Эрнекун, 26.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Пуш » 4 » МĔН ТУМАЛЛА? ("ТАНТĂШ" ХАÇАТРАН)
МĔН ТУМАЛЛА? ("ТАНТĂШ" ХАÇАТРАН)
18:26

Ӗнтӗ виҫҫӗмӗш эрне никампа та калаҫмастӑп. Кӑмӑлӑм ҫук. Тӗрӗссипе, ӑна чи юратнӑ ҫыннӑм Валера пӑсса хучӗ.

Пӗр кунхине ир-ирех такамран СМС илтӗм. "Ҫын савнийӗпе телейлӗ пулатӑп терӗн-ши? Ан ман, ҫын куҫҫулӗ ҫӗре ӳкместех", - тенӗ унта. Ним те ӑнланмарӑм. Ара, эпӗ камӑн каччине туртса илнӗ вара? Валерӑпа тӑваттӑмӗш ҫул пӗр хирӗҫмесӗр ҫӳретпӗр те, ӑна нихӑҫан та урӑххипе ылмаштарман. Такампа пӑтраштараҫҫӗ тесе ун чухне хама хам лӑплантартӑм-ха.

Тепӗр кунне каллех ҫавнашкал ҫыру илтӗм, кайран татах... Шӑп ҫак кунхине ман пата Валера килчӗ. Сумкине тенкел ҫине лартрӗ те: "Ҫӑкӑр илме маннӑ", - тесе хыпаланса тухса кайрӗ. Ак унӑн телефонӗ шӑнкӑртатрӗ. Чӑтаймарӑм, ярса тытрӑм ӑна. Турӑҫӑм! Валера патне мана СМС яракан номер шӑнкӑравлать...

Кайран Валера кӗрсен телефонри СМС-сене кӑтартрӑм та: "Ҫаксем мӗне пӗлтереҫҫӗ?" - терӗм куҫран пӑхса. Вӑл пуҫне усрӗ те диван ҫине ларчӗ. "Санпа паллашиччен Гальӑпа ҫӳренӗ эпӗ. Кайран пӗрремӗш хут сана курсан ҫывӑрайми пултӑм. Ӗнтӗ Галя пирки йӑлтах мантӑм, пӗр эсӗ ҫеҫ интереслентерме тытӑнтӑн. Манӑн никам та ҫук тесе суйрӑм ун чухне. Каҫар...", - терӗ шӑппӑн.

"Пӗлетӗн-и, халӗ айӑпли эсӗ мар, эпӗ пулса тухрӑм-ҫке!" - сассӑма хӑпартсах кӑшкӑртӑм Валера ҫине. Вара ӑна тухса кайма тархасларӑм.

Эх, епле юратса ҫӳрерӗмӗр эпир Валерӑпа! Галя вара кашни кун куҫҫуль юхтарса пурӑннӑ. Ара, вӑл та Валерӑна ҫав тери юратнӑ-ҫке. Пӗлнӗ пулсан-и, ҫак илемлӗ йӗкӗтпе туслашас та ҫукчӗ. Халӗ мӗн тумалла? Пӗлместӗп. Валерӑна Гальӑна памалла е каллех хамӑн тӗл пулма тытӑнмалла?

Вероника. ЧР, Тӑвай районӗ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 858 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:11:25
Шырав
Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!