2010 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче тата çĕртмен 19-мĕшĕнче Шупашкар хулин Г.С. Лебедев ячĕллĕ интернат лицейĕ Чăваш Республикинчи шкулсенче 4-мĕш класра вĕренекенсемпе математика тата музыка ăнкарăвĕ (музыка профилĕ), 7, 8, 9-мĕш классенче вĕренекенсемпе чăваш чĕлхипе литератури тата вырăс чĕлхи (чăваш чĕлхипе пултарулăх профилĕ), биологипе математика (химипе биологи профилĕ), физикăпа математика (физикăпа математика профилĕ) олимпиади ирттерет. Çавăн пекех 6-7-мĕш классене (музыка профилĕ), 9, 10-мĕш классене (профильне хăвăр суйлатăр) вĕренме илеççĕ. Вĕсем валли те олимпиадăсем пĕр вăхăтра иртеççĕ. Олимпиадăна хутшăнакансен лицея 9 сехет тĕлне çитмелле. Предметсен олимпиади 10 сехетре пуçланать. Олимпиадăра çĕнтернисене тата палăрнисене 14.00 сехетре чыслаççĕ. Адрес: Шупашкар хули, Граждан урамĕ, 54 çурт. Лицея 11, 17-мĕш троллейбуссемпе "Яноушек урамĕ” чарăнăва çитмелле. Ыйтса пĕлмелли телефон: 31-54-61.
Çыпăçтарнисем: |