Эрнекун, 19.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Чÿк » 1 » Вулăр! Сасăлăр! — "Урхамахсем тăраç тăпăртатса..." конкурс!
Вулăр! Сасăлăр! — "Урхамахсем тăраç тăпăртатса..." конкурс!
14:48
Чăваш халăх сайчĕпе Чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕ ирттерекен «Урхамахсем тăраç тапăртатса...» ятлă тĕнче тетелĕнчи фантастикăллă хайлавсен литература ăмартăвĕн I тапхăрĕ вĕçленчĕ. Эрне каярах хайлавсен шучĕ пĕлтĕрхинчен самай сахалтарах пулассинчен шикленеттĕмĕр («Йышăнас тапхăра тата тепĕр 10 куна тăсмалла мар-ши?» — шутлаттăмăр), анчах та юлашки виçĕ-тăватă кун хушшинче хутшăнакансен йышĕ самай ӳсрĕ — кунне вуншар-çирĕмшер çыру илтĕмĕр. Ку пире, паллах, самай чăрмав кӳрет — халĕ пирĕн кунне-çĕрне пăхмасăр ĕçлеме тивĕ (хайлавсене вырнаçтармалла-çке!). Çавăнпа та ыйтасшăн — тархасшăн, тепĕр ăмартусене хутшăннă чухне ĕçе юлашки кунсене ан хăварăр! Эсир нумайăн... эпир вара, хаклакансем, пĕрре-иккĕн çеç. 
Малалла иккĕмĕш тапхăр пуçланать — ярса панă хайлавсене тишкересси тата вулакансен кăмăлне кайнă хайлава палăртасси. Ку ĕçе сирĕнсĕр тума май çук — эсир сасăламасăр вулакансен кăмăлне кайнă хайлава пĕлеймĕпĕр. Вулăр! Сасăлăр! Чӳкĕн 26-мĕшĕччен вăхăт чылай (сасăлавăн юлашки кунĕ).
«Урхамахсем тăраç тапăртатса...» интернет конкурса ачасемпе çамрăксене тата чăваш чĕлхипе литературине, културине вĕрентекенсене литература пултарулăхне аталантарас, çутçанталăкри, тăван тавралăхра пулса иртекен чи кăсăк енсене илемлĕ литература мелĕсемпе уçса пама хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ, вĕрентекен çулталăкне халалланă.

Çăлкуç: Чăваш халăх сайчĕ е Электронлă вулавăш
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 545 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (04.11.2010 23:19) [Материал]
Ăмăртăва килнĕ хайлавсене тишкернĕ май çакна пĕлтерес килет: хăшĕ-пĕрин хайлавĕнче фантастика, фэнтези (юмах) сĕмĕ пĕрре те палăрмасть. Эпир вĕсене йышăнăпăр, анчах та вырăн памастпăр. Урхамахĕпе лаши — вăл пĕрре, анчах та ăмăртун тĕп палли, тĕп уйрăмлăхĕ — фантастикăпа фэнтези жанрĕ.
Енчен те кам та пулин хутшăнаканăн анкетине тĕрĕс çырса тултарман пулсан — тӳрлетĕр. Анкетăра пулмалла: автор ячĕ, хăш класра вĕренни (миçе çулти мар!), хăш шкула çӳрени (чăвашла кирлĕ), района палăртни. Çавăн пекех питĕ кирлĕ: карас телефонĕн номерĕ, электронлă адрес, кил адресĕ. Эпир вĕсене таçта салатасран ан хăрăр — вăл информаци сирĕнпе çыхăнма кирлĕ (ыйтусем тухсан). Вĕрентекен пек хутшăнатăр пулсан — вĕрентекен тесе палăртма ан манăр.
5-мĕш класс ачисен хайлавĕсем. Кăçалхи ăмăртура эпир 6-мĕш класран пуçласа йышăнатпăр. 5-мĕш класс ачисен темиçе хайлавне илтĕмĕр те, йышăнтăмăр та — анчах вĕсен 6-8 класс ачисемпе тупăшма тивĕ.
Тепĕр ыйту: текста çырасси. Мĕнле кăна çырмаççĕ пулĕ... http://comissi.chv.su/node/17 - ак çакăнти сарăма (раскладкăна) усă курса çырнă пулсан тем тери тав сăмахĕ каланă пулăттăмар. Times ET Chuv, Arial Chuv Cyr йышши «чăвашла шрифтсемпе» текст çапма эсир хăнăхса çитнĕ пулĕ те, анчах та ку вăл — кивĕ йĕркеллĕ ĕç. Халĕ çĕнĕлле ĕçлеме хăнăхмалла — сарăм лартмалла та ним хуйхăсăр ĕçлемелле. Уйрăмах «чăвашла шрифтсемпе» çапнă май ытти шрифтсене усă курни йывăрлăх парать. Типографика йĕрки пирки каламастăп та ĕнтĕ... Кунта кам мĕнле пултарать — çапла çапать (тире, дефис, пуш паллине ăçта лартасси — йĕрке сахалрах). Офис программисемпе тĕплĕн ĕçлеме пĕлменни те касать курăнать.
Текстсенчи йăнăшсем... Вĕсене тӳрлетмеллех пулнă ĕнтĕ. Йăнăшсем чылай кайнă темиçе хайлав килчĕ. Пирĕн тӳрлетсе лармалла мар ĕнтĕ вĕсене... Вăхăт иртет-çке.
Вырнаçтарман хайлавсем халĕ пайтах. 10-мĕшччен пурне те вырнаçтарса пĕтерме шутлатпăр. Енчен те вăл кун хыççăн хăвăр хайлава тупаймарăр пулсан — пирĕн пата тепĕр хут ярса парăр. Юпан 25-мĕшĕчченех ярса панă пулсан — халех ярăр, вăл пирĕн пата çитмен. Шел те, çыру илни пирки пĕлтерме вăхăт çукрах.
Ĕнентерӳ хучĕсем пирки: кашнине парăпăр. Малти вырăнсене тухнисене — сертификат. Вĕренӳ институчĕ урлă (вĕсем хирĕç пулмасан) салатма палăртатпăр.

Astahar




Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:06:56
Шырав
Кун тăрăм
«  Чÿк 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!