Кĕçнерникун, 25.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Чăвашла сочиненисене интернетра сутăн илмелле тумалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 205
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Ака » 11 » Пресс-конференцире ППЭ пирки калаçнă
Пресс-конференцире ППЭ пирки калаçнă
22:41

Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне халалланă пресс-конференцире ЧР вĕренӳ министрĕн çумĕ Светлана Петрова кăçал Роспотребнадзор тимлĕ пулассине пĕлтернĕ. Чăваш Ене ППЭ вăхăтĕнче федераци инспекторĕсем килĕç.

Пĕлтĕр шкултан вĕренсе тухакансем ППЭре пысăк балсем пухни сисчĕвлентернĕ-мĕн. Ун чухне пирĕн выпускниксем Раççейри лидерсен йышнĕ кĕнĕччĕ. Светлана Петрова каланă тăрăх, Роспотребнадзор мĕншĕн иккĕленни паллă. Пĕлтĕр Чăваш Енре ППЭ правилисене пăснă виçĕ ача çеç çакланнă. Анчах шкултан вĕренсе тухакансем тĕнче серепинче чăн-чăн КВМсене (контрольпе виçев материалĕсем) тупма та пултарнă-мĕн. Çапла майпа вĕсем экзамена хатĕрленсе, хуравсене пĕлсе килнĕ имĕш.

Иккĕленĕве тата акă мĕн вăйлăлатать: ачасем халăх тетелĕсенче педагогсене шпаргалкăсемпе улаталани, экзаменра вĕрентекен пулăшни пирки çыраççĕ. Министр çумĕ кăçалхи çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăнă. Вăл каланă тăрăх, экзамен тытмалли вырăнсенче видеосăнав, металл шыракан аппарат лартĕç. Тĕрлĕ вăхăт поясĕсем валли КВМсем расна пулĕç. Çавăнпа вĕсене тĕнче серепинче шыранин усси çук-мĕн. Çитменнине, Роспотребнадзор тĕнче серепине суя КВМсем вырнаçтарĕ.

Кăçал республикăра ППЭ тытмалли 38 пункт пулĕ. Вĕсенчи хăш-пĕр ертӳлĕхе улăштарĕç. Хальлĕхе каланă тăрăх, «С» пайри заданисене урăх регионти экспертсем тĕрĕслĕç. Вĕсем ĕç камăн пулнине пĕлмĕç. Светлана Петрова каланă тăрăх, халĕ çак ыйтăва сӳтсе яваççĕ. Ку ачисене пулăшма, комисси членĕпе «пĕр чĕлхе» тупма тăрăшакан ашшĕ-амăшĕн алли-урине «çыхлантарĕ».

Светлана Петрова çивĕч çак мерăсем ачасемшĕнех усăллă пулнине палăртнă. Унăн шухăшĕпе, хатĕрленнĕ ача экзамена ăнăçлă тытатех, пысăк балл пухса аслă шкула тӳлевсĕр вĕренме кĕретех. ППЭре ултавлă майпа нумай балл пухма тăрăшакансем вара çурăк валашка умĕнче тăрса юлĕç.

— ППЭ йĕркине пăсмалла мар. Унсăрăн экзамен кăтартăвĕсене шута илмĕç çеç. Ача вара экзамена çав çул тепĕр хут тытаймĕ, аттестат та илеймĕ. Кунашкалли пулнă ĕнтĕ, — тенĕ Светлана Петрова.

http://www.chuvash.org/news/5519.html

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 491 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:14:32
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!