Кĕçнерникун, 25.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Чăвашла сочиненисене интернетра сутăн илмелле тумалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 205
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Юпа » 24 » ПУКАНЕ ТЕАТРĔНЧЕ ÇĔНĔ СЕЗОН УÇĂЛЧĔ! («Ровесник (Тантăш)»
ПУКАНЕ ТЕАТРĔНЧЕ ÇĔНĔ СЕЗОН УÇĂЛЧĔ! («Ровесник (Тантăш)»
09:04
Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕ хăйĕн черетлĕ 66-мĕш сезонне "Уйăх çинчи пике” (пьеса авторĕ Раиса Сарпи) спектакльпе пуçларĕ. Çак кун пысăк уяв – Пукрав кăна мар, чăвашсен паллă ÿнерçи, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ преми лауреачĕ, театр тусĕ Анатолий Сидорович Розов çуралнă. Пурăннă пулсан Анатолий Сидорович 77 çул тултаратчĕ. (Вăл кăçалхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче пирĕнтен уйрăлса кайрĕ). 
"Уйăх çинчи пике” спектакле чăваш халăх легендине тĕпе хурса йĕркеленĕ. Ачасем, эсир тулли уйăха сăнаса пăхнă-и? Тимлĕн тинкерсен пирĕн ума кĕвенте çакнă хĕр мĕлки тухать. Унăн витрисенче – тăп-тăрă çăл куç шывĕ. Ăна ĕçсен вăй кĕрет. Çĕр çине çав шыв çумăр пулса тăкăнать те, пĕтĕм ÿсен-тăран чĕрĕлет... 
Турă, Пÿлĕхçĕ, Пихампар, Çĕр-паттăр, Хĕвел амăшĕ, Хĕвел-паттăр тата вĕсене хирĕçле сăнарсем тухрĕç сцена çине. Яланхиллех Зоя Зорина артистка Усалук тухатмăш ролĕпе куракана тĕлĕнтерчĕ. Алина Каликова (Хĕвелпи), ЧР тава тивĕçлĕ артистки Алевтина Тимофеева (Уйăхпи) ĕçĕсем те курăмлă пулчĕç. ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Кириллов (Турă) тата Елена Хорьковăпа (Пÿлĕхçĕ), Александра Гомза артисткăсем çак спектальте пуçласа вылярĕç.
Куракансене сцена ăстисен пултарулăхĕ çеç мар, декораци те питĕ килĕшрĕ. "Мĕнле чаплă! Кун пекки урăх ниçта та çук!” – тенине пĕрре çеç илтмен эпир. А.С.Розов пуканесемпе сценографие халăхăн йăла-йĕркине лайăх пĕлсе ăсталанă. Чăнахах та, чаплă ÿнерçĕн, чăн-чăн профессионалăн ĕçĕпе мухтанатпăр, савăнатпăр. Анатолий Сидорович – театр енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ чăвашран тухнă пĕрремĕш художник.
Кăçалхи авăн уйăхĕнче Волгоград хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри пукане театрĕсен уçă фестивальĕнче те пирĕн "Лопоухий Илюк” ("Хупах хăлха Илюк”, пьеса авторĕ Ева Лисина) 5 диплома тивĕçнĕ. Унта Волгоград, Ульяновск, Мускав, Киев, Винница, Тула, Мурманск, Махачкала, Минск, Смоленск – пурĕ 16 коллектив – хутшăннă пулнă. "Чи лайăх сценографи” тата "Йăла-йĕркене упраса хăварнăшăн” номинацире Чăваш пукане театрĕ çĕнтернĕ.
Спектакльсенчен чылайăшне икĕ чĕлхепе лартнă. Юпа уйăхĕн репертуарĕнче чăвашлисем: "Ашкăнчăк тилĕ çури” (авторĕ Валдис Павловскис), "Уйăх çинчи пике” (Раиса Сарпи), "Çитмĕл çичĕ чечекрен çĕленĕ кĕпе” (Георгий Ефимов), "Хупах хăлха Илюк” (Ева Лисина), "Айван тыркас” (Георгий Асам). Шел те, тăван чĕлхепе кăтартаканнисене темшĕн килекенсем çук. Çавăнпа та вĕсене час-часах вырăслипе ылмаштарма тивет. Сăмахран, "Ашкăнчăк тилĕ çури” тата "Çитмĕл çичĕ чечекрен çĕленĕ кĕпе” вырăнне те "Серая Шейка” лартма тиврĕ.
Çĕнĕ сезонта ачасене çак спектакльсем савăнтарĕç: "Турă патне çырнă 14 çыру”, "14 писем к Богу” (чăвашла та, вырăсла та); "Чудеса королевства Римм”, "Машенька и Медведь”, "Принц и нищий” (вырăсла).
Чăваш патшалăх пукане театрĕ пĕчĕккисене те, пысăккисене те савăнăç кÿрет. Унăн коллективĕ çитĕнÿсемпе лăпланса лармасть, пĕрмай çĕннине шырать. Вĕсенчен пĕри – кашни эрне кун 17 сехет те 30 минутра "Çемье уявĕн каçне” ирттерни. Спектакль хыççăн фойере тепĕр уяв пуçланать. Юпа уйăхĕнче вăл кĕркуннепе çыхăннă "Осенний бал” ("Кĕрхи бал”) ятлă. Унта Крокодил Гена та, Чебурашка тата ытти сăнарсем сире нумай-нумай хаваслă самант парнелĕç.
Çĕнĕ сезона театр кунта вăй хунă В.А.Карпова халалланă. Çавна май вăл спектакльсем валли ăсталанă пуканесене тата унăн ÿкерчĕкĕсен куравне йĕркеленĕ.

Геннадий КИРИЛЛОВ, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 614 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Пукане театрĕ | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:18:06
Шырав
Кун тăрăм
«  Юпа 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!