Эрнекун, 26.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Утă » 23 » Шыва кĕнĕ чух асăрхануллă пулар
Шыва кĕнĕ чух асăрхануллă пулар
16:02
ÇУЛЛА чылайăшĕ шыв хĕрринче канма кăмăллать. Анчах, шел те, асăрхануллă пулмаллине кашниех шута илмест. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх 2010 çулта шыва кĕмелли тапхăрта республикăра 149 çын путса вилнĕ. Çав шутра хамăр районта та пысăк инкек пулчĕ.
Шыв хĕрринче хăрушсăрлăх йĕркине кашнийĕнех пĕлмелле кăна мар, çирĕп пăхăнмалла. Путнин сăлтавĕсем – ятарлă вырăнта шыва кĕменни, ÿсĕр пулни, вăй-хала тĕрĕс хакламанни. Статистика ишме пĕлекен çитĕннĕ çынсем ытларах путнине палăртать. Ачасем вара аслисем кирлĕ пек асăрхаса тăманнипе инкеке лекеççĕ. 
Шывра шăнса шăнăр туртнине пула путни те час-часах тĕл пулать. 17-19 градус ăшă шывра 10-15 минутран ытла пулма юрамасть. Ывăнсан çурăм çине выртса канмалла, кĕлеткене шыв çинче ал-урана майĕпен хускаткаласа тытса тăмалла. Чи лайăх сыхлăх меслечĕ – инçене ишмелле мар. Кану чăн та киленÿ кÿтĕр тесен мĕнле йĕркесене пăхăнни пĕлтерĕшлĕ-ха; 
Ирĕк панă, ятарласа хатĕрленĕ вырăнта кăна шыва кĕмелле. Чăнкă çыранлă пĕвесенче, юхан шывсенче, шыв уçласа илекен вырăнта, шлюзсен, кĕперсен, ытти гидротехника сооруженийĕн çывăхĕнче шыва кĕме юрамасть. 
Хĕвел çинче нумай вăхăт пулнă хыççăн шыва тăрук кĕме е чăмма юрамасть. Ăшăра перифери юн тымарĕсем сарăлаççĕ. Сивĕ шывра мышцăсем самантрах хутланаççĕ те сывлăш пÿлĕннипе антăхса кайма пулать. Хĕвел хĕртме пăрахсан ир е каç енне кĕрсен лайăхрах. Апат çинĕ хыççăн е ывăнсан та тăхтаса тăмалла. 
Пĕлмен вырăнта чăмни пурнăçшăн хăрушă, пуçпа шыв тĕпне тăрăнма, мăй сыпписене хуçма, тăн çухатса вилме пулать. Тăрă, тĕпĕ яка, тарăн шыва кăна чăмма юрать. 
Шыври курăксем ал-урана, кĕлеткесене çакланса ишме чăрмантарсан тĕлли-паллисĕр хусканусем тумалла мар, çурăм çине выртса çемçе, лăпкă хусканусемпе таса çĕре ишсе каймалла. Кун пек те май килмесен урасене кĕлетке çумнелле туртса ÿсен-тăранран алăсемпе пулăшса хăтăлма тăрăшмалла. 
Шыва кĕнĕ чухне питĕ тимлĕ пулмалла, пĕр-пĕрне выляса та "путарма" юрамасть. 
Ачасене шыв хĕрне пĕччен ан ярăр. 16 çула çитменнисене хăйсем тĕллĕн кĕсменлĕ кимĕпе ярăнма та ирĕк памаççĕ. 
Инкек, йывăр лару-тăру пирки Пĕрлехи диспетчер службине "112" телефонпа пĕлтермелле. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн (8352) 39-99-99 шанчăк телефонĕпе хăвăра кăсăклантаракан ыйтусемпе шăнкăравлама пултаратăр.

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 742 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:03:24
Шырав
Кун тăрăм
«  Утă 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!