Юнкун, 24.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Юпа » 24 » ПУШĂ ВĂХĂТ, КАНĂÇ ÇУК… («МИГ (Самант)», Чебоксары )
ПУШĂ ВĂХĂТ, КАНĂÇ ÇУК… («МИГ (Самант)», Чебоксары )
09:12
«Çук, çывăрма ман вăхăт çук, куç хупма та кăмăл çук. Канăç çук çав хĕрсенчен...» тесе юрлакан Петр Ермолаевпа тĕл пулса калаçма та май çук: паян Пушкăртстанра вăл, ыран – Мускавра... «Иртнĕ эрнере Тутар республикине кайнăччĕ, таврăннă чухнех Канаша кĕтĕмĕр, тепĕр кун Елчĕкре туй ирттертĕмĕр те тÿрех Мускава çул тытрăмăр. Чăваш дискотекинче пулнă вырăссем ресторан уявне йĕркелеме чĕнчĕç, пĕрремĕш хут йăлт вырăсла ертсе пыма, пĕр харăсах виçĕ залпа ĕçлеме тиврĕ. Мĕншĕн килĕшрĕмĕр-ши тесе ÿкĕннĕччĕ те ку çĕнĕлĕх витĕр те тухрăмăр – пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртрĕ. Каялла таврăннă чухнех çĕнĕ заказ илтĕмĕр – праçникре пулнă тепĕр çын хăйсен уявне ертсе пыма ыйтрĕ. Ирпе кăна çитрĕмĕр Мускавран», – васкасах сăмахлать Тутарстана тухса кайма хатĕрленекен Петр Ермолаев кулăш ăсти, эстрада артисчĕ, шоумен, тамада, конферансье тата ЧР Президенчĕн стипендиачĕ... 
Кушак пек çывăрсах хăйма çиейменнине туйни çапла ĕçлеме хистет-тĕр. Петя талăкра 5 сехетрен ытла канаймасть. Ларнă çĕртех 15-20 минут куç хупса илни те, троллейбусра хулан пĕр енчен тепĕр вĕçне çити тĕлĕрсе пыни те çителĕклĕ иккен уншăн. «Тăватă талăк çывăрмасăр ĕçлени те пулнă, унран ытла чăтаятăп-ши – пĕлместĕп...» – тенине шанма йывăр пулсан та ĕненетĕп. Мĕншĕн тесен хăш-пĕр çăмăлттай евĕр хăйне лайăхрах кăтартассишĕн ытлашши ÿстерсе калаçнине илтмен Петьăран.
Тепĕр чух ĕç-пуç çинчен манас тесе компьютер умне ларать – вăйă серепине лексе пуçри шухăшĕсенчен вăхăтлăха та пулин хăтăлма тăрăшать «Чăваш эстрада артисчĕсен союзĕнче» тăракан, Чăваш çамрăкĕсен «Салам» культура центрне уçас ĕçе хастар хутшăннă Елчĕк каччи. (Вĕсем йĕркелекен мероприятисемпе акцисем çинчен çитес номерте тĕплĕнрех çырăпăр).
Шкул çулĕсенче Петя артист пулма шухăшламан тенине те паян ĕненмелле мар пек. Концерт хыççăн хăйне кăна канфет пырса паракансем тупăнни, эсĕ мĕнле пуç тайнине курассишĕнех килтĕмĕр, урăх никамăн та ун пек пулмасть тесе хавхалантарни те сцена çине туртăнма хистеймен ăна. Шупашкарти Г.Лебедев ячĕллĕ интернат лицейри сывлăш асамлăрах пулнă-ши – кунта вĕренме килсен Женя Григорьев тусĕпе «Карма çăварсем» театр йĕркелесе янă, канмалли кунсенче пĕрле вĕренекен тантăшĕсен ялне çитсе, клуб тулли халăх пухса хăйсен вылявĕпе тĕлĕнтернĕ.
Петр Ермолаева сăнăр-ха: хуть те мĕнле уява та чĕрĕлĕх кĕртме, кирек епле куракана та «чĕртсе» яма пултарать вăл. Унра çеç пур темле çăмăллăх, çаврăнăçулăх, шалти хăвачĕ, пит-куçа вылятса мимикăпа калаçни, шÿчĕсене чăн пурнăçран илни теприн сăнне те çутатма, кулă кăларттарма пулăшать-ши?
– Залра лараканпа çыхăну тупас тесе калаçнă чух сăмсана пĕрсе лартма та, куçа чарса пăрахма та тивет... Мана евĕрлесе куçне-пуçне вылянтаракансене асăрхатăп та хама йышăннине ăнланатăп. Концерта уçса халăха хавхалантарса ярасси – чи йывăрри. Çавăнпа уяв пуçланичченех сцена хыçĕнчи артистсемпе шÿтлеме, тĕрткелешме тытăнатăп... Çав хум çине лексе халăх умне тухсан ыттисене «вăратма» çăмăлрах.
Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухнă çулсенче Нина Панина ертсе пыракан халăх театрне çÿрени, Вячеслав Ориновăн театр студийĕнче ăсталăх вăрттăнлăхĕсене (режиссер пултарулăхĕн хăйне евĕрлĕхĕсене те) вĕренсе пыни паянхи шая çитме пулăшнă ăна. Студент çулĕсенчех Петр Ермолаевпа Алексей Московский «Ансат» ушкăн йĕркелесе концертсемпе районсем тăрăх çÿренине эпир унччен те çырнăччĕ.
Пĕр вырăнта тапăртатса «мăкланасран» хăрани, шалтан темскер хĕмлентерсех тăни паян та хăйне шырама, тĕрлĕ енлĕн тĕрĕслеме хистет-тĕр. Чăвашла тухакан фильмсенче те (ытларах камитле сăнарсенче) тăтăш курма хăнăхрăмăр ăна. «Авланасси хур тукмакки çиесси мар» кино хыççăн çынсем ытларах паллакан пулнине хăй те пытармасть.
– «Манăн та телейлĕ пулас килет» фильмра ман сăнарăн аçа çури ачан тăван ашшĕн пĕртен-пĕр сăн ÿкерчĕкне çурса тăкать. Шăпăрлан ролĕнче курăнмарăм пулин те сăмахĕсене куççульпе макăрсах, хама çав ача вырăнне лартсах вылярăм. Пуçĕпех сăнара кĕрсе ÿкни çăмăлах мар сценăна та пĕр дубльпех ÿкерме май пачĕ, – евĕклĕн калаçать Елчĕк каччи.
Хăйĕн сăнарĕсене те чĕрĕлĕх кĕртме пĕлет вăл. «Фильмĕ ытлашши тыткăнламасть пулин те, Петя Ермолаев вылянине курассишĕнех пăхма юрать», – тенине ĕçтешсенчен те, пĕлĕшсенчен те илтме тÿр килнĕ. Ытла васкаварлă ÿкернĕрен-ши е тата ытти сăлтава пула чăваш фильмĕсенчен чылайăшĕ пурне те тивĕçтермелле «пиçсе çитейменни» пирки сăмах пуçарсан та Петя шÿтлесе ирттерме пĕлет: «Тен, эпир хамăр та Раççей артисчĕсенчен маттуртарах; Вĕсем темиçе уйăх ÿкернине пĕр-икĕ эрнерех вĕçлеме пултаратпăр...»
Виктор Петров ертсе пыракан Кулăшпа сатира театрĕнче ĕçлеме пуçланăранах кашни сăнара тĕплĕн шырас, ялсене кайсан интереслĕ, ыттисенчен уйрăлса тăракан çынсене тупас, вĕсен тыткаларăшне, калаçăвне сăнас, евĕрлес йăла пырать Петьăн. «Хамăн куракансем пурччĕ, сцена çине тухсанах вĕсене куçпа шыраттăм» е тата «Пирĕн ялти çав çын пекех туйăнтăн паян, ăçтан тульккĕш çавăн пек хăтланма пултаран;» тенисенче те театршăн тунсăхлани, тепĕр хут таврăнма хатĕрри сисĕ-нет. (П.Ермолаев Кулăшпа сатира театрĕнчен кайнине чылайăшĕ пĕлет-тĕр. – А.Г.).
Юрăçсем сцена çинче хаваслă, илĕртÿллĕ курăннăран вĕсене ăмсанакан та сахал мар. Артистсен те хушăран пирĕн пекех залра канса, ыттисен пултарулăхĕпе киленсе ларас килмест-ши?
– Паллах, – пытармасть Петя. – Анчах тепĕр чух хăнана пырсан та уява йĕркелесе пыма сĕнеççĕ. «Эсир хăш професси çынни-ха?» – тесе ыйтатăп вара. Сире хам пата пырсан хăвăр ĕçе тутармастăп-çке, платник пулсан пăта çаптармастăп, мана та канса ыттисемпе пĕрле савăнма парăр-ха тесен тин хăпаççĕ.

Алина ГЕРАСИМОВА.
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 1211 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Петя Ермлоаев | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:22:25
Шырав
Кун тăрăм
«  Юпа 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!