Эрнекун, 26.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Чăвашла сочиненисене интернетра сутăн илмелле тумалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 205
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Пуш » 4 » ТĂВАЙККИЙĔ ЯП-ЯКАЧЧĔ, ХАЛĔ КĔРТ КĂНА УНТА
ТĂВАЙККИЙĔ ЯП-ЯКАЧЧĔ, ХАЛĔ КĔРТ КĂНА УНТА
19:27

Тӑван яла таврӑнсан вӗҫӗмсӗрех ачалӑх тӗнчин алӑкне уҫатӑп: Чӑр-чар, Пиҫпак, Микиш кӗперӗ, Ленкше пуҫ тăвайккийӗсем яп-якаччӗ. Вӗсенче ача-пӑча хӗвӗшетчĕ кăна! Пӗрисем ҫунашкапа вирхӗнетчӗҫ, теприсем йӗлтĕр хуҫмаллах хамӑр ӑсталанӑ трамплинран сикетчӗҫ... Ялта хоккейла вылямалли 7 площадкӑччӗ. Халӗ тӑвайккисемпе варсем хулӑн кӗрт айӗнче. Ача-пӑча сасси илтӗнмест унта. Вӗсене йӗлтӗр йӗрӗ пачах илӗртмест-ши? Ыйту ҫӑмхине сӳтме учительсене чӗнтӗмӗр.

-  Красноармейски салинчи 2-мӗш шкулпа юнашарах электричество хунарӗсемпе ҫутатакан трасса хывнӑ, каток йӗркеленӗ. Хӗл кунӗсенче те сывлӑха ҫирӗплетме, спортри кӑтартусене лайӑхлатма майсем пур, - тет чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Зинаида Петровна Михайлова. -Кунта каҫченех ача-пӑча хӗвӗшет.

Елчӗкри вӑтам шкулти Любовь Васильевна Кудрявцева шухӑшне ҫапларах палӑртрӗ:

- Ас тӑватӑп-ха, Масар ҫырминче хӗвӗшеттӗмӗр. Алсиш йӗпеннипе пӑр чӑмакки пек пулатчӗ, тумтир витӗр исленетчӗ, пит ҫӑмарти хӗп-хӗрлӗччӗ. Мӗнле телейлӗччӗ эпир! Халӗ ачасем телевизор тыткӑнне лекнӗ, компьютер вӑййисемпе "чирленӗ". Ҫавӑнпа та урама та сайра тухаҫҫӗ вӗсем. Ҫӗнӗ ҫул тӗлнелле Елчӗкри тӗп лапамра тӑвайкки туса пачӗҫ-ха, анчах ун чухнехи пек шуйхашуллӑ ӳкерчӗке кураймӑн. Ӑнсӑртран кӑна пӗр-пӗр ача ҫунашка туртса иртет. "

- Сӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче иртнӗ ачалӑхӑм, - терӗ Герман Лебедев ячӗллӗ интернат лицей учительници Римма Альбертовна Гаврилова.  - Эпӗ шкула чупнӑ вӑхӑтра тӑвайккисем, чӑнахах та, яп-якаччӗ, ҫырма-ҫатрара ачасем окопсем чаватчӗҫ, тӗрлӗ лабиринт тӑватчӗҫ. Сӑртран ҫатӑркка михӗсене юр тултарса ярӑнаттӑмӑр. Халӗ ҫунашка, йӗлтӗр йӗрӗсем курӑнмаҫҫӗ. Тӑван яла кайсан паян та пахча хыҫӗнчи сӑрт ҫамкине ачасемпе, мӑшӑрпа ярӑнма тухатпӑр.

- Кӗскен кӑна калам, - шухӑшне пӗлтерчӗ Йӗпреҫ районӗнчи Ҫирӗклӗ ялӗнче пурӑнакан Владислав Васильевич Пашков, - эпир ҫемйипех яка тӑвайккишӗн. Мӑшӑрӑм Татьяна Аркадьевна та, ачамсем те "Йӗлтӗр сырмасӑр пӗр кун та ан ирттӗр!" девизпа пурӑнатпӑр. Йӗлтӗрҫӗсен уявне ҫулсерен хутшӑнатпӑр. "Тантӑш" вулаканӗсене паянах йӗлтӗр| йӗрӗ ҫине тӑма чӗнетӗп. Ан манӑр: вӑл сывлӑх никӗсӗ, пурнӑҫ илемӗ".

- Чăнах та, ачасем  урамра вылянине сайра курма пулать, - пӑшӑрханать Вӑрнар районӗнчи Калинино вӑтам шкул вӗрентекенӗ Людмила Ми-хайловна Терентьева. - Шел, вӗсем пушӑ вӑхӑта компьютерпа телевизор умӗнче ирттереҫҫӗ. Паллах, XXI ӗмӗрте вӗсемсӗр те май ҫук. Ман шутпа, учительсен кӑна мар, ашшӗ-амӑшӗн те ҫамрӑк ӑрӑва спортпа кӑсӑклантарма тӑрӑшмалла.

- Пирӗн таврари сӑрт-ту ҫамки юрпа тулса ларман вара, - диспута малалла тӑсрӗ Красноармейски районӗн Пикшик вӑтам шкулӗнчи Людмила Тихоновна Тихонова. - Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Николаевич Данилов хӑй те спортпа туслӑ та ялсен хушшинче тӑтӑшах ӑмӑртусем ирттерет. Йӗлтӗрпе ярӑнма, пӑр ҫинче футболла выляма юратаҫҫӗ ачасем, "Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ" уява та савӑнсах хутшӑнаҫҫӗ.

Анатолий АБРАМОВ ыйтса пӗлнӗ ("ТАНТĂШ")

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 1257 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:02:29
Шырав
Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!