнченех ирттермелле).
Çав вăхăтрах коммерциллĕ олимпиадăсем пуррине те хирĕçлемест ЧР Вĕрентÿ министерстви. Анчах ун йышшисене, тÿлевлисене, министерство ирттермест. Вĕсене хутшăнасси те кашни ачаран хăйĕнчен тата ашшĕ-амăшĕнчен килет. Тÿлевлĕ олимпиадăсене никам та ирĕксĕр хутшăнтарма пултараймасть тесе çирĕплетеççĕ.
Шкул шайĕнчи тĕрлĕ предмет олимпиадисенче çĕнтернĕ, çивĕч ăсĕпе палăрнă ачасем халĕ шăпах Вĕрентÿ министерстви йĕркелекен район, хула шайĕнчи ăслăлăх ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ. Тăван шкул чысне тивĕçлĕн хÿтĕлеме, вĕсенче çĕнтерсе регионти олимпиадăсене лекме ĕмĕтленеççĕ.
Анчах... Тем пек тăрăшсан та пурте малти вырăнсене йышăнаймаççĕ. Çĕнтерÿ патне вара кашниех талпăнать. Ку ăмăртура палăраймарĕ пулсан тепринче мала тухма ĕмĕтленет. Укçалли пулсан... Мĕн тăвăн-ха? Каллех ашшĕ-амăшĕн кĕсйине çÿхетме тивет...

Алина Герасимова
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 558 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:07:59
Шырав
Кун тăрăм
«  Чÿк 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!