Кĕçнерникун, 28.03.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сайта хак парăр

Пурĕ миçе хурав: 145
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Пуш » 22 » "Улăп - 2013" вăйă конкурс пуçланать!
"Улăп - 2013" вăйă конкурс пуçланать!
22:38
Республикăри тăван ен культурипе тата кун-çулĕпе кăсăкланакан ачасем валли хатĕрленĕ «Улăп – 2013» уçă тата инçет вăйă конкурс шывĕ-йĕрки

1 .Кÿртĕм сăмах
Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Красноармейски районĕнчи тата Чăваш Республикинчи шкулсенче 5-11 классенче вĕренекенсем валли «Улăп – 2013» уçă тата инçет вăйă конкурс ирттерме йышăннă. Ăна Чăваш чĕлхи кунне тата Раççей халăх артисчĕ, Чăваш тата Дагестан Республикисен искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, паллă чăваш композиторĕ Ф.М.Лукин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă. Конкурса пуçараканĕсем – В.М.Михайловпа З.П.Михайлова, Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан Красноармейски шкулĕн вĕрентекенĕсем.

2. Вăйă конкурсăн тĕллевĕсем
1.Тăван ен культурипе тата чăваш халăх кун-çулĕпе кăсăкланакан ачасен пĕлÿлĕхĕпе тавра курăмне малалла аталантарасси;
2.Чăвашлăхшăн тăрăшма тата тăван Чăваш еншĕн мухтанма, ăна малашне аталантарма пултаракан ачасене тупса палăртасси, вĕсене хавхалантарасси.

3. Вăйă конкурса хутшăнакансем
Вăйă конкурса хутшăнакансем – Красноармейски районĕнчи тата Чăваш Республикинчи шкулсенче 5-11 классенче вĕренекенсем. Конкурса Тулай Чăвашри шкул ачисем те ирĕккĕнех хутшăнма пултараççĕ.
Вăйă конкурса хутшăнас текенсен http://www.make-test.ru/ сайта кĕрсе регистрациленмелле. Çак вăйă конкурсăн шывĕ-йĕркипе килÿшÿллĕн пĕр сехет хушшинче 30 ыйтуран тăракан теста пурнăçламалла. Тест ыйтăвĕсене пĕр хут çеç хуравлама юрать.

4. Вăйă конкурс йĕрки
Вăйă конкурс инçет майпа 2013 çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 21-мĕшĕччен 5-7, 8-9, 10-11 класс ушкăнĕсенче иртет. Вăйă конкурс ĕçĕнче Ф.М.Лукин композитор пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусем пулаççĕ. Вĕсене http://www.make-test.ru сайтра вырнаçтараççĕ. Вăйă конкурсăн пĕтĕмлетÿ протоколне вара http://chuvsite.ucoz.ru сайта ака уйăхĕн 30-мĕшĕнчен кая юлмасăр вырнаçтараççĕ.

Конкурса хутшăнма кăмăл тунă ачасен вĕрентекенĕсем 2013 çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕччен Microsoft Exsel калăппа mixaj_58@mail.ru электрон ещĕке ыйтса çырни (заявка) ярса параççĕ. Унта çакна пĕлтермелле:
1. Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ
2. Шкул ячĕ (чăвашла!)
3. Район
4. Республика
5. Класс
6. Телефон
7. E-mail
8. Вĕрентекен кам пулни
9. Вĕрентекенĕн телефон номерĕ
10. Вĕрентекенĕн е-mailĕ
Урăхла калăппа ыйтса çырнисене йышăнмаççĕ.  Заявка тĕслĕхĕ - КУНТА.

Вăйă конкурс ертÿçи палăртнă кун конкурса хутшăнакан кашни вĕренекен хăй кăтартнă электрон ещĕкне тĕрлĕ цифрăсенчен тăракан код илет. Çав кодпа усă курса унăн http://www.make-test.ru сайта кĕрсе как тестируемый (тестирующий е составитель тестов мар!) ссылкăпа кĕрсе хăй ÿсĕм ушкăнĕнче регистрациленмелле. Çапла майпа çес вăл тест страницине лекме пултарать.

Теста пурнăçлама пулăшакан инструкци http://chuvsite.ucoz.ru сайтра (Виталий Михайловăн чăвашла сайтĕнче) пулать.

5. Вăйă конкурса пĕтĕмлетни
Вăйă конкурса ирттерме жюри йышне çирĕплетеççĕ.
Çĕнтерÿçĕсемпе мала тухнисен йышне хутшăннисен 25 проценчĕ кĕме пултарать. Вĕсене пурне те «Улăп – 2013» вăйă конкурсăн виçĕ степеньлĕ дипломĕпе тивĕçтереççĕ. Дипломĕсене конкурсантăн электрон ещĕкне цифрăласа ярса параççĕ. Чи пултаруллă ачасен (пĕрремĕш вырăн йышăннă вĕренекенсен) вĕрентекенĕсене Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн Хисеп хучĕпе чыслаççĕ. Вĕсене ертÿçĕ-вĕрентекенĕн электрон ещĕкне цифрăласа çитереççĕ. Вырăн йышăннă тата йышăнайман ачасен сертификачĕсене http://chuvsite.ucoz.ru сайта (Виталий Михайловăн чăвашла сайтне) вырнаçтараççĕ. Ăна тата ытти Дипломсене те шкулта е урăх çĕрте тĕрлĕ тĕслĕ принтерпа пичетлемелле, пичет çапса ĕнентермелле.
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 705 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 2
0  
2 mixaj_58   (02.04.2013 23:30) [Материал]
Тутар Республикин Пăва районĕнчи Тури Лащи шкулĕнчен те заявкăсем килчĕç. Маттурсем кунта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем!

0  
1 mixaj_58   (24.03.2013 13:33) [Материал]
Пĕрремĕш заявка килчĕ те ĕнтĕ. Вăл Муркаш районĕнчи Çатракасси шкулĕнчен. Маттурсем!



Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:22:15
Шырав
Кун тăрăм
«  Пуш 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!