Вырсарникун, 05.05.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сайта хак парăр

Пурĕ миçе хурав: 145
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Архив материалов
Министерство Образования открещивается от платного среднего образования (см. в моем блоге "МинОБраз: верьте мне – я этого не хотело!") Тем не менее появляются сообщения, что платное среднее все-таки будут вводить. Так в видеоблоге Д. Медведева в теме «Школьное образование» Наталья из Московской области пишет следующее: «Уважаемый Дмитрий Анатольевич! Вмешайтесь в ситуацию с внедрением в школах платных уроков! На последнем родительском собрании нам объявили, что согласно инициативе Министерства образования, со следующего года будет сокращено количество обязательных, оплачиваемых педагогу часов по математике. Те родители, которые хотят, чтобы дети получали тоже количество учебных часов, что и раньше, должны за дополнительные уроки платить. Далеко не все могут себе это позволить, результат подобного нововведения очевиден: неминуемо понизиться общий уровень образованности в стране, а далее, видимо, часть населения будет иметь образование как до революции - 3 класса нач ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 788 | Хăçан хушнă: 06.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (2)

Вёренӳ ҫулӗ вӗҫлениччен уйӑх ытларах кӑна юлчӗ. Пӗрисемшӗн умра савӑнӑҫлӑ вӑхӑт: каникуя! Шкултан вӗренсе тухакансемшӗн вара питех те яваплӑ тапхӑр - патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗсем. Тӗрлӗ сӑлтава пула ытти тантӑшӗсемпе пӗрле экзаменра пулайманнисем валли ҫӗр-шывра виçӗм кун тӗрӗслев пуҫланчӗ. Вӑл апрелӗн 30-мӗшӗнче вӗçленет. Раҫсей шкулӗсенчи пӗр пин те пилӗк çӗр ача çак тапхӑрта хӑйӗн пӗлӗвне тӗрӗслӗ. Вӗсен йышӗнче - каçхи шкунсенчеи вӗренсе тухакансем (çара кайма вӑхӑт çитнисем), тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнакан самрӑк спортсменсем, урӑх сӗр-шыва яланлӑхах куçса каякан çемьесенчи ачасем тата тӗп экзаменсен вӑхӑтӗнче саиаторисемпе сывлӑха сирӗплетекен учрежденисенче сипленме хатӗрленекенсем.

... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 721 | Хăçан хушнă: 04.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ Чăваш чĕлхи кунне халалласа Трак-Красноармейски тăрăхĕнче тăван чĕлхепе литература вĕрентекен педагогсен творчествăлла ушкăнĕ йĕркеленипе (ертÿçи – Михайлова З.П.) чăваш чĕлхипе грамматикине лайăх пĕлекен ачасем хушшинче «Çамрăк ăсчах» вăйă-конкурс иртет. Проект авторĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш сăмахлăхне вĕрентекен Михайлов Виталий Михайлович. 
Кăçал та вăйă-конкурс виçĕ турпа иртрĕ. Пĕрремĕш тур районти мĕн пур шкулсенчи 9-10-мĕш классенче вĕренекен ачасем хушшинче иртрĕ. Унта шкул шайĕнче чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекене палăртрĕç. Шкулта çĕнтернисем (вĕсем пурĕ вуннăн) иккĕмĕш турта хăйсен пĕлÿ шайне кăтартрĕç.. Вĕсем чĕлхе наукин лексика, фразеологи, лексикографи, фонетика, морфологи, сăмах пулăвĕ, синтаксис, пунктуаци пайĕсем тăрăх панă кăсăк ыйтусене  тишкерчĕç тата «Тăван ç ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 732 | Хăçан хушнă: 24.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Уçласа ил

Текста тĕрĕс-тĕкел вулас тесен Виндуса чăвашла шрифт вырнаçтармалла!

Миçе хут пăхнă: 1011 | Хăçан хушнă: 19.04.2010 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)

Чăваш халăх писателĕ Леонид Агаков çуралнăранпа ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче 100 çул çитет. Çавна май ăна çывăх пĕлнĕ çынсенчен пĕринпе Иван Вашки çыравçăпа, артистпа курса калаçрăм. Ман ыйтусене хаваспах хуравларĕ вăл. 
– Иван Никифорович, хăçантанпа пĕлнĕ Эсир Леонид Агакова?
– Агакова эпĕ 1930 çултанпах лайăх пĕлнĕ. Унпа паллашасси ак мĕнле пулнăччĕ. Пирĕн яла 1928 çулта Василий Алакер пынăччĕ. Çавăн хыççăн унпа çыру çÿретме пуçларăм. 1930 çулта Шупашкара хам сăвăсене кăтартма килтĕм. Ун чухне Василий Алакер Кадыков урамĕнчи пĕр хутлă çуртра пурăнатчĕ. Çуртăн пĕр енне Ваçанкка хăй кил-йышĕпе, теприне Агаковпа Алакер йышăннăччĕ. Алакер авланман-ха. Агаковăн вара мăшăрĕ пулнă. Ираида Петрова çыравçă. Кайран вĕсем темшĕн-çке уйрăлнă. Кунти пĕр пÿлĕм Алакерăнччĕ, тепри – Агаковпа Петровăн. Эп пынă чухне хваттерĕнче Агаковпа Алакер иккĕшĕ кăначчĕ. Тем çинчен калаçса ларатчĕç.
– Вашки ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 797 | Хăçан хушнă: 18.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Правило ирӗкӗпе ачасем ар ҫын сӑмах майлашӑвне пӗрле, мӑшӑр сӑмах пулнине пӑхмасӑр ҫӗршыв (пӗрле) ҫырни тӗл пулать. Ар ҫын сӑмах майлашӑвӗн орфографийӗ каччӑ ҫын, хӗр ҫын сӑмах майлашӑвӗсенни пекех пулма тивӗҫлӗ. Ҫӗр-шыв (дефиспа) ҫырни тӗрӗсрех, мӗншӗн тесен ку сӑмахӑн икӗ пайӗ те аффикс йышӑннӑ чухне ҫав-ҫавах дефиспа ҫыратпӑр: ҫӗрӗм-шывӑм, ҫӗрӗ-шывӗ, ҫӗрне-шывне. Пурпӗр (пӗрле) ҫырни йӑнӑш мар паллах, çапах та уйрӑм ҫырни тӗрӗсрех. Танлаштарӑр, пурте пӗр.
Улттӑмӗшӗ. Пулӑшу сӑмахӗсене пӗр-пӗринпе тата ытти сӑмахсемпе пӑтраштарнӑран тӑк (тӗк) союза дефиспа, пек, чухне хыҫ сӑмахсемпе -ха, та татӑксене пӗрле, тем местоимени, яр тата шӗл евӗрлев сӑмахӗсем хыҫҫӑн дефис лартса ҫырнине курма пулать. Тӗслӗхсем: ӗҫ пӗтет-тӗк канма пулать. - Ӗҫ пӗтет тӗк канма пулать. Пурнӑҫра вара унпек мар. - Пурнӑҫра вара ун пек мар. Хӑшчухне ҫухалса каятӑп. - Хӑш чухне ҫухалса каятӑп. Калаха, асанне. - Кала-ха, асанне. Ӗҫлемесӗр нимӗнте пулмасть. - Ӗҫлемесӗр ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 1093 | Хăçан хушнă: 16.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Шупашкарта Вĕрентекенсен пĕлĕвне ӳстерекен институтра наци культурин «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль иртрĕ. Унта тĕрлĕ район шайĕнче çĕнтерӳçĕ ятне çĕнсе илнĕ 6-9 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Çак фестивальте Красноармейски районĕнчи шкул ачисем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Фестиваль программипе килĕшӳллĕн вĕсем тăватă ăмăртуран иккĕшĕнче тупăшрĕç, малти вырăнсене тивĕçрĕç.

«Чăвашлăх тĕнчи: тĕпчев ĕçĕсен мультимедиллĕ презентацийĕ» конкурсра Красноармейскинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан иккĕмĕш шкулĕнче 9-б класра вĕренекен Алексей Михайлов «К.В.Ивановăн «Нарспи» поэминчи çутçанталăк сăнарĕ» темăпа хатĕрленĕ ĕçне хӳтĕлесе 2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Вырăс класĕнче чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури вĕренекен шкул ачисем хушшинче ирттернĕ «Çăлтăрчăк» вăйă-конкурсра вара Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекен Иванова Наталия та 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

Миçе хут пăхнă: 709 | Хăçан хушнă: 14.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Кӑҫалхи "Самантӑн" иккӗмӗш номерӗнче паянхи кун кама мӗн тӗлӗнтерни пирки ыйтса пӗлнӗччӗ. Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер: "Сӑвӑ хӑвачӗ тӗлӗнтерет. Вӑл пур ҫӗрте те пур. Ӗлӗк те, ӗнер те пулнӑ, ыран та пулӗ. Кам кулленхи пурнӑҫра поэзие тупма пӗлет - ҫав ҫын телейлӗ", - тенӗччӗ.
Ҫак сӑмахсем чуна пысӑк хавхалану кӳреҫҫӗ, мӗншӗн тесен поэзи этемлӗхе иксӗлми хӑват паракан кӗтретлӗх, чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗш.
Сӑвӑ-юрӑсӑр халӑха курнӑ-и эсир? Кашни этносӑн чи сумлӑ, чи юратнӑ поэчӗ пур. Сӗм авалтан ҫапла пырать: Гомер, Данте, Петрарка, Низами, Шекспир, Гейне, Пушкин, Ахматова, Гамзатов, Иванов... Пӗр пуҫласан пурне те асӑнса та тухаймӑн, апла пулин те вӗсенчен кашниех ӗмӗрлӗхе халӑх ӑс-тӑнне кӗрсе юлнӑ, хӑйне пӳрнӗ сӑмаха калама хевте ҫитернӗ.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Красноармейски салинче ҫамрӑк сӑвӑҫсен "Ҫил ҫунат" конкурсӗ иртессе пӗлсен унта ҫитсе курасах терӗм. "Паянхи шкул ачисем поэзи тӗшшине туяҫҫӗ-и, туймаҫҫӗ-и?" ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 2075 | Хăçан хушнă: 07.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Орфографи йӑнӑшӗсем, тӗпрен илсен, сӑмахӑн сасӑ тытӑмне палӑртассипе, сӑмахсене пӗрле, уйрӑм тата дефиспа пӗрлештерсе ҫырассипе ҫыхӑннӑ. Сасӑсене палӑртнӑ чухне пулакан йӑнӑшсене темиҫе ушкӑна уйӑрма пулать.

Пӗрремӗш ушкӑн вӑл - икӗ хупӑ сас палли вырӑнне пӗрре ҫырни: ҫынӑн (ҫыннӑн пулмалла), хӗл вари (хӗл варри), хушинче (хушшинче), урӑхи (урӑххи), вали (валли), пӗре (пӗрре), Кӗҫтенки (Кӗҫтенкки), каланкӑ (каланккӑ), иртер (ирттер), выртар (вырттар), мӑшкӑла (мӑшкӑлла), памала (памалла) т.ыт.те. Тӗрӗс ҫырма вӗренес тесен сӑмахсене пӗр тата икӗ хупӑ сас палли партса вуласа пӑхас пулать: сапас {мпгшс, курня   кЛрккя, тёркес   гӳркквс, атя - атте, ана - аннӑ, виҫӗ - виҫҫӗ. Нумай чухне сӑмах тытӑмне пӗлни пулӑшать. Акӑ ирттер, вырттар сӑмахсенче ирт, вырт тымарсене тата сӑмах тӑвакан -тар(-тер) аффикс уйăратпӑр. Мӑшкӑлла сӑмах мӑш ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 1295 | Хăçан хушнă: 07.04.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Çапла, утă уйăхĕн 4-мĕшпе 11-мĕшĕ хушшинче, Атăлăн леш енче (йăлăмра) «Хавал» çуллахи лагерь ĕçлĕ. Ăна «Хавал» ятлă хастар ушкăн йĕркелет, вĕсене «Ăнăçу чĕлхи» ятлă ют чĕлхесен шкулĕ пулăшать.
Çак лагере йĕркелекенсем ăна кашни çул пухасшăн, ăна ирттересси йăлана кĕрессе шанаççĕ. Хавалçăсен шухăшĕпе чăвашла калаçакансем хушшинче вăхăт ирттерни чĕлхене вĕренме пулăшать. Унсăр пуçне ку меслетпе усă курса халăх йăли-йĕркисемпе, унăн историйĕпе, культурипе паллашма пулĕ теççĕ. Уçă сывлăш, кăвайт патĕнчи калаçу — çакă пĕтĕмпех чăваш чĕлхине ăша хывма, чĕлхе аталанăвĕн çулне тупма, тĕрлĕ регионсенче пурăнакан чăвашсем хушшинче туслăха çирĕплетме пулăшатех тесе шутлаççĕ.

«Хавал-2010» лагерь программинче:

◊ чăваш чĕлхи урокĕсем (чăвашла пĕлменнисем е япăхрах пĕлекенсем валли). Опытлă педагогсем вĕрентĕç.
◊ тематикăллă лекцисемпе семинарсем. Чăваш культури епле ат ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 620 | Хăçан хушнă: 02.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 23 24 25 26 27 28 29 »


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:14:44
Шырав
Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!