Эрнекун, 29.03.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Çу » 14 » "Улăп – 2013: Эпир - Улăп йăхĕнчен!" уçă инçет вăйă конкурс вĕçленчĕ!
"Улăп – 2013: Эпир - Улăп йăхĕнчен!" уçă инçет вăйă конкурс вĕçленчĕ!
20:45
Ака уйăхĕн 8-21-мĕшĕсенче Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури вĕрентекенсем В.М.Михайловпа З.П.Михайлова пуçарнипе тата Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ йĕркеленипе республикăмăрти районсем хушшинче "Улăп – 2013: Эпир - Улăп йăхĕнчен!" уçă инçет вăйă конкурс иртрĕ.
Ăна Чăваш чĕлхи кунне тата Раççей халăх артисчĕ, Чăваш тата Дагестан Республикисен искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, паллă чăваш композиторĕ Ф.М.Лукин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă.
Конкурса пурĕ 425 ытла ача заявка панă. Вĕсенчен 225 ача вăйă конкурса хутшăнма кăмăл туса сайта кĕрсе регистрациленнĕ. Вăйă конкурс ыйтăвĕсене вара 193 ача çеç хуравлама пултарнă. Пĕтĕмĕшле илсен, çак районсен вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем хастар пулчĕç: Шупашкар хули – 49 ача, Красноармейски районĕ – 43 ача, Çĕнĕ Шупашкар - 35 ача, Комсомольски районĕ – 25 ача, Сĕнтĕрвăрри районĕ – 14 ача, Çĕрпÿ хулипе районĕ - 9 ача, Вăрнар районĕ - 8 ача, Хĕрлĕ Чутай районĕ - 8 ача, Тăвай районĕ - 7 ача, Патăрьел районĕ - 5 ача, Вăрмар районĕ – 4 ача, Канаш хулипе районĕ - 3 ача, Етĕрне хулипе районĕ - 3 ача, Элĕк районĕ – 3 ача, Муркаш районĕ – 2 ача, Йĕпреç районĕ - 2 ача, Етĕрне хулипе районĕ - 1 ача
Çĕмĕрле хулипе районĕ - 1 ача. Пĕтĕмпе 18 районпа хула хутшăнчĕ вăйă конкурса. Тутар Республикин Пăва районĕнчи Лащипуç шкулĕнчен пурĕ 5 ача хутшăннине шута илсен, вăйă конкурс Раççей шайĕнчех иртрĕ теме май пур. Вăйă конкурс пуласси çинчен Интернет-тетелте çеç пĕлтернине шута илсен (районсене ятарласа йыхрав хучĕ ярса паман) тупăшу ăнăçлă иртрĕ теме пулать.
Вăйă конкурс оргкомитечĕ 56 ачан ĕçне (хутшăннисен 25%) тивĕçлипе хакларĕ. 1-мĕш вырăна 11 ача çĕнсе илме пултарчĕ, 2-мĕш вырăна 20 ача тухрĕ, 3-мĕш вырăна вара 25 ача йышăнчĕ.
Электронланă дипломсене çывăх вăхăтрах (вĕренÿ çулĕ пĕтиччен) ачасен электрон ещĕкĕсене ярса паратпăр. Сертификатсене вара çак сайта лартса парăп, вĕсене уçласа илсе тĕрлĕ тĕслĕ принтерпа хăвăрăн çаптармалла пулать. Чи маттур вĕрентекенсене район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн Хисеп хучĕпе саламлăпăр.
Вăйă конкурса тепĕр çул та ирттерме шутлатпăр. Ун çинчен унчченхинчен маларах - 2014 çулхи пуш уйăхĕчченех пĕлтерĕпĕр.


Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 557 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:14:02
Шырав
Кун тăрăм
«  Çу 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!