Эрнекун, 26.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сайта хак парăр

Пурĕ миçе хурав: 145
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Чÿк » 8 » НУМАЙ ТА ПĔТЕТ, САХАЛ ТА ÇИТЕТ, "ТАНТĂШПА" "ТЕТТЕ", "САМАНТ" ПУРРИНЕ НИМ ТЕ ÇИТМЕСТ!
НУМАЙ ТА ПĔТЕТ, САХАЛ ТА ÇИТЕТ, "ТАНТĂШПА" "ТЕТТЕ", "САМАНТ" ПУРРИНЕ НИМ ТЕ ÇИТМЕСТ!
18:41
Туссем, халĕ шăпах 2011 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче илсе тăма хаçат-журнал çырăнмалли хĕрÿ тапхăр. Анчах сахăр, сахăр тенипе çăварта пылак пулас çук, "Тантăш”, "Тетте”, "Самант” çырăнăр тенипе пурте почтăна чупас çук. Ку вара кăлăхах! Мĕншĕн тесен, кам "Тантăш”, "Тетте”, "Самант” çырăнмасть, ну-у-май çухатать. 
Пĕрремĕшĕнчен, республикăри тантăшăрсен вĕренĕвĕпе канăвĕ, интереслĕ те пархатарлă ĕçĕсем çинчен урăх ниçта та тупса вулаймăр.
Иккĕмĕшĕнчен, "Тантăшра” çеç патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсен (ЕГЭ) çĕнĕлĕхĕсем, тăван чĕлхепе литература экзаменĕсенче тĕл пулакан ыйтусем, сочиненисен тĕслĕхĕсем пичетленеççĕ.
Виççĕмĕшĕнчен, шăпах "Тантăшра”, "Теттере”, "Самантра” ача-пăча ÿкерчĕкĕсем, сăвви-калавĕ, сăн ÿкерчĕкĕсем пичетленеççĕ.
Тăваттăмĕшĕнчен, "Тантăш” урлă çеç çывăх çыннăрсене кирек хăçан та, кирек мĕнле уяв ячĕпе те тÿлевсĕрех саламлама пулать.
Пиллĕкмĕшĕнчен, хаçат-журнал ирттерекен тĕрлĕ конкурсра, викторинăра мала тухса республикипех палăрма май пур.
Улттăмĕшĕнчен, хаçат е журнал çырăнса илекенĕн, унпа çыхăну тытаканăн портфолио пуянланать.
Çиччĕмĕшĕнчен, "Тантăшпа” уйрăмах тачă çыхăну тытаканăн "Çулталăкри чи хастар юнкор” ята çĕнсе илсе "Орленок” лагерьте канас шанчăк пур.
Саккăрмĕшĕнчен, хаçат-журналăн çывăх тусĕ-сем çулсеренех Президент елкинче савăнаççĕ.
Тăххăрмĕшĕнчен, "Тантăш”, "Тетте”, "Самант” çырăннисене редакци ятарлă парнесемпе чыслать (логотипсем çырнă ручка, тетрадь, закладка, футболка т.ыт.те).
Вуннăмĕшĕнчен, класри кашни вĕренекен е "Тантăш, е "Тетте”, е "Самант” çырăнсан "Тÿлевсĕр билет” тата "Пирĕнпе хаваслă” акцисене хутшăнса ушкăнпа Чăваш патшалăх пукане тата Çамрăксен театрĕсене тÿлевсĕр спектакль килсе курма пултарать.
Çырăнтарăва ачасене хастар явăçтарнă учительсем "Тантăшăн” ятарлă Хисеп грамотисене тивĕçĕç.
Çакăн хыççăн та "Тантăш”, "Тетте”, "Самант” çырăнмасăр юлакан пулĕ-ши; Тепĕр енчен, тем те пĕр пĕлекен çын тĕнче çавăрттарать теççĕ.
Хăвăр юратнă ачапча хаçат-журналĕн-че вуласа пĕлнĕ хыпарсем килте, шкулта, урамра, библиотекăра пĕр- пĕринпе калаçмалли, сÿтсе явмалли сăлтав пулччăр. Вĕсем яланах ырра çеç вĕрентеççĕ! Ача-пăча кăларăмĕсене çырăнса илер те 2011 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче "Тантăш” 80 çул тултарнине пĕрле хаваслăн паллă тăвар!

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 880 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Тетте, Тантăш, Самант | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:15:43
Шырав
Кун тăрăм
«  Чÿк 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!