Кĕçнерникун, 25.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Пуш » 4 » ВĔСЕМ ЙЫШПА САХАЛ, АНЧАХ ЯЛАН МАЛТА
ВĔСЕМ ЙЫШПА САХАЛ, АНЧАХ ЯЛАН МАЛТА
19:50
Статистика çирĕплетнĕ тăрăх пирĕн çĕр-шыври шкулсенче пĕтĕмпе тенĕ пекех хĕрарăм учительсем ĕçлеççĕ.-   Республикӑри педагогсен пӗрлӗхӗнче те ар ҫынсен шучӗ пурӗ те 6 процент ҫеҫ, - пӑшӑрханӑвне пытармарӗ ЧР Вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерствин тӗп специалисчӗ Инесса Владимировна Ядранская. - Европӑпа Америкӑра вара хӗрарӑм тата ар ҫын учительсен йышӗ пӗр пекрех: 45 процент - ар ҫынсем.

-   Кӗҫех пире сайра тӗл пулакан "экспонат" тесе музее вырнаҫтарма та пулать, - шӳтлет Красноармейски салин 2-мӗш шкул учителӗ Виталий Михайлович Михайлов.

-   Ытлашши васкар мар, хӑй вӑхӑтӗнче Иван Яковлевич пӗчченех чӑваша вӗрентме тапаҫланнӑ, - хирӗҫлет ӑна Республикӑри чӑваш чӗлхипе литература учителӗсен ассоциацийӗн пуҫлӑхӗ, Шупашкарти Герман Лебедев ячӗллӗ интернат лицей вӗрентекенӗ Геронтий Лукиянович Никифоров.

Ар ҫын учитель сахал тетӗр пулсан та вӗсем яланах чи маттуррисен ретӗнче. Ҫакӑ савӑнтарать те!

"Чӑваш чӗлхи. 8-мӗш класс" учебник авторӗ О.И.Печников доцент ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсене вӗрентет. "Ас туса тӑрӑр, шкул вӑл ачашӑн кил пекех чи хаклӑ вырӑн пултӑр!" - асӑрхаттарать Олег Иванович.

Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкула 759 ача ҫӳрет. Пурте вӗсем хаваслӑ, ырӑ кӑмӑллӑ Сергей Николаевич Михайлов пек пуласшӑн. Вӑл Ушинскийпе     Сухомлинский     никӗсленӗ педагогика меслечӗсене тӗпе хурса ачасене иле-ме курма, ыррине усаллинчен уйӑрма вӗрентет.

Анатолий АБРАМОВ. ("ТАНТĂШ" ХАÇАТРАН)

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 848 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:08:01
Шырав
Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!