Шăматкун, 27.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Кăрлач » 1 » Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ 2014 ҫул ячӗпе тата ҫутӑ Раштав уявӗпе саламлани
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ 2014 ҫул ячӗпе тата ҫутӑ Раштав уявӗпе саламлани
13:13
Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Сире Ҫӗнӗ 2014 ҫул ячӗпе тата ҫутӑ Раштав уявӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Иртсе каякан 2013 çул республикăшăн çăмăлах мар, çапах та, пĕтĕмĕшле илсен, ăнăçлă пулчĕ. Пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗрӗн кӑтартӑвӗсем тӗрлӗ шайра пысӑк хака тивӗҫрӗҫ. Эппин мухтанмалӑх пур!
Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтри тӑватӑ предприяти хута кайнӑ, пысӑк тухӑҫлӑ ҫӗршер ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленнӗ. Строительство комплексӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫленине пула республика пӗр ҫын пуҫне пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута ярассипе каллех Атӑлҫи федераци округӗнче малти вырӑна тухрӗ. Пирӗн ҫӗр ӗҫченӗсем хӑйсене шеллемесӗр вӑй хучӗҫ, пӑхса ӳстернӗ тухӑҫа ҫанталӑкӑн ҫӑмӑлах мар условийӗсенче те туллин пухса кӗртме тӑрӑшрӗҫ. Сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программӑна ӑнӑҫлӑн пурнӑҫларӑмӑр. Атăл леш енне газ кĕртес ĕçе "Газпром" АУО 500 миллион ытла укçа-тенкĕ хывать, ҫавна пула унта сывлăха ҫирӗплетмелли учрежденисен сетьне аталантарма питех те лайăх майсем йĕркеленеççĕ.
Пирӗн тӗп пуянлӑх, пирӗн пуласлӑх вӑл – ачасем. Сывӑ та хаваслӑ ачасем вара тулли те ҫирӗп ҫемьесенче кӑна ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ. Чӑваш Енре ҫемьене, ача амӑшӗсене тата ачалӑха пулӑшу парас енӗпе чылай мера пурнӑҫланать. Эпир 11 ҫӗнӗ ача сачӗ турӑмӑр, шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсенче 6,5 пине яхӑн вырӑн йӗркелерӗмӗр, ҫапла майпа ача сачӗсенче 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫула ҫитичченхи ачасен черетне пӗтӗмпех пӗтертӗмӗр.
Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакан мӗн пур ҫыннӑн хастарлӑхне пула республика физкультурăпа спорт сферинче "Раççей регионĕ" номинацире наци премине тивӗҫрӗ. Чăваш Ен 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе Европăн командăсен чемпионатне, 2016 тата 2018 çулсенче вара хăвăрт утас енӗпе Тĕнче кубокне ирттерме ирĕк илчĕ. Тӗнчери ҫав сумлӑ ӑмӑртусем нихҫан манӑҫми пулӑм пулса юласса тата физкультурӑпа спорт аталанӑвне тивӗҫлӗ тӳпе хывасса шанса тӑратӑп.
Хаклӑ туссем!
2014 çула Раççейре Культура çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Чӑваш Ен пуласлӑхӗ культура еткерне, ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ, ӗҫчен халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе мешехисене тивӗҫлипе сыхласа упранинчен килет. Ҫынна пултарулăх тĕлĕшĕнчен ÿсме, ăс-хакăлне аталантарма условисемпе майсем туса хурса,тăнăçлăхпа килĕшӳлӗхе тата пĕр-пĕрне ăнланнине упраса хӑварса кăна эпир малашлӑхалла шанчӑклӑн пӑхма пултаратпӑр.
Сире пурне те ҫирӗп сывлӑх, телейпе юрату сунатӑп! Кашни ҫемьерех, кашни килтех ҫителӗклӗх, ырлӑх тата килĕшӳлӗх хуҫаланччӑр!
Уяв ячӗпе сире! Ҫӗнӗ 2014 ҫул ячӗпе!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М.Игнатьев.
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 1520 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:03:22
Шырав
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!