Эрнекун, 26.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Чăвашла сочиненисене интернетра сутăн илмелле тумалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 205
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Утă » 4 » Чунçӳрев-2010 çула тухрĕ (онлайн сăнама май пур)
Чунçӳрев-2010 çула тухрĕ (онлайн сăнама май пур)
10:21
Паян, утăн 4-мĕшĕнче, Чунçӳрев-2010 черетлĕ 21-мĕш çулçӳреве тухрĕ. 
Чунçӳревпе кăсăкланакансем унти ĕçсем епле пынипе, çулçӳревçĕсем халĕ ăçта çитнине КУНТА пĕлме пултараççĕ. Ятарлă сайтри кун кĕнеки çулçӳрев вăхăтĕнчех тулса пырĕ — çула тухайманнисем хăйсене вĕсемпе пĕрле пулнă пек туйса илейреççĕ.
Чунҫӳреве 1990 ҫулта Олег Михайлович Цыпленкова Чӑваш комсомол обкомӗн секретарьне лартнӑ хыҫҫӑн йӗркеленӗ.
Чи малтанах ҫулҫӳреве Чӑваш Республикинче пурăнакансем ҫеҫ хутшӑннӑ, 1991 ҫулта вара чунҫӳреве республика тулашӗнчи чăвашсене те илсе кайнӑ — пурӗ 5 ПАЗ автобуспа ҫула тухнӑ. Пӗрремӗш ҫул Пӑлхара ҫеҫ кайнӑ пулсан, иккĕмĕшĕнче ҫулҫӳрев маршрутне Сӑвар хушӑннӑ. Ҫапла майӗпен ҫул вӑрӑмланнӑ, ҫӗнӗ вырӑнсемпе пуянланнӑ. Хальхи вӑхӑтра чунҫӳревçĕсем Пушкӑрта ҫитиех каяççĕ.
Чунҫӳрев маршручӗ чӑн та интереслӗ. Чӗмпӗр, Пӑлхар, Сӑвар хулисемсӗр пуҫне чӑваш ҫыравҫисен, ӳнерҫисен, тӗпчевҫисен вил тӑприсем ҫине кӗрсе тухаççĕ: Митта Ваҫлейне, Г. Айхине, Анатолий Миттова, Константин Иванова, Николай Ашмарина пуҫ таяççĕ.

2010-мĕш çулхи çулçӳрев тĕллевĕсем:
▪ чӑваш ҫамрӑкӗсене халӑх историйӗпе тата тымарӗсемпе паллаштарасси;
▪ чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӳне кӗртесси (пӗрлешӗве кӗрес тесен чӑвашла ят йышӑнмалла /Пӳлерте/);
▪ Валем Хуҫа ҫӑлкуҫӗ патӗнче вырнаҫнӑ юпа патӗнче тупа туса чӑвашла ят йышӑнасси;
▪ аякри чӑвашсене концертпа савӑнтарасси;
▪ фольклор пухасси.

Пирĕнтен ан юлăр, пирĕнпе пулăр!


Хыпар çăлкуçĕ: http://bulgar.chuvash.org/
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 710 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:22:31
Шырав
Кун тăрăм
«  Утă 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!