Шăматкун, 27.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Авăн » 7 » Параолимпиадăри эстафетăра - пĕрремĕш. Елена Ивановăн - иккĕмĕш «ылтăн»
Параолимпиадăри эстафетăра - пĕрремĕш. Елена Ивановăн - иккĕмĕш «ылтăн»
19:32
Лондонри XIV Паралимп вăййисенче Чăваш Ен спортсменки Елена Иванова эстафета чупса /4х100 метра/ «ылтăн» çĕнсе илнĕ. Аса илтеретпĕр: ку унăн Паралимпиадăри иккĕмĕш ылтăн медаль. 200 метра чупассипе те вăл финиша пĕрремĕш çитнĕччĕ.
Çивĕч кĕрешÿре Раççей хĕрĕсене - Анастасия Овсянниковăна, Светлана Сергеевăна, Елена Ивановăна тата Маргарита Гончаровăна çитекенни пулман. Вĕсен кăтартăвĕ - 54,86 çеккунт. Китаянкăсем - иккĕмĕш вырăнта /55,65/. Аслă Британи хĕрĕсен - «бронза» /56,08/. Палăртмалла: Раççей спортсменкисен эстафета команди кăçал Европа чемпионатĕнче те чи лайăххи пулнă.
Раççейĕн пĕрлештернĕ команди виççĕмĕш вырăна хăпарнă /23-22-17/. Аслă Британи команди - иккĕмĕш /23-30-26/. Китаецсем малти вырăнта /53-39-40/. Наградăсен хисепĕпе те Китайăн пĕрлештернĕ командине çитекенни çук /132/. Аслă Британи пухмачĕнче - 79, Раççейĕн 62 медаль.
Çуллахи Паралимп вăййисене Чăваш Ен спортсменĕсем иккĕмĕш хут кăна хутшăнаççĕ. 2008 çулта Пекинра Шупашкар хĕрĕ Юлия Линевич ăмăртнă. Шел, ăна пьедестал çине хăпарма пÿрмен. Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕн Валерий Васильевăн вĕренекенĕ Елена Иванова ылтăн икĕ медальпе Паралимпиада историне кĕчĕ. Специалистсен шухăшĕпе - Ленăшăн ăнăçу вĕçленмен-ха. 100 метра чупассипе те вăл вăйлисен йышĕнче. Старт - авăнăн 8-мĕшĕнче. 13.18 - пирвайхи чупу, 22.06 - финал.
«Пĕлетĕп, Чăваш Ен мана шанать. Уншăн пурне те тав. Валерий Васильевпа Николай Романов тренерсене уйрăмах тав сăмахĕ калас килет. Эпĕ хальлĕхе мĕн пулса иртнине ăнланаймарăм-ха, çапах та пĕлетĕп, лăпланма иртерех. Умра - манăн юратнă дистанци, 100 метра чупасси», - тенĕ Елена ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министерствине янă электрон çырура.
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 506 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:00:16
Шырав
Кун тăрăм
«  Авăн 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!