Шăматкун, 20.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Чÿк » 22 » Шупашкарти Анне монуменчĕ Раççейре чи çÿллисенчен пĕри
Шупашкарти Анне монуменчĕ Раççейре чи çÿллисенчен пĕри
19:06
Чăннипех те пирĕн республикăри çак монумент çÿллĕшĕ 46 метр. Тĕнчипе илес пулсан, Интернета ĕненес-тĕк, вăл 30-мĕш вырăнта. Мăнаçланмалăх, хавхаланмалăх пур!
Раççейри чи пысăк палăк Мускавра вырнаçнă, ăна 1997 çулта Пĕрремĕш Петĕр патшана халалласа лартнă. Зураб Церетели ĕçĕ ятарласа йĕркеленĕ утрав çинче 96 метр çÿллĕшĕпе «ÿссе» ларнă.
Иккĕмĕш вырăнта мăнаçлă «Тăван çĕр-шыв-анне чĕнет!» Унăн çÿллĕшĕ – 85 метр, хĕç йăтнă алă вăрăмăшĕ – 20, хĕçĕ – 33 метр. Волгоградри «Мамай тăвĕ» комплексри Сталинград çапăçăвне халалласа лартнă палăкăн йывăрăшĕ 8 пин тонна яхăн, хĕçĕн – 14 тонна. Сăмах май, çак скульптура çÿллĕшĕ тĕнчипе 11-мĕш вырăн йышăнать. Хăй вăхăтĕнче ăна чи пысăк статуя тесе Гиннес рекорчĕсен кĕнекине те кĕртнĕ.
Виççĕмĕш вырăнта «Мосфильм» киностуди симоволĕсем – «Рабочи тата колхозница». Ку палăкăн çÿллĕшĕ – 58 метр. Вера Мухина ĕçĕ Мускав турисчĕ-сене хăйĕн калăпăшĕпе тĕлĕнтерет.
Тĕнчипе чи çÿллĕ палăк вара Китайри «Çурхи храмăн Будди». Вăл 153 метр таран «ÿссе» ларнă. Хĕвел тухăç халăхĕБуддăна халалланă палăкĕсемпе малти çирĕммĕш вырăнсене йышăнаççĕ. Тĕслĕхрен, 40 метртан çÿлĕ-реххисем Китайра кăна 10-а яхăн, Японире 12 статуя. Çакăнпа хĕвел тухăç çыннисем хăйсен Туррисене çÿле хурса хакланине палăртаççĕ. Çак палăксем хушшине çÿллĕшĕпе пирĕн «Пĕрремĕш Петĕр патшапа» «Тăван çĕр-шыв-анне чĕнет!» çеç хĕсĕнсе кĕме пултарнă.
Тепĕр кăсăкланмалли палăк та Китайрах вырнаçнă. Ăна 713-мĕш çулта сăртран касса кăларма пуçланă. «Лэшаньри Будда» статуйăна 90 çул ытла ăсталанă мĕн. Унăн çÿллĕшĕ – 71 метр, пуçĕ – 15, хул сарлакăшĕ – 30, алли çинчи пÿрнисем – 8, ури çинчисем – 1, 6, сăмса вăрăмăшĕ – 5, 5 метр.
Тĕнпе çыхăннă палăксем чăнах та пысăккине çакă та кăтартса парать: Иисус Христоса халалланă чи пысăк статуя Польшăра 52 метр çÿллĕшне «ÿссе» ларнă. Çавăн пекех Христосăн пысăк палăкĕ- сем Боливире (40, 44 метр), Бразилире (38 метр), Мексикăра (40 метр) пур. Вĕсенчен чи палли, паллах, Рио-де-Жанейро хулинче вырнаçни, анчах калăпăшĕпе вăл ыттисенчен пĕчĕкрех иккен.
Мария хĕре халалласа лартнă палăксем те пысăк. Чи çÿллисем Эквадорта (41 метр), Францире (52, 6 метр), Венесуэлăра (48, 5 метр) вырнаçнă.
Историре чăн пулнă çынсене асăнса лартнă скульптурăсем те çÿл- лисен йышĕнче. Сăмахран, Волгоградри В.И. Ленина халаллани 57 метр, Монголири Чингисхан статуйи 50 метр пысăкăш.

Олеся КУВАЙСКАЯ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 592 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:07:30
Шырав
Кун тăрăм
«  Чÿк 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!