Ку сайта чăваш шкулĕнче вĕренекен ачасем валли уçнă. Кунта чăвашла сочиненисем, рефератсем, тĕрлĕ темăпа çырнă тĕпчев ĕçĕсем, статьясем тупма пулать. Килти ĕçсене вырнаçтарма та май пур. Пăхмасăр вĕренмелли сăвăсене те вырнаçтарма пулать. Пĕтĕмпех сирĕнтен килет, ачасем. Пулăшăр пĕр-пĕрне!
Учительсенчен те пулăшу кĕтетпĕр. Сирĕн çакăнта вырнаçтармалли материалсем пурах ĕнтĕ. Чăваш нимине хутшăнса сайтра ачасене кирлĕ материалсене вырнаçтарсан эсир тав сăмахне тивĕçнĕ пулăттăр. =Админ=
Çырусем кĕтетĕп сирĕнтен, ачасем тата вĕрентекенсем! =mixaj_58@mail.ru=
Хисеплĕ сайтçă! Сайтра хăвăра кирлĕ материал пултăр тесен Сирĕн те тăрăшсан аван. Калăпăр, пăхмасăр каламалли сăвăсене пичетлесе пама пĕртте йывăр мар. Кам мана çак енпе пулăшу парать - эпĕ те ăна кирлĕ сочиненипе пулăшăттăм. Пулăшу кĕтетĕп сирĕнтен, ачасем тата вĕрентекенсем! Электронлă ещĕк: mixaj_58@mail.ru