Шăматкун, 20.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Чăвашла сочиненисене интернетра сутăн илмелле тумалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 205
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2017 » Авăн » 16 » «Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши» сочинени конкурсĕ иртет
«Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши» сочинени конкурсĕ иртет
19:05

«Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши» сочинени конкурсĕ иртет 
Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши» сочинени конкурсĕ ирттерет. 

Сочинени конкурсне Раççейре экологи çулталăкне Чăваш Республинче Аннепе атте çулталăкне ирттермелли планпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Конкурсăн тĕллевĕсем – сочинени çырас традицине чĕртесси, ачасен шухăшлавне, аталантарсси; пултаруллă ачасене тупса палăртасси; тăван çĕре-шыва, атте-аннене хисеплеме, упрама хăнăхтарасси. 

Конкурса 9-11-мĕш класра вĕренекенсем тата професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ организацийĕн вĕренекенĕсем хутшăнаççĕ. Сочинение чăвашла та, вырăсла та çырма юрать. 

Сочинени темисем: 
1) Тăван çĕр-шыва юратасси çемьерен пуçланать 
2) Ашшĕ-амăшĕн тивлечĕ ачашăн ырă тĕслĕх 
3) Çĕр анне хуçана çеç юратать 
4) Чăваш çыравçисен хайлавĕсенче кăтартнă атте-анне ырă сăнарĕсем 

Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕренÿ организацийĕсенче иртет. 2017 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕччен пĕрремĕш тапхăра ирттерсе çĕнтерÿçĕсене палăртмалла. Вĕренÿ организацийĕнче мала тухнă 3 ачан сочиненине иккĕмĕш тапхăра chrio6@сар.ru адреспа заявкăпа пĕрле ямалла е Чăваш Республикин вĕренÿ интститутне 216-мĕш пÿлĕме юпа уйăхĕн 15-мĕшĕччен кĕрсе памалла. 

Пирĕнпе çыхăнмалли адрес: Шупашкар, М.Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт 
E-mail: chrio6@cap.ruнаци вĕренĕвĕн центрĕ (центр национального образования) 

Телефон: 8352 584644

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 960 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:11:54
Шырав
Кун тăрăм
«  Авăн 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!