Шăматкун, 20.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сайта хак парăр

Пурĕ миçе хурав: 145
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Çу » 25 » "Улăп-2014: Эпир Улăп йăхĕнчен" вăйă конкурс пĕтĕмлетĕвĕ
"Улăп-2014: Эпир Улăп йăхĕнчен" вăйă конкурс пĕтĕмлетĕвĕ
21:34

Ака уйăхĕн 15-30-мĕшĕсенче (ăна, хутшăнакансем ыйтнипе, çу уйăхĕн 12-мĕшĕччен тăсма тиврĕ) Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури вĕрентекенсем В.М.Михайловпа З.П.Михайлова пуçарнипе, Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ, Чăваш Наци Конгресĕн  Красноармейски районĕнчи уйрăмĕ тата Чăваш патшалăх символĕсен авторĕн Э.М.Юрьев ÿнерçĕн Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнчи музейĕ йĕркеленипе республикăмăрти районсем хушшинче "Улăп – 2014: Эпир - Улăп йăхĕнчен!" уçă инçет вăйă конкурс иртрĕ.

Ăна Чăваш чĕлхи кунне, Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ В.Е.Петров çуралнăранпа 60 çул çитнине халалланă.

Конкурса пурĕ 70 ытла ача ыйтса çырни ярса панă. Вăйă конкурс ыйтăвĕсене пур ача та ăнăçлă хуравлама пултарнă. Ачасен ĕçĕсенчи тĕп çитменлĕхсем çаксем: факт тата орфографи йăнăшĕсем, хуравсене вырăсла çырни (ку вара вăйă конкурс йĕркипе килĕшсе тăмасть). Кунсăр пуçне пĕр пек тата йĕкĕреш хуравсем те пурччĕ (вăйă конкурс ушкăнпа хуравламалли маррисен йышши пулин те). Пĕтĕмĕшле илсен, çак районсен вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем хастар пулчĕç:

Красноармейски районĕ – 54 ача (Упи шкулĕ – 18, Трак шкулĕ – 14, Красноармейски шкулĕ – 7, Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕ – 3, Чатукасси шкулĕ – 8, Именкасси шкулĕ – 4)

Муркаш районĕ – 4 ача

Елчĕк районĕ – 4 ача 

Çĕрпÿ районĕ – 3 ача

Комсомольски районĕ – 2 ача

Сĕнтĕрвăрри районĕ – 2 ача

Тăвай районĕ – 1 ача

Шупашкар хули – 1 ача 

Пĕтĕмпе 8 районпа хула хутшăнчĕ вăйă конкурса. Вăйă конкурс ыйтăвĕсен хуравĕсене тупма йывăртарах пулчĕ пулин те, вăл ăнăçлă иртрĕ теме пулать. Ачасем чаплă юрăçа халалласа сăвă та çырчĕç (Красноармейски шкулĕнчи Надежда Козловăпа Аня Васильева, Çĕрпÿ районĕн Тавăшкасси шкулĕнчи Анастасия Федорова, Ольга Паневина тата Ольга Андреева). Презентаци те тума ÿркенмерĕç вĕсем (Елчĕк районĕн Шăмалак шкулĕнчи Марта Печкова). Чăннипех маттур вĕсем.
Вăйă конкурс оргкомитечĕ 23 ачан ĕçне (хутшăннисен 30% ытла) тивĕçлипе хакларĕ. 1-мĕш вырăна 3 ача çĕнсе илме пултарчĕ, 2-мĕш вырăна 7 ача тухрĕ, 3-мĕш вырăна вара 13 ача йышăнчĕ.

Çĕнтерÿçĕсемпе мала тухнисене тата вĕсен вĕрентекенĕсене Красноармейски район администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче кĕçнерникун, çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче, 14 сехетре чыслаççĕ. Сертификатсене вара çак страницăран уçласа илмелле те тĕрлĕ тĕслĕ принтерпа пичетлемелле.

Тĕплĕнрех

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 970 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:16:38
Шырав
Кун тăрăм
«  Çу 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!