Эрнекун, 26.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Чăвашла сочиненисене интернетра сутăн илмелле тумалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 205
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Çĕртме » 27 » Шкултан вĕренсе тухакансене пил пани
Шкултан вĕренсе тухакансене пил пани
05:52

Юратнă ачамăрсем! Шкултан вĕренсе тухакансем!

     Авалтан килекен йăлапа эпĕ паян сире шкулпа сывпуллашнă ятпа, аслă çул çине тăнă ятпа пил парасшăн. (Пуç тайни).

1. Яланах ăспа-тăнпа çÿрĕр. Çут çанталăк панă ăс-хакăла кунсерен çивĕчлетсе пырăр. Малалла вĕренсе  хăвăр кăмăлласа суйласа илнĕ ĕçе алла илĕр.
2. Ĕç вăл – пурнăç тыткăчи. Ĕçчен пулăр. Пĕчĕк ĕçе те юратса тăвăр. Эсир тăвакан кирек мĕнле ĕç те сире савăнтарса тăтăр. Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ пултăр.
3. Сăпайлă та сапăр пулăр. Тăван-пĕтенпе, тус-юлташпа, пĕлĕш-тантăшпа яланах ăшпиллĕ пулăр.
4. Усал ĕç сиртен аякра тăтăр. Халăх хушшинче ырă ĕçпе, ырă шухăшпа, ырă чунпа палăрса тăрăр.
5.Атте-аннерен сăвапли те,  хакли те çук. Пур кăмăлтан хисеплĕр вĕсене. Атте-аннесен, асатте-асаннесен пархатарлă Чăваш çĕрне-шывне упраса пурăнăр.
6. Хăвăра ырă тунă çынсене нихăçан та ан манăр. Тăван шкула, куллен юнашар тăрса ăс-тăн панă вĕрентекенсене яланах асра тытăр.
7. Сирĕн умра çĕр тĕрлĕ çул. Тĕрĕс çул суйласа илĕр. Такăр та телейлĕ, ырă та ăраскаллă çул пултăр сире. 

     Юратнă ачамăрсем! Çакă пил сăмахĕсене чун тĕпĕнче упрăр, çĕр-шывăмăрăн паттăр та мухтавлă ывăл-хĕрĕсем пулăр. Тайма пуçăм сире! (Пуç тайни). Тавах!

Аксар Чунтупай

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 756 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:23:16
Шырав
Кун тăрăм
«  Çĕртме 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!