Шăматкун, 27.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сайта хак парăр

Пурĕ миçе хурав: 145
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Ака » 16 » Экзаменра тĕл пулакан паллăрах йăнăшсем. Вĕçĕ
Экзаменра тĕл пулакан паллăрах йăнăшсем. Вĕçĕ
07:38
Правило ирӗкӗпе ачасем ар ҫын сӑмах майлашӑвне пӗрле, мӑшӑр сӑмах пулнине пӑхмасӑр ҫӗршыв (пӗрле) ҫырни тӗл пулать. Ар ҫын сӑмах майлашӑвӗн орфографийӗ каччӑ ҫын, хӗр ҫын сӑмах майлашӑвӗсенни пекех пулма тивӗҫлӗ. Ҫӗр-шыв (дефиспа) ҫырни тӗрӗсрех, мӗншӗн тесен ку сӑмахӑн икӗ пайӗ те аффикс йышӑннӑ чухне ҫав-ҫавах дефиспа ҫыратпӑр: ҫӗрӗм-шывӑм, ҫӗрӗ-шывӗ, ҫӗрне-шывне. Пурпӗр (пӗрле) ҫырни йӑнӑш мар паллах, çапах та уйрӑм ҫырни тӗрӗсрех. Танлаштарӑр, пурте пӗр.
Улттӑмӗшӗ. Пулӑшу сӑмахӗсене пӗр-пӗринпе тата ытти сӑмахсемпе пӑтраштарнӑран тӑк (тӗк) союза дефиспа, пек, чухне хыҫ сӑмахсемпе -ха, та татӑксене пӗрле, тем местоимени, яр тата шӗл евӗрлев сӑмахӗсем хыҫҫӑн дефис лартса ҫырнине курма пулать. Тӗслӗхсем: ӗҫ пӗтет-тӗк канма пулать. - Ӗҫ пӗтет тӗк канма пулать. Пурнӑҫра вара унпек мар. - Пурнӑҫра вара ун пек мар. Хӑшчухне ҫухалса каятӑп. - Хӑш чухне ҫухалса каятӑп. Калаха, асанне. - Кала-ха, асанне. Ӗҫлемесӗр нимӗнте пулмасть. - Ӗҫлемесӗр нимӗн те пулмасть. Тем тепӗр курма, тем-тӗрлӗ ӗҫ тума тивет. - Тем те пӗр курма, тем тӗрлӗ ӗҫ тума тивет. Ӗҫле-месен шкулта, машината пулмастчӗ. -Ӗҫлемесен шкул та, машина та пулмастчӗ. Алӑкӗ яр-уçӑ. - Алӑкӗ яр уҫӑ. Куҫӗ шӗл-кӑвар пек ҫунать. - Куҫӗ шӗл кӑвар пек ҫунать. Правило тӑрӑх, тӑк (тӗк) союза та, тӑк (тӗк) татӑка та уйрӑм ҫырмалла. -Ха татӑка орфографи енчен -ах аффикспа пӗр рете лартма ҫук. Ҫитменнине, -ах аффикс предложенин кирек хӑш членӗ ҫумне те хушӑнма пултарать - -ха татӑк яланах сказуемӑй ҫумӗнче тӑрать: Сун Бон ҫӗрӗ-сӗрӗпех каласа паратчӗ (А.Арт.). Залра куракансем туллиех (Ю.Скв.). Кинемей, мӗнле пурӑнатӑн-ха? (ЕЛис.)
Ҫиччӗмӗшӗ. Пахча ҫимӗҫ(ӗ) сӑмах майлашӑвне апат-ҫимӗҫ сӑмахран уйӑрайман ачасем пур иккен - пахча-ҫимӗҫ (де-фиспа) ҫырни тӗл пулать.
Саккӑрмӗшӗ. Тӗлӗнмелле те, хӑш-пӗр ача сӑмаха ун морфема тытӑмне е сыпӑкӗсене кура таткалама пӑхать: ӗҫ сӗр (ӗҫсӗр), тӑван лашрӑн (тӑванлашрӑн), килӗш-тернӗ (килӗштернӗ), ту-йӑнать (туй-ӑнать). Кун пек йӑнӑшсем ачан пӗлӳ ҫителӗксӗр иккенне кӑтартаҫҫӗ.
Пунктуаци йӑнӑшӗсем кашни правилӑпах пур. Йышӗпе хӑшӗ нумайрах, хӑшӗсем сахалрах пулнине те татса калама йывӑр, ҫапах кашни правилӑна аса илсе хӑнӑхтарусем тума тӑрӑшмалла.
Ҫапла вара, чӑваш чӗлхине ятарласа 9 ҫул вӗреннӗ ачасен ӗҫӗсенче тӗрлӗ йыш-ши йӑнӑш тӗл пулать. Вӗсем, тӗпрен ил-сен, калаҫу тата вырӑс чӗлхи витӗмӗнчен килеҫҫӗ. Пуплев йӑнӑшӗсене пӗтерес те-сен хамӑр классиксен хайлавӗсене, чӑваш халӑх сӑмахлӑхне вуламалла, вырӑнти калаҫу уйрӑмлӑхӗсене тӗпчемелле, сло-варьсемпе усӑ курмалла. Ҫак майпа лите-ратура чӗлхине лайӑхрах ӑнкарса илме, вӑл ял калаҫӑвӗнчен мӗн енчен уйрӑлса тӑнине пӗлме пулать. Вырӑс чӗлхи витӗмӗпе ытларах чухне грамматика тата орфографи йанӑшӗсем юлаҫҫӗ. Вӗсене тӑвас мар тесен питӗ тимлӗ пулмалла, калаҫупа ҫырӑва асӑрхасах тӑмалла.
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 1091 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:07:16
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!