Эрнекун, 26.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Утă » 23 » ТЕЛЕФОН ПУЛАТЬ ТĔРЛĔРЕН (("Самант")
ТЕЛЕФОН ПУЛАТЬ ТĔРЛĔРЕН (("Самант")
11:18
Çĕнĕ телефон икĕ кунранах ĕçлеме пăрахрĕ. Эпĕ ăна ÿкермен, чĕртермен. Аппарата лавккана илсе кайрăм, сутуçă укçан тавăрса пама та, çĕннипе улăштарма та килĕшмерĕ. "Ку – техника вĕт, кивĕскерне ăçта хурас, юсама çеç пултаратпăр", – терĕ. Эпĕ вара вăл малашне те йĕркеллĕ ĕçлемесрен хăратăп. Укçана каялла илейоетĕп-ши? (Редакцие килнĕ çыруран). 
Тавар туяннине çирĕплетекен чек çухалнă тăк...
Саккунра ку япалана каялла илме чаракан сăлтав мар тенĕ. Эппин, эсир ăна шăпах çакăнтан илнине урăх мелсемпе те çирĕплетме пултаратăр. Калăпăр, свидетельсем е курупка çинче лавкка штампĕ пулсан. Лавкка ячĕ гаранти талонĕ çинче те пулма кирлĕ.
Телефон тĕсĕ тивĕçтермесен...
Вăл пахалăхĕ тивĕçтерсен улăштарма тата каялла тавăрса пама юраман (товары надлежащего качества, не подлежащие возврату или обмену) таварсен шутне кĕрет. Калăпăр, эсир çĕнĕ сумка туяннă, киле çитсен вăл кĕпепе килĕшсе тăманнине асăрхатăр. Икĕ эрне хушшинче ăна каялла тавăрма пултаратăр. Телефона вара моделĕ е тĕсĕ килĕшменнипе улăштарма юрамасть, унăн пахалăхĕ тивĕçтермесен (вăл ĕçлемесен) çеç каялла пама юрать.
Сутуçă сервис центрне хăвăра кайма ыйтсан...
Сирĕн тавара лавккана çитермелле, сервис центрне илсе каясси – вĕсен ĕçĕ.
Телефона туса кăларакан гаранти срокне 12 уйăх тесе палăртнă, сутуçă вара 6 уйăх çеç тет пулсан...
Сутуçă сăмахĕ кунта ниме те пĕлтермест, гаранти срокĕ 12 уйăха пырать.
Телефон коробки сыхланса юлмасан...
Ку гаранти срокĕ вăйран тухнине пĕлтермест. Анчах малашне вăл тухиччен йăлтах упрама тăрăшăр.

Сутуçă телефона техника тĕлĕ- шĕнчен кăткăс (технически сложный) тавар шутне кĕртесшĕн. Саккунпа кун пек япаласене (калăпăр, холодильнике) пысăк çитменлĕх пулсан çеç çĕннипе улăштараççĕ е укçана тавăрса параççĕ. Анчах телефон çак йыша кĕмест, эппин, вăл ĕçлемест тĕк Тавар туянаканăн прависене хÿтĕлекен саккунăн (Закон о защите прав потребителя) 18 статйи вăя кĕрет. Унпа килĕшÿллĕн сутуçă тавар çитменлĕхĕ пирки малтанах асăрхаттарман тăк (çакăн пирки гаранти талонĕ çине çырса хумасан) гаранти срокĕ вăхăтĕнче телефона юсаттарма та, çак маркăллă çĕнĕ таварпа е урăх маркăллипе улăштарма та, аппарат хакне йÿнеттерме те, укçана каялла илме те юрать. Сутуçă: "Укçан памастпăр, улăштарма е юсама çеç пултаратпăр”, – тени саккуна пăсни пулать. Ку – унăн мар, сирĕн ирĕк, çÿлерех асăннă 5 мелтен кирек хăшне суйлама пултаратăр. Мĕншĕн юсаттарма килĕшменнине, укçана каялла илесшĕн пулнине ăнлантарма та кирлĕ мар.
Паллах, укçана çав кунах тавăрса памĕç, малтанах телефон мĕн сăлтавпа ĕçлеменнине палăртмалла, экспертиза ирттермелле. Лавккара ĕçлекенсем: "Эпир ăçтан пĕлетпĕр, те хăвăр çĕмĕрнĕ-ха эсир ăна, малтанах ĕçлеменнине мĕнле çирĕплететĕр;” – теме пултараççĕ. Сирĕн чупса çÿресе экспертиза ирттермелле мар, ку – лавккан ĕçĕ. Тĕрĕслевшĕн вĕсен тÿлемелле, унта телефон тĕрĕс мар усă курнипе çĕмĕрĕлнĕ тесен çак укçана сиртен шыраса илĕç. Экспертизăпа килĕшмесен ăна хăвăр тĕллĕн ирттерме пултаратăр, анчах вĕсен пĕтĕмлетĕвне илнĕ хыççăн çеç. 
Çĕмрĕк аппарата лавккана тавăрса панă хыççăн 7 кунран сире çĕннине памалла, хушма экспертиза ирттермелле тĕк ку тапхăр 20 куна тăсăлать. Çак маркăллă телефонпах улăштарасшăн пулсан, вăл вара лавккара çук тăк 1 уйăх иртме пултарать. Укçан тавăрас е тавар хакне йÿнеттерес тесен сирĕн ыйтăва 10 кунра тивĕçтермелле.
Урăх аппаратпа улăштарас тесен çĕнĕ телефон малтанхинчен хаклăрах тăк хушса тÿлеме тивĕ, йÿнерех тĕк уйрăмлăхне лавккан тавăрмалла. Гаранти срокĕ те çĕнĕ телефон илнĕ кунран пуçланать. Калăпăр, сирĕн телефонăн çак тапхăр çулталăк: çур çултан вăл çĕмĕрĕлчĕ, ăна çак маркăллă çĕнĕ аппаратпа улăштаратăр. Эппин çĕннин срокĕ çак кунран пуçланать, тепĕр çулталăка тăсăлать.
Тавара улăштариччен 7 кунран ытларах иртсен лавкка сире вăхăтлăха урăх телефон пама пултарать, анчах эсир кун пирки ыйтсан çеç.

Асăрхаттару! Сутуçăна сăмахпа ăнлантарни çеç çителĕксĕр, ÿпкеве (претензие) яланах хут çине çырмалла. Пур документăн копине сыхласа хăвармалла, ÿпкеве икĕ экземпляр хатĕрлемелле, пĕрне лавккара алă пустарнă, пичет çаптарнă хыççăн хăвăрта упрамалла.
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 510 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:16:14
Шырав
Кун тăрăм
«  Утă 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!