Кĕçнерникун, 25.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сайта хак парăр

Пурĕ миçе хурав: 145
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Ака » 25 » Паян - Чăваш чĕлхи кунĕ: Чăваш пулнишĕн мăнаçланатăп!
Паян - Чăваш чĕлхи кунĕ: Чăваш пулнишĕн мăнаçланатăп!
23:18

Эпӗ — чӑваш ачи. Манра чӑваш юнӗ чупать. Атте те, анне те манӑн чăваш. Эпӗ кунпа мӑнаҫланатӑп. Мана вӗсем сӑпкара чухнех чӑваш юррипе йӑпатнӑ. Хам мӗн пӗчӗкрен калаҫса уснӗ чӑваш чĕлхине питӗ юрататӑп. Манӑн ҫемҫе чĕлхепе калаҫас та калаҫас килет. Унпа кирек епле ӑсла шухӑша та витӗмлӗн палӑртма, сӑнарлӑ сӑмах ҫыхӑнӑвӗсемпе усă курса хуть те мӗнле пулӑма та каласа ӑнлантарма пулать. Чăваш сăмахӗ чӗре ҫумне ҫемҫен лексе ӑшӑтни тата мӗне тӑрать! Ку чĕлхепе мана темиҫе хут калаҫма ҫӑмӑлрах. Эпӗ ытги чĕлхесене кÿрентересшӗн мар. Анчах та ку чӑнах та ҫапла. Ăшшӑн каланӑ чӑваш сӑмахӗ кашни ҫын чунне ӑшӑтать, кӑмӑлне ҫӗклет тесе шутлатӑп эпӗ. Ватта-вӗтте вара вӑл йӑпатать, яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа пурӑнма хавхалантарать.

Эпӗ чăваш юррине, спектакльне, чӑваш передачине каҫса кайсах итлеме юрататӑп. Шкултан таврӑнсанах наци радионе яратӑп.Анне те манӑн чӑваш юррисене итлет. Мĕнле ҫепӗҫ вӗсем. Эпӗ ҫакна пӗчӗкрех чухне ӑнланман та. Халĕ вара чăнласах вӗсем чуна канӑҫ кӳнине кунран-кунах ӑнланса пыратӑп. Ҫак пысӑк телее тепӗр чух ҫителӗклӗ таран хакламаннине курсан чун ыратать. Ман шугпа, тӑван чĕлхене хисеплени вӑл тӑван халăха хисеплени пулать. Чӑваш халӑхне хисеплемесĕр тӑма вара майӗ ҫук. Вӑл иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлет: тырӑ-пулӑ ӳстерет, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетет. Ҫакӑн пек йывӑр ӗҫе унсӑр пуҫне кам тутӑр-ха! Вӗсем ман асаттесем пиллесе хӑварнӑ тӗп вӗрентӗве асра тытаҫҫӗ.

Хӑйне хисеплекен кирек мӗнле халӑх та хӑйӗн тӑван чӗлхине пысӑк пуянлӑх вырӑнне хурса хаклать. Пирӗн несӗлсем нумай ӗмӗр тӑршшӗнче, тӗрлӗ йывӑрлӑх тÿссе чӑваш чӗлхине аталантарса, ӳстерсе пынӑ. Халӗ вара хӑшӗ-пӗри чӑваш чӗлхи мĕн тума кирлĕ теме хăяççĕ. Вĕсем вăл чун апачĕ пулни çинчен манаççĕ. Мен авалтан чĕлхе ҫынсене пӗр-пӗринпе ҫывăххăн хутшăнса пурӑнма пулӑшнӑ, ҫакна та манар мар.

Ӑслӑ ҫынсем тӑрӑшнипе чӑваш чӗлхи патшалӑх чӗлхи пулса тӑнӑ. Ăна пĕтерес текен çынсем чӑвашсем хушшинче пулмалла мар. Хамӑрӑн чӑваш чӗлхисӗр — эпир чӑваш мар. Ман шутпа, Чӑваш ҫӗршывӗнче пурăнакан каш­ни ҫыннӑн чӑваш чӗлхине пӗлмелле, вӗренмелле, хисеплемелле, упрама тӑрӑшмалла. Унсăрӑн пархатар ҫук. Шкулта-и, урамра-и—-ҫак ҫепӗҫ те илемлĕ чӗлхепе пирӗн, ҫамрӑксен те, калаҫма вӑтанмалла мар.

Тӑван чӗлхе—тӑван халӑхӑн нихӑҫан та иксĕлми ӑс-тӑн ҫӑл куҫӗ. Ҫак ҫӑл куҫран эпир мĕн ачаран тумламӑн-тумламӑн пӗлу илсе ӳсетпӗр. Аннен кӑкӑр сӗчĕпе пӗрле унӑн ачаш та лӑпкӑ сассине пирӗн хӑлхана чӑвашла сăпка юрри илсе çитернĕ. Халĕ вара чăвашла сăпка юрри юрлакансем сахалланса пыраççĕ. Тăван сасăран, тӑван чӗлхерен пирĕн ăс-хакăл, чун-чĕре вăй-халӗ, кӑмăл никӗсӗ аталанма пуҫланине манас марччӗ.

"Чӑваш юрри мӗнле янравлӑ,

Чӑваш юрри епле чечен

Чӑваш юрри ялан чунра вăл,

Юрлатӑп юра ун ҫинчен", — ҫак сӑвӑ йӗркисем яланах ман асра. Эпӗ юрлама, ташлама питӗ юрататӑп. Чӑвашла юрӑ юрлама пуҫласанах чуна канлӗ пулса каять. Аякри тӑвансем килсен тӑраниччен чӑвашла калаҫса каятпӑр теҫҫӗ. Мӗнле илтес килет иккен вӗсен ҫепӗҫ чӑваш сассине! Хӑйсемпе пӗрле яланах чӑваш юррисен ҫӗнӗ кассетисене илсе кайма тӑрӑшаҫҫӗ. Кичем самантра ярса итлени ҫинчен каласа параҫҫӗ. Мӗнле ҫепӗҫ вӑл чӑваш чӗлхи теҫҫӗ. Тӑван чӗлхе халӑх ывӑл-хӗрӗшӗн чи ҫывăххи пулнине ҫирӗплетмест-и ҫакӑ! Мана Александр Тимбай ҫырнӑ сӑвӑ йӗркисем килӗшеҫҫӗ:

"Тӑван чӗлхемĕр, ӗмӗр сывӑ пул!

Эпир ҫӗрте ҫĕрсен те — эсӗ юл.

Анне чӗлхи, эс тӑванран тӑван,

Санран та ҫывӑххи кам пур-ши ман!

Ман шутпа, тӑван кӗтесшӗн тунсӑхланӑ ҫын ҫеҫ ҫакӑн пек ҫырма пултарать. Эпир те кӗҫех тӑван йӑваран вӗҫсе тухатпӑр. Тӑван чӗлхене эпӗ нихӑҫан та манмӑп, мӗншӗн те­сен ытла та ҫепӗҫ, ҫывӑх вӑл маншӑн.

Пирӗн халӑх мĕн авалтан ҫамрӑксене хайӗн тӑван чӗлхине юратма, хисеплеме вӗрентнӗ. Тӑван чӗлхерен писекен ҫынсене питленӗ. Амӑш чӗлхине манакан — телейсĕр, амӑш чĕлхине сума суман — намӑссăр тенӗ вӑл. Раиса Сарпи сăмахӗсем те халӑхра янӑраҫҫӗ: «Тӑван чӗлхене суйламаҫҫӗ. Суйлас пулсан та ӑна Эпӗ илӗттӗм суйласа Чӑваш чӗлхийӗ — сана». Ман шутпа, ҫак сăмахсем кашни чӑваш ачишӗн гимн вырӑнӗнчех пулмалла.

А. ВАСИЛЬЕВА.

Упи шкулӗ. 10-мӗш класс. ЧР Пуспӑхӗн стипендиачӗ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 4547 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 4.4/7 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:21:48
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!