Эрнекун, 26.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Чăвашла сочиненисене интернетра сутăн илмелле тумалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 205
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Ака » 1 » Экзаменра тĕл пулакан паллăрах йăнăшсем-1
Экзаменра тĕл пулакан паллăрах йăнăшсем-1
18:05

Чăваш шкулĕн 9-мĕш класне пĕтерекенсем кăçалхипе тăван чĕлхепе çĕнĕлле экзамен виççĕмĕш хут тытаççĕ. Иртнĕ тĕрĕслевре ачасем пĕлÿ шайĕ çирĕп пулнине кăтартрĕç. Çакă, паллах, çитменлĕхсем çук тенине пĕлтермест. Вĕренмелли, ĕçлемелли тата та пур. Тăван чĕлхепе калаçакан йыш малашне ÿссе пытăр , шкул пĕтернĕ çамрăк тĕрĕс калаçма, çырма пултартăр, экзамен пахалăхĕ çулсерен ÿссе пытар тесен хальхи йăнăшсене пĕлес пулать.

 Ҫӗнӗ йӗркепе тытакан экзамен икӗ пысӑк пайран тӑрать: пӗри - тест ыйтӑвӗсене хуравласси, тепри - изложенипе сочинени хайласси.

Тест ыйтӑвӗсене илсен чи йывӑррисен шутне çаксене кӗртмелле: стиле палӑртасси тата сӑмах тытӑмне тишкересси. 2009 ҫулта икӗ текстра та ӗҫ темине тапратнӑччӗ. Хветӗр Акивер хайлавӗ илемлӗх стилӗпе ҫырнӑскерччӗ, Илпек Микулайӗн - публицистика. Нумай ача Илпек Микулайӑн публицистикине асӑрхаман, текста илемлӗх стилӗпе ҫырнӑ тенӗ. Тӗрӗссипе, халӑх писателӗ ӗҫе хӑнӑхас ыйту обществӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ иккенне ӗнентерсе, наян ҫынсемшӗн пӑшӑрханса ҫырать. Сӑмах тытӑмне тишкернӗ чухне чылайӑшӗ сӑмах тӑвакан аффикспа форма тӑваканнине пӗр-пӗринчен уйӑрайман.

Изложенипе сочиненисенчи йӑнӑшсене 6 ушкӑна уйӑрма пулать: содержани, грамматика йӑнӑшӗсем, пуплев, шухӑш кӑлтӑкӗсем, орфографипе пунктуаци ҫитменлӗхӗсем.

Содержани йӑнӑшӗсем ку е вӑл текстра мӗн ҫинчен ҫырнине е литература аталанӑвне пӗлменнипе ҫыхӑннӑ. Акӑ пирвайхи экзаменра Чалтун Йӑванне Чӗмпӗр шкулӗн старости тесе ӑнланнисем пурччӗ. Хӑшӗ-пӗри Нарспие Тӑхтаман ҫакса вӗлернӗ тенӗччӗ. Пӗрисен шухӑшӗпе, Тӑхтаман ӗҫлемен, ӗҫке ярӑннӑ ҫын иккен, ҫавӑнпа килӗнчен мӗн те пулин вӑрттӑн илсе туха-туха сутнӑ. Изложени текстӗнче мӑнукӗпе асламӑшӗ ӗҫ пӗлтерӗшӗ ҫинчен калаҫнӑ чухне чӑр-р! пӑхаканни - асламӑшӗ, вӗренекенсем вара пачах хирӗҫле ӑнланнӑ. Чӑваш халӑхӗ ваттисен сӑмахӗсене ятарласа ҫырса пынӑ текенсем те, Акиверпе Уяр писательсене пӑтраштарнӑ тӗслӗхсем те пур.

Грамматика йӑнӑшӗсем ытларах вырӑс чӗлхин витӗмӗпе пулаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхин грамматика формисене пӗр-пӗринпе пӑтраштарни те пур.

Вырӑс чӗлхи вӑйӗпе пулакан йӑнӑшран чылайӑшӗ нумайлӑха палӑртассипе ҫыхӑннӑ. Акӑ куҫ, алӑ, ура йышши япала ячӗсене нумайлӑ хисепре ҫырнӑ тӗс-лӗхсем: Константин Ивановӑн пысӑк куҫӗсем тӗлӗнмелле ҫиҫсе илчӗҫ. Танлаштарӑр: Константин Ивановӑн икӗ пысӑк куҫӗ тӗлӗнмелле ҫиҫсе илчӗ. Вырӑссем, чӑнах та, большие глаза теҫҫӗ.

Абстракци пӗлтерӗшлӗ сӑмахсене пӗрреллӗ хисепре калас вырӑнне нумайлӑ хисепе лартни тӗл пулать: Ман асаттепе К.Иванов расна саманасенче пурӑннӑ. Нарспипе Сетнер усал тӗнсене хирӗҫ пулнӑ. К.Ивановӑн пысӑк пӑ-тӑрмахсенче пулса курма тивнӗ. Ашшӗ-амӑшӗпе хӗрӗн вилӗмӗсем пӳкле пулчӗҫ. Эпӗ йывӑрлӑхсенче алла усса лармалла мар пуль тесе шухӑшлатӑп. Гоиша шухӑшӗсемпе, выртмалла та яшка ҫимелле. Чӑваш чӗлхин грамматики тӑрӑх расна саманара пурӑннӑ, усал тӗне хирӗҫ пулнӑ, пысӑк пӑтӑрмахра (темиҫе хут та) пулса курма тивнӗ, ашшӗ-амӑшӗпе хӗрӗн вилӗмӗ пӳкле пулчӗ темелле.

Ҫакӑнтах мӑшӑр сӑмахсене нумайлӑ хисепре каланине те кӗртмелле: Сӑваплӑ йӑла-йӗркесене манма тытӑнтӑмӑр пулмалла. Пирӗн ачасем сӗтел-пукансем те тӑваҫҫӗ. Эрехе пула кил-ҫуртсем ҫунса каяҫҫӗ. Чӑн чӑвашла сӑваплӑ йӑла-йӗркене манма тытӑнтӑмӑр, сӗтел-пукан тӑваҫҫӗ, кил-ҫурт ҫунса каять тени тӗрӗс.

Хӑшӗ-пӗри нумайлӑх пӗлтерӗшне ӑнлантаракан сӑмах пур ҫинчех япала ятне те нумайлӑ хисепре калама пӑхать: Тӗрлӗ чӗр чунсене упрас тӗллевпе тунӑ заповедниксем сахал мар. Ӗҫ ҫинчен нумай писательсемпе поэтсем ҫырнӑ. Асанне нумай грамотӑсемпе медальсем илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Пӗтӗм ҫынсене ӗҫ пӗрлештерсе тӑрать. Вырӑссем разные животные, многие писатели и поэты, много грамот и медалей, все люди теҫҫӗ. Пирӗн тӗрлӗ чун чун, нумай писательпе поэт, нумай грамотӑпа медаль, пӗтӗм ҫын темелле.

Логика енне пӑхса нумайлӑ хисеп форминче калас йӗрке сказуемӑй ҫине те куҫма пултарать: Пирӗн ялта темиҫе ҫемье ҫӗр улми ани ҫинчи ҫум курӑкне ҫумламаҫҫӗ. Танлаштарӑр: Темиҫе ҫемье ҫумламасть. Сказуемӑй пӗрреллӗ хисепре пулма тивӗҫлӗ.

Ҫав вӑхӑтрах нумайлӑх пӗлтерӗшлӗ нумай, чылай, пайтах йышши сӑмахсен 3-мӗш сӑпат йышӑннӑ формисене пӑхӑнтаракан сказуемӑйсене нумайлӑ хисепре калани те тӗрӗс мар: Чылайӑшӗ Нарспие ӑнланмаҫҫӗ. Нумайӑшӗ аслисене итлемеҫҫӗ. Чӑвашла чылайӑшӗ ӑнланмасть, нумайӑшӗ итлемест теме тивӗҫлӗ.

Вырӑссен тысячи людей, сотни добровольцев йышши сӑмах майлашӑвӗсенчи хисеп ячӗсен нумайлӑх формине чӑвашла -шар(-шер) аффикспа кӑтартакансем пур: Ку поэмӑна вуншар-вуншар чӗлхене куçарӗҫ-ха. Шкул автобусӗ халь ҫӗршер ачана кирлӗ ҫӗре ҫитерет. Ӑста тракторист ҫӗршер гектар ҫӗре сухалама пултарать. Тӗрӗс калас е ҫырас пулсан вун-вун чӗлхе, ҫӗр-ҫӗр ача, ҫӗр-ҫӗр гектар темелле.

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 1385 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:13:49
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!