Кĕçнерникун, 18.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сайта хак парăр

Пурĕ миçе хурав: 145
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Пуш » 4 » Сильвия талисманĕ çĕнтернĕ
Сильвия талисманĕ çĕнтернĕ
21:33
Нарăсăн 26-мĕшĕнче каçхине федераллă каналсем 2014 çулта иртекен хĕллехи Олимп вăййин талисманĕсене палăртни çинчен пĕлтерме тытăнчĕç. Тӳрĕ эфирта халăх сасăлавĕ ирттернĕ май малти вырăна шурă упа, мулкач тата леопард тухнă. Юлашки чĕр чун Владимир Путина килĕшни çинчен премьер хăй пĕлтернĕ. Çынсем суйласа илнĕ талисмансене сĕннĕ виçĕ çын хушшинче Чăваш Республикинчи Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкассинче пурăнакан Сильвия Петрова та пур. Вăл сĕннĕ мулкачшăн телекуракансенчен 16 проценчĕ сасă панă. 
Раççейре 2014 çулта иртмелли Хĕллехи Олимп вăййисен талисманĕсен конкурсĕ пĕлтĕрхи авăнăн 1-мĕшĕнче пуçланнă. Пурĕ унта 24 пин ытла ĕç ярса панă. Жюри вĕсенчен 11 ĕçе суйласа илнĕ. Хĕл Мучин сăнарне Халăхсем хушшинчи Олимп комитечĕн «аллине лекесрен» (сăмах автор прависем пирки пырать) конкурса хутшăнакансен шутĕнчен кăларма тивнĕ. Çапла вара Олимп талисманĕ пулма 9 ĕç тупăшнă.
Çĕнĕ Пуянкассинчи шкулта вĕренекен Сильвия Петрова чылай ăмăртусен çĕнтерӳçи, вăл 2011 çулта ЧР Президенчĕн пултаруллă çамрăксене паракан ятарлă стипендине илме тивĕçнĕ.


Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 523 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:18:48
Шырав
Кун тăрăм
«  Пуш 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!