Эрнекун, 29.03.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Ака » 16 » Пĕтĕм чăвашсен пĕрлĕхлĕ диктанчĕ
Пĕтĕм чăвашсен пĕрлĕхлĕ диктанчĕ
18:56
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ «Хыпар» хаçатпа, Чăваш наци радиовĕпе пĕрле чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслес тĕллевпе пĕрремĕш хут «Пĕтĕм чăвашсен пĕрлĕхлĕ диктанчĕ» акци ирттереççĕ. Вăл 2013 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан мĕн пур хулапа ялта иртет.
Диктант И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче 13.00 сехетре пуçланать. Хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл тăвакансем валли диктант текстне çав вăхăтрах Чăваш наци радиовĕпе вулаççĕ. Компьютерпа çырнă /наборланă/ е алăпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 10-15 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: chuv-total-dict@mail.ru.
Диктант çырас умĕн орфографи тата пунктуаци правилисене аса илес текенсем валли «Тĕрĕс çырма вĕренер» занятисем иртеççĕ:
- ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 11.00 сехетре И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн I корпусĕнчи /Шупашкар, Президент бульварĕ, 19а çурт/ 201-мĕш аудиторире*
- ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 17.00 сехетре И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн I корпусĕнчи /Шупашкар, Университет урамĕ, 38-мĕш çурт/ 434-мĕш аудиторире.
Диктант çырма кăмăл тунисен заявка chuv-total-dict@mail.ru адреспа çак формăпа ярса памалла:
Чăваш Республикин патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем тата культурăпа искусство ĕçченĕсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие пурте хутшăнасса кĕтетпĕр.
«Пĕтĕм чăваш диктантне» ирттерме укçа енчен пулăшас текенсене диктант координаторĕсемпе электрон адреспа çыхăнма ыйтатпăр: chuv-total-dict@mail.ru.
Ыйтусем сиксе тухсан 45-03-37 /31-02/ телефонпа 10.00 сехетрен пуçласа 17.00 сехетчен шăнкăравлама юрать.
«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци çинчен тулли информаци http://www.chuvsu.ru адреспа тупма пулать.
Çăлкуç: "Хыпар" хаçат
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 562 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Диктант | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (14.05.2013 20:47) [Материал]
Чăваш патшалăх университечĕн сайчĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци вĕçленни пирки пĕлтерет. Тĕрĕслев комиссине пĕтĕмпе 2304 ĕç çитнĕ. И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче хăй пĕлĕвне 251 çын тĕрĕсленĕ, ыттисем хăйсем пурăнакан вырăнта çырса ĕçĕсене интернетпа ярса панă. Пĕтĕм ĕçрен 1736 диктанта шута илнĕ, ыттисене хакланисен ретне кĕртме май килмен — техника сăлтавĕсене пула (сканерпа куçа курăнмалла кăларман, чылайăшĕн е пуçламăшĕ, е пĕтмĕшĕ çук) тĕрĕслев комиссийĕ вĕсене пăхса тухайман.
Хаклава тивĕçлĕ ĕçсенчен «5» палла тивĕçнисем — 171 (9,8 %), «4» паллă илнисем — 677 (39 %), «3» паллă илнисем — 376 ( 21,7 %), «2» паллă илнисем — 512 ( 29,5 %).
«3» тата «2» паллă илекенсен хушшинче ытларах шкул ачисем, мĕншĕн тесен кĕçĕнрех классенче вĕренекен ачасем тĕрĕс çырмалли правилăсене пурне те вĕренсе ĕлкĕреймен. Шкулта 9 класс пĕтернĕ тĕле çеç орфографи тата пунктуаци правилисене туллин пăхса тухаççĕ, «Пĕтĕм чăваш диктантне» вара шкул ачисем 5 класран пуçласах хутшăннă.
Пĕтĕмĕшле илсен, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ăнăçлă иртнĕ, вăл чăвашсем хăйсен тăван чĕлхине хисепленине, сума сунине кăтартса пачĕ.



Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:13:50
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!