Вырсарникун, 22.12.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сайта хак парăр

Пурĕ миçе хурав: 145
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Пуш » 4 » АБИТУРИЕНТСЕМ ВАЛЛИ - КОНКУРС
АБИТУРИЕНТСЕМ ВАЛЛИ - КОНКУРС
18:44

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш филологи факультечӗ, М.Я. Сироткин ячӗллӗ чӑваш литература кафедри (студентсен  "Хунав" литпӗрлешӗвӗ,  "Ҫилҫунат" ӑслӑлӑхпа пултару пӗрлешӗвӗ, "Ҫамрӑк журналист" кружок), Чӑваш халӑх академийӗ, чӑваш ачисемпе ҫамрӑкӗсен "Тантӑш" хаҫачӗ Вӗрентекен ҫулталӑкне тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалласа республикӑра тата ун тулашӗнче 11-мӗш класра вӗренекенсене пултарулӑх хайлавӗсен (сочиненисен) ӑмӑртӑвне хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ.

Конкурс тӗллевӗ:

Пулас абитуриентсене пурнӑҫ ҫулне суйласа илме пулӑшасси, тӑван чӗлхене юратакан, сӑмахлӑха, культурӑна лайӑх пӗлекен ҫамрӑксене тупса малалла аталанма ҫул уҫса парасси.

Хайлавсене ҫак темӑсемпе йышанаҫҫӗ:

1."Учитель - ӗнер, паян, ыран". Вӗрентекен ҫул-талӑкне халалланӑ е харкам (хӑйне евӗр) учитель ҫинчен ҫырнӑ илемлӗ тӗрленчӗк (сочинени) пулмалла.

2."Асаттесен паттӑрлӑхӗ - паянхи кун ырлӑхӗ". Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче тӑшмана ҫап-са аркатнӑранпа 65 ҫул ҫит-нине халалланӑ илемлӗ хай-лав (сочинени).

Ӗҫсен калӑпӑшӗ пысӑк пулмалла мар - А4 формат-па 3-4 е тетрадь хучӗпе 6-7 страница таран (компьютерпа пичетлесен те, алӑпа ҫырсан та юрать).

Конкурса хутшӑнаканӑн хушамачӗ, ячӗ, ашшӗ ячӗ, ҫуралнӑ ҫулӗ, районӗ, шкулӗ, ҫыхӑнмалли кӗсье телефрн номерӗ пулмалла. Ертӳҫӗн, консультантӑн тулли ячӗ, ӗҫ вырӑнӗ, должноҫӗ, телефонӗ кирлӗ.

Ӗҫсене 2010 ҫулхи пуш (март) уйӑхӗн 25-мӗшӗччен ҫак адреспа ярса памалла: Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 19 а ҫурт, Чӑваш филологи факультечӗ. Тӗп-лӗнрех 8-902-287-96-50 те-лефонпа шӑнкӑравласа пӗл-ме пулать.

Конкурс пӗтёмлетӗвӗ:

Конкурса хутшӑннисене Чӑваш филологи факультечӗн "Уҫӑ алӑксен кунӗнче" чыслама палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ парнесем кӗтеҫҫӗ. Ӑнӑҫлӑ хайлавсене "Тантӑш" хаҫатра, "Хунав" литпӗрлешӳ альманахӗнче тата чӑваш филологи факультечӗн "Чӑвашлӑх вучахӗ" хаҫатӗнче пичетлӗҫ. Пултаруллӑ ҫамрӑксене чӑваш филологи факультетне вӗренме кӗнӗ чух ҫӑмӑллӑх кӗтет.

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 1072 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:21:14
Шырав
Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!