Эрнекун, 26.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Раштав » 12
Чăваш филологийĕпе культура факультечĕ 10-11-мĕш классенче вĕренекенсем валли «Сенкер инçет» («Голубой горизонт») олимпиада ирттерет:
- Тăван ен культури;
- Чăваш чĕлхипе литератури (чăваш шкулĕсем);
- Чăваш чĕлхипе литератури (вырăс шкулĕсем).

Олимпиада икĕ тапхăрпа иртет :
I тапхăр (куçăн мар) — раштавăн 15–22-мĕш кунĕсенче (тĕнче тетелĕнче);
II тапхăр (куçăн) — нарăс уйăхĕнче (чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче).

Олимпиада йĕркипе тĕплĕнрех çывăх вăхăтра асăннă факультет сайтĕнче паллашма май пулĕ.
Миçе хут пăхнă: 539 | Хăçан хушнă: 12.12.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Чăваш филологийĕпе культура факультечĕ Я.Г. Ухсай 100 çул тултарнине халалласа республикăри тата тулай чăваш шкулĕсенче вĕренекенсем валли ятарласа «Юратрăм эп, хирсем, сире …» темăпа çырнă сочинени конкурсне ирттерчĕ. Чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче шкул ачисен ĕçĕсене сумлă жюри членĕсем хакларĕç. Вĕсем ялти шкулсем те, хулари шкулсем те конкурса хастар хутшăннине, сочиненисем тивĕçлĕ шайра пулнине палăртрĕç. Результатсем çакăн пек пулчĕç.

«Ухсай Яккăвĕн пултарулăхĕн тĕпчевçисем» номинаци

1-мĕш вырăн – Никитина Наталья (Красноармейски районĕнчи Тракри вăтам шкул)
2-мĕш вырăн – Михайлова Лилия (Красноармейски районĕнчи Пикшикри вăтам шкул), Иванова Татьяна (Тăвай районĕнчи Йăнтăрчри вăтам шкул)
3-мĕш вырăн – Ильина Людмила (Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси вăтам шкул), Павлов Валера (Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Кипекри вăтам шкул)

«Çут çанталăк илемĕ – пирĕн чунра» номинаци

1-мĕш вырăн – Данилова Ва ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 765 | Хăçан хушнă: 12.12.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:03:09
Шырав
Кун тăрăм
«  Раштав 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!