Эрнекун, 19.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çу » 15 » Ÿссен манăн кам пулас? Мерчандайзер! ("Тантăш" хаçатран)
Ÿссен манăн кам пулас? Мерчандайзер! ("Тантăш" хаçатран)
15:00
Нумаях пулмасть шкулта пĕрле вĕреннĕ тантăша тĕл пултăм. Вăл мерчандайзерта ĕçлени пирки пĕлтерчĕ. Çак професси ăна питĕ килĕшет-мĕн. Эпĕ мерчандайзер ĕçĕ пирки тĕлĕнрех каласа пама ыйтрăм. 
– Эпĕ супермаркета пĕлтерÿ тăрăх вырнаçрăм. Мерчандайзер пулма ятарлă пĕлÿ илмелле мар, ĕç вырăнĕнчех вĕрентеççĕ, хăнăхса пынă май. Асăрханă-и, пысăк лавккана кĕрсен тем вăрăмăш коридорта таварсемпе тулли сентресене курсан куç-пуç алчăрса каять. Хăш япалине суйласа илмелине те пĕлместĕн. Мерчандайзер тăрăшнăран хăйне кирлĕ тавара кашниех çăмăллăн тупать.
Касса çывăхĕнчи сентресем çинче вак япаласем – пакетри кофе, чăмлак, тĕрлĕ шоколад тата ытти те куçа астараççĕ. Ирĕксĕрех вĕсем патне алă тăсăлать, илетĕн вара. Çак илĕртмĕшсене кам хурса тултарнă пуль тетĕр; Паллах мерчандайзер.
Ку професси Раççейре чи çĕннисенчен пĕри. Тавар туса хатĕрлекен кирек хăш фирмăн е компанин тĕп тĕллевĕ – ăна ытларах тата хаклăрахпа сутасси, тупăш илесси. Мерчандайзер тимленипех тавар туянакан аллине хăвăртрах çитет. Вăл хăй фирмин япалисене куçа курăнмалла вырнаçтарать, сентресем çине майлаштарса тухать, вăл е ку тавара илме сĕнсе илемлĕ пакет е акци хучĕ çакса хурать. Сутас япала çинчен хакне тата унăн юрăхлăхĕ хăçанччен пулнине кăтартни пуррипе çуккине асăрхаса тăрать.
Мерчандайзер ăста психолог, çын кăмăлне çавăрма пĕлет. Сăмахпа мар, ĕçĕпе. Çавăн пекех вăл ытти фирма таварĕсен хакне асăрхаса тăрать, улшăнусене тÿрех хăй ĕçлекен компанин маркетинг уйрăмне пĕлтерет.
Çавăнпа вара мерчандайзер – фирмăшăн питĕ кирлĕ професси. Ун ĕçне супервайзер тĕрĕслесе тăрать. Вăл вунă е ытларах мерчандайзерпа ĕçлет-мĕн.
– Эпĕ часах хам супервайзер пулатăп е консультант-контролер, – савăнăçне пытармасть хĕр тусăм.

Татьяна РАЕВСКАЯ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 977 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:19:45
Шырав
Кун тăрăм
«  Çу 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!