Шăматкун, 27.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 18 » "Трак ен - 75 çулта" инçет олимпиада вĕçленчĕ
"Трак ен - 75 çулта" инçет олимпиада вĕçленчĕ
20:34
Кăрлачăн 15-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 14-мĕшĕччен Красноармейски 2-мĕш шкулĕн интернет сайчĕ урлă Красноармейски районĕ - Трак ен тăрăхĕ 75 çул тултарнине халалласа тăван ен историйĕпе культурин инçет олимпиади иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕ тата ертсе пыраканĕ Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен В.М.Михайлов пулчĕ. Олимпиадăна пĕтĕмпе 61 ача хутшăнчĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнчен. Çак шкултан пурĕ 33 ача хутшăнма кăмăл тунă. Упи шкулĕнчен 15 ача, Именкасси шкулĕнчен – 5, Мăн Шетмĕ шкулĕнчен – 4, Чатукасси шкулĕнчен – 1, Шывпуç шкулĕнчен – 1. Çакă савăнтарать: олимпиадăна район тулашĕнчи шкул ачисем те хутшăннă. Вĕсем – Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ пуçламăш шкулĕн вĕренекенĕсем. Çак ырă ĕçе хăнăхтараканни – пирĕн район хĕрĕ Ефимова Светлана Георгиевна (Георгий Тусли журналист çемйинчен вăл.)

Çĕнтерÿçĕ ятне 50 балран 49 балл пухса 23 вĕренекен çĕнсе илме пултарчĕ. Иккĕмĕш вырăна 48 балл пухса 1 ача тухрĕ, виççĕмĕш вырăна вара 6 ача тивĕçрĕ. Çĕнтерÿçĕсенчен 15-шĕ Упи шкулĕнчен (вĕрентекенĕ - Васильева В.В.), 8-шĕ – Красноармейски 2-мĕш шкулĕнчен (вĕрентекенĕ - Михайлова З.П.). Иккĕмĕш-виççĕмĕш вырăна тухнисем Красноармейски 2-мĕш (вĕрентекенĕсем - Михайлова З.П. тата Михайлов В.М.), Именкасси (вĕрентекенĕ - Ильина В.П.), Шывпуç (вĕрентекенĕ - Владимирова Л.А.) шкулĕсенчен пулчĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе малти вырăна йышăннисем олимпиадăн ятарлă Дипломне тата парнине тивĕçрĕç. Ăмăртура тупăшса 30 балран кая мар пухнисем вара олимпиадăн электронлă сертификатне илме тивĕç пулчĕç. Дипломсене тата сертификатсене çитес вăхăтрах интернет урлă олимпиадăна хутшăннисен электрон ещĕкне ярса парĕç.

Шел пулин те, Алманч, Трак чăвашла-нимĕçле гимнази, Пикшик, Карай, Еншик Чуллă, Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕсенчен хутшăнакансем пулмарĕç. Ирĕксĕрех çакăн пек шухăш çуралать: çак шкулсенчи ачасем хăйсем çуралса ÿснĕ тăван Трак ен тăрăхĕн историйĕпе культурине пĕлесшĕн çунмаççĕ-ши е ачасене вĕрентекенсем хутшăнмашкăн явăçтарма тăрăшман-ши?
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 576 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:00:27
Шырав
Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!