Ытларикун, 25.07.2017
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Чăвашла сочиненисене интернетра сутăн илмелле тумалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 200
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0

Министр образования России Ольга Васильева анонсировала передачу школ от муниципальных властей региональным. «Когда принималась эта реформа (1990-е годы.— "Ъ"), это был один исторический период, а сейчас совершенно другой исторический период, который требует, естественно,— я позволю себе такой термин произнести — "государственные школы". То есть возвращение школ в государство и выстраивание государственного управления, потому что сейчас школы вне государственной опеки и заботы»,— сказала госпожа Васильева на заседании комитета Государственной думы по образованию и науке.

По ее словам, нынешняя система неэффективна и требует перемен, в частности для укрепления вертикали управления с Минобрнауки во главе. Ольга Васильева отметила, что муниципальное подчинение школ почти не оставляет для министерства прямых рычагов влияния. «Трудно себе представить, что 4 ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 9 | Хăçан хушнă: 06.07.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Фоторепортаж

Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче, ытларикун, Раççей çамрăкĕсен кунĕнче Чăваш Республикин Трак енри (Красноармейски районĕнчи) шкулĕсенчен вĕренсе тухнă 61 каччăпа хĕр йăлана кĕнĕ йĕркепе Красноармейскине сывпуллашу балне пухăнчĕç. Вăл кун тата каçхине çанталăк çамрăксен кăмăлне пăсас темерĕ пулас, янкăр хĕвел пăхрĕ, ăшă çил вĕрчĕ, каçĕ те çăлтăрлăччĕ. 17 сехет иртсен капăр тумланнă хĕрсемпе каччăсем район центрĕнче Тăван çĕршывăн 1941—1945 çулĕсенчи Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă Монумент патне пухăнчĕç. Кашнин çи-пуçĕ куçа йăмăхтарать. — Пирĕн ырă йăла пур, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-вĕрентỹ пайĕн начальникĕ С. Григорьева, — эпир яш-кĕрĕмпе тăтăшах çак сăваплă вырăна пухăнатпăр. Иртнĕ вăрçăра паянхи савăк та çутă пурнăçшăн пирĕн ентешсем те вăй-халне шеллемесĕр кĕрешнĕ, Çĕ ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 8 | Хăçан хушнă: 04.07.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Миçе хут пăхнă: 8 | Хăçан хушнă: 26.06.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Çĕртмен 24-мĕшенче Шупашкарта кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхипе ирттернӗ пӗтӗм тӗнчери олимпиада ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ун пекки кӑҫал пуҫласа пулнӑ. Хальхинче 25 ҫула ҫитмен 350 ытла шкул ачипе студент хутшӑннӑ. Вӗсем — хамӑр тӑрӑхран ҫеҫ мар, республика тулашӗнчен тата чикӗ леш енчен те.

Олимпиадӑна «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» тата «Чӑваш чӗлхин илемӗ» енсемпе йӗркеленӗ.

«Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» енӗпе 51 ача хутшӑннӑ, вӗсенчен пиллӗкӗшӗ — Тутарстанран, пӗри – Пушкӑртстанран, виҫҫӗшӗ — Чӗмпӗр облаҫӗнчен. Ултӑ ҫамрӑк ҫӗнтернӗ: Мария Ядрицова (Йӗпреҫри 2-мӗш шкул); Любовь Сергеева (Куславккари 2-мӗш шкул); Юлия Ярдухина (Шупашкарти 62-мӗш шкул) Ираида Якимова (Тӑвай районӗнчи Курнавӑш); Павел Васиков (Тутарстанри Аксу районӗнчен, Регина Андреева (Вӑрнар районӗнчи Санарпуҫӗнчен).

... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 8 | Хăçан хушнă: 26.06.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Мĕн тума килет çын, этем тени çĕр çине? Малашлăхшăн ĕçлес, тăван халăха усă кÿрес, йăх тымарне çирĕплетсе малала аталантарас, килес ăрусем валли çул уçса парас тесе пурăнма е хăй ырлăхĕшĕн кăна тăрăшас-ĕçлес, ыранхи пирки пуç ватмасăр пурăнма кăна? Темле пулсан та, тăванăмăрсем, ентешĕмĕрсем, кашни çын çак çут тĕнчене усăллă ĕçсем пурнăçлама, телей курма килет тесе шухăшлар.

Вăйсăр-и, мĕскĕн-и мĕн чăвашăм? Çук, паллах. Атăлçи Пăлхар патшалăхне темиçе хутчен çунтарса ярса çĕр пичĕ çинчен çухатасшăн тем пек тăрăшнă тăшмансем. Анчах кĕл çинче те çирĕп тымар яма пултарнă чăваш. Çапла, хĕсĕрленĕ, кам кăна чура тăвасшăн пулман ăна! Вăл вара, тĕрлĕ кÿренÿ-тарăхăва, йывăрлăхсене çĕнтерсе, пурпĕрех ура çинче тытăнса юлнă, авăннă тен, анчах хуçăлман. Паян, акă, чăваша тĕнче пĕлет, хисеплет, унăн ĕçĕ-хĕлне пысăка хурса хаклать.

Чухăн-и, укçа тума пĕлмест-и мĕн чăвашăм? Хăш-пĕр ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 13 | Хăçан хушнă: 22.06.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çимĕк… Çитмĕл те çичĕ курăк, çитмĕл те çичĕ çулçă, çитмĕл те çичĕ тымар уявĕ… Çу Çимĕкрен вăй илет, вăйă-кулă, савăнăç вăхăчĕ пуçланать. «Çимĕкре татнă курăк сиплĕ», «Çимĕк иртсен пахча çимĕçе вăй кĕрет», - тенĕ ваттисем. Çимĕкре кашни çыннах чунĕ çуралнă тăрăхалла туртать. Хăйĕн тăван кĕтесне çулталăкĕпех ура ярса пусман çын та çак кун тĕлне хыпалансах çула тухать.

«Çимĕк кунĕнче çил пулсан тырра тăкать: кăнтăрлаччен пулсан - ыраша, кăнтăр хыççăн пулсан - çур тыррине», - çапла палăртать халăх сăнавĕ. Маншăн вара Çимĕк тесенех Константин Ивановăн «Нарспи» поэминчи сыпăк аса килет: Хĕвел тухнă-тухманах Тĕтĕм кайрĕ ял çине. Куçне уçнă-уçманах Чăваш ларать мунчинче. Çимĕк кунĕ йăлипе Çынсем мунча кĕреççĕ, Те ял çийĕн сарăлакан тĕтĕм шăршине, те мунчине, те тĕрлĕ курăка кăмăлланăран - çак йĕркесене çав тери килĕштеретĕп. Чăвашсем Çимĕкре хĕвел тухнă-тухманах му ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 25 | Хăçан хушнă: 03.06.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Иностранный язык с 2022 года станет обязательным предметом единого госэкзамена, который школьники должны сдавать для получения аттестата. Об этом в рамках заседания Ситуационно-информационного центра (СИЦ) Рособрнадзора сообщила министр образования и науки Ольга Васильева.

«В 2022 году сдача ЕГЭ по иностранному языку станет обязательной. А с 2020 года она пойдет у нас в штатном режиме по нескольким регионам как пилот», — рассказала министр, передает корреспондент РБК.

Васильева также напомнила, что в 2017 году Минобрнауки убрало тестовые части во всех предметах, кроме иностранного языка. «Страна медленно, но верно готовится к ЕГЭ по иностранному языку», — добавила она.

Таким образом, иностранный язык в 2022 году станет четвертым обязательн ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 17 | Хăçан хушнă: 29.05.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Шкулта тăххăрмĕш тата вун пĕрмĕш классенче вĕренекенсемшĕн яваплă кунсем пуçланчĕç - вĕсен патшалăхăн пĕтĕмлетÿллĕ аттестацийĕ витĕр тухмалла. Тăххăрмĕшсен пĕрремĕш экзаменĕ - çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче, вун пĕрмĕшсен çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче пулĕ. Кăçал патшалăх экзаменĕсенче мĕнле çĕнĕлĕхсемпе уйрăмлăхсем пулассине ЧР Вĕрентÿ министерствинче иртнĕ пресс-конференцире сÿтсе яврĕç.

Вĕрентÿ министрĕн çумĕ Алевтина Федорова аттестаци /ППА/ мĕнле иртессипе паллаштарнă май кăçалтан тытăнса тăххăрмĕшсем тытакан тăватă экзаменран кашниех аттестата витĕм кÿрессине пĕлтерчĕ. Ку таранччен пăрăнми икĕ экзамен кăтартăвĕсем кăна асăннă ыйтура вăйра пулнă. Экзаменра «иккĕ» илнисем резерв кунĕсенче тĕрĕслеве çĕнĕрен хутшăнаяççĕ. Икĕ предметпа кăна экзамена çĕнĕрен тытма юрать. Япăх кăтарту шучĕ ытларах пулсан - авăн уйăхĕччен тăхтама тивет. Кăçал тăххăрмĕшсен экзамен пункчĕсен- че те сăнав çирĕпрех пулĕ. Вĕсене тĕрĕслесе кĕртнĕ чу ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 13 | Хăçан хушнă: 24.05.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Миçе хут пăхнă: 29 | Хăçан хушнă: 11.04.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Чăваш хĕрĕ-пики ĕлĕкрен сăпайлă та вăтанчăк пулнă, çав хушăрах маттурлăхĕпе палăрнă. Акă, кăçал та районти Культура çуртĕнче “Трак ен пики” конкурс пулчĕ. Халăх лăк туллиехчĕ унта. Пикесем юрларĕç те, ташларĕç те, видеороликсем те кăтартрĕç. Пурте — маттур. Ольга Илларионова, авă, Красноармейски вăтам шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренет. Илемлĕ, яштака пике. Сакăр пике хушшинче мĕнпе тыткăнларĕ-ха вăл пире? Хамăр ретре 50—60 çулсенчи çынсем лартăмăр. Оля хăйĕн вăтанчăклăхĕпе, сăпайлăхĕпе тата чăн-чăн чăваш чĕлхипе тыткăнларĕ. Вăл “4” тата “5” паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать, тĕрлĕ конкурс-олимпиадăсене хутшăнса Дипломсене тивĕçет. Çавăн пекех “Артек” лагере кайма та путевка çĕнсе илме пултарнă. Ирĕклĕ майпа кĕрешсе 32 медальпе 19 кубок илнĕ. Маттур! Тепĕр самант. Чăваш пикин ташши асра юлчĕ. Оля чăваш кĕввипе илемлĕ те çăмăл хусканупа ташлама тухрĕ — каччи те юнашарах. Халăх вĕсем ташланине тăвăлл ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 75 | Хăçан хушнă: 11.04.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

1 2 3 ... 26 27 »


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:09:25
Шырав
Кун тăрăм
«  Утă 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2017
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!