Юнкун, 24.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Пуш » 23 » ПАТШАЛĂХĂН ПĔРЛĔХ ЭКЗАМЕНĔСЕН РАСПИСАНИЙĔ
ПАТШАЛĂХĂН ПĔРЛĔХ ЭКЗАМЕНĔСЕН РАСПИСАНИЙĔ
19:30
Сисмерĕмĕр те – каллех çуркунне çитрĕ. Апла-тăк кĕçех пĕрлехи патшалăх экзаменĕ (ППЭ) тытас вăхăт та çитет. Экзамен тытас умĕн шкул пĕтерекенпе унăн ашшĕ-амăшĕн мĕн пĕлмелле-ха?
ППЭ формипе кăçал та 11 класс пĕтерекен кашни çамрăкăн экзамен тытмалла. Вăтам пĕлӳ çинчен парăнакан аттестата икĕ тĕп предметпа – вырăс чĕлхипе тата математикăпа – ППЭ тытса çирĕплетнĕ минимумран кая мар балл пухнă шкул ачисем илме пултараççĕ. Балсем мĕн чухлĕ пулмалли норма кашни çул тĕрлĕрен. Ăна Рособрнадзор çирĕплетет. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, математикăпа минимум 21 балпа танлашнă.
Ачăр аслă е ятарлă вăтам пĕлӳ паракан вĕренӳ заведенине кĕрейтĕр тесен шкул пĕтерекенĕн тата хăй суйласа илнĕ предметпа ППЭ тытмалла. Вĕсен результачĕсем вĕренме кĕнĕ чухнехи экзамен пек шутланаççĕ. Суйласа илмелли экзаменсене хуть те миçе предметпа тытма юрать – пĕтĕм предметпа тытсан та никам нимĕн каламĕ, вĕсем çирĕплетнĕ списока кăна кĕччĕр. Сăмах май списока çак предметсем кĕреççĕ: биологи, географи, ют чĕлхесем, информатика, истори, литература, математика, обществознани, вырăс чĕлхи, физика, хими.
ППЭ результачĕсем хаклав палли çине (тăваттă, пиллĕк тата ытти те) куçарăнмаççĕ тата аттестат çине çырăнмаççĕ. Шкул пĕтерекен алла икĕ документ илет – пĕтĕмлетӳ паллисемлĕ аттестат тата балсемлĕ ППЭ сертификачĕ. Сертификат çулталăк çурă иртиччен юрăхлă. Çарта хĕсметре тăнисем аслă е ятарлă вăтам пĕлӳ паракан шкула вĕренме кĕрес пулсан вĕсен çара кайиччен çулталăк маларах тытнă ППЭ результачĕсене шута илеççĕ.
Шкулсен документсене июнĕн 30-мĕшĕнчен кая мар памалла. Результатсене пĕлтерес вăхăта тăсаççĕ-и? Вырăнти вĕрентӳ управленине пĕлтерĕр.
Результатпа килĕшмесен
Хаклавпа килĕшместĕр пулсан ППЭ результачĕсене пĕлтернĕ хыççăн икĕ ĕç кунĕ хушшинче апелляци парăр:
1-мĕш утăм. Ывăлăра е хĕрĕре хăй ятĕнчен икĕ экземпляр претензи çырма пулăшăр.
2-мĕш утăм. Хутсене конфликт комиссийĕн председательне е шкул директорне парăр. Икĕ хут çине те алă пусса пĕрне сире тавăрса пама тивĕç. Тӳрех сирĕн апелляцие хăçан пăхса тухасси пирки ыйтса пĕлĕр.
3-мĕш утăм. Претензие пăхса тухнă çĕре хăвăр та килĕр. Хăвăрпа паспортсем тата «Бланки ЕГЭ сданы» тесе çырнă пичет лартнă пропуск илĕр.
Ача ППЭрен питĕ хăрать
Чи малтан ăна «ППЭ тытасси питĕ йывăр» текен шухăшран хăтăлма пулăшăр. Вăл экзамен çеç, унра ним хăрушши те çуккине ăнлантарăр. Иккĕмĕшĕнчен, шкул пĕтерекен валли халех ППЭ тытассипе тестировани заданийĕсемлĕ кĕнекесем туянса парăр е Интернетри www.ege.edu.ru сайтран илĕр. Заданисемпе маларах паллашсан ача хăйне шанарах парĕ. Виççĕмĕшĕнчен, ачăра тĕрев парăр. Тӳрех мĕн-тĕр пулмасан ан вăрçăр, çитĕнӳшĕн мухтама ан манăр.
Тепĕр хут тытма юрать-и?
Шкул ачине «икке» тӳрлетме ирĕк параççĕ, анчах икĕ обязательнăй предметран пĕринпе çеç тата ятарлă кунсенче. Енчен те çамрăк математикăпа та, вырăс чĕлхипе те экзамена «иккĕлĕх» тытнă-тăк, шел пулин те, кăçал тӳрлетме çук, çитес çул кăна шанăç пур. Çакăн пек вĕренекене аттестат мар, алла шкулта вĕренни çинчен справка кăна параççĕ.
Енчен те ача суйласа илнĕ предметпа экзамен тытаймарĕ пулсан, ăна та çитес çул кăна тепĕр хут тытма пултарĕ. Ку хутĕнче ăна аттестат параççĕ.
Экзамена шута илме тивĕçлĕ сăлтавпа вăхăтра парайман (тĕслĕхрен, чирленипе) ачасен ăна ятарлă хушма кунсенче тытма юрать.
Миçе çĕре документ пама юрать?
Кăçалтан документсене пилĕк вузран ытла мар (кашнинчех виçĕ специальноçран ытла мар) пама юрать.
Иртмелли балл
Вĕренме кĕрес тесен суйласа илнĕ специальноçе тивĕçтерекен предметпа тытнă ППЭ результатне комисси умне тăратмалла. Вузсем тăватă предмет таран ППЭ результачĕсене ыйтма пултараççĕ.
2010 çулта вĕренӳ заведенийĕсене иртмелли балсене хăйсене палăртма ирĕк панă.
Йышăну правилисем
Йышăну комиссине паспорт копине, çавăн пекех аттестатăн тата ППЭ сертификачĕн оригиналĕсене е копийĕсене тăратмалла. Документсене вĕренме кĕрес текен шкула хăвăр кайса пама та, вăл аяккарахри хулара вырнаçнă пулсан почта урлă (заказлă çырупа) ярса пама та пултаратăр. Чи кирли – документсем йышăну тапхăрĕ вĕçлениччен çитчĕр!
Камăн ППЭсĕр вĕренме кĕмешкĕн ирĕк пур?
ППЭ результатне кăтартмасăр вĕренме кĕмелли экзамен тытма пултаратăр, енчен те:
эсир 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен шкул пĕтернĕ пулсан тата каçхи е куçăн мар формăпа вĕренме кĕретĕр;
иккĕмĕш аслă пĕлӳ илетĕр;
эсир вăтам профпĕлӳ илнĕ, халĕ вара çав профильпех бакалавриата е специалитета кĕретĕр;
вăтам е аслă пĕлӳ ют çĕршывра илнĕ пулсан;
академически справкăпа е тулли мар аслă пĕлӳ дипломĕпе иккĕмĕш е виççĕмĕш курса вĕренме кĕретĕр;
магистратурăна кĕретĕр;
инвалид е сывлăх енчен урăх проблемăсем пулсан.
Документсене хăçан памалла?
Кăнтăрлахи тата каçхи уйрăмсене документсене йышăнасси июнĕн 20-мĕшĕнчен кая мар тытăнать те тăсăлать...
Июлĕн 5-мĕшĕччен – творчествăпа çыхăннă хушма тĕрĕслевсем витĕр тухмалла пулсан;
Июлĕн 15-мĕшĕччен – хушма профиль тĕрĕслевĕсем витĕр иртмелле пулсан е аслă шкула ППЭсĕр кĕрекенсен;
Июлĕн 25-мĕшĕччен – аслă шкула ППЭпе кăна вĕренме кĕрекенсемшĕн.
ППЭн 2010 çулхи расписанийĕ
Тĕп кунсем
Майăн 27-мĕшĕ – информатика, биологи, литература;
Майăн 31-мĕшĕ – вырăс чĕлхи;
Июнĕн 4-мĕшĕ – ют чĕлхесем, хими;
Июнĕн 7-мĕшĕ – математика;
Июнĕн 11-мĕшĕ – истори, физика;
Июнĕн 15-мĕшĕ – обществознани, географи.
Хушма кунсем
Июнĕн 17-мĕшĕ – ют чĕлхесем, обществознани, биологи, физика;
Июнĕн 18-мĕшĕ – географи, хими, литература, истори, информатика;
Июнĕн 19-мĕшĕ – вырăс чĕлхи;
Июнĕн 21-мĕшĕ – математика.

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 616 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:16:57
Шырав
Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!