Шăрăх çанталăкра юхан шыв е кÿлĕ хĕрринче çеç çăлăнăç куратпăр. Хĕвелтен хÿтĕленес, кĕлеткене уçăлтарас тесе тумтире хывнă-хывман шыва сикетпĕр. Инкек куçа курăнса килмест çав. Пачах пĕлмен е тин çеç ишме вĕреннисемпе танах кунĕн-çĕрĕн чăмпăлтатакансем те хур кураççĕ. Çĕртме уйăхĕнче Чăваш Республикинче 8 ача путса вилнĕ. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче кăна 4 шăпăрлан пурнăçран уйрăлнă. Куславкка районĕнчи Шуршу ялĕнчи пĕверен 10 çулти арçын ача ÿтне пулăçсем туртса кăларнă. Шăпăрлан шăллĕсемпе пĕрле вылянă. Пиччĕшĕ куçран çухалсан кĕçĕннисем аптраса тăнă. Аслин кĕлетки çиеле тухсан вĕсем инçех мар ларакан арçынсене чĕннĕ. Шел те, кая юлнă. Вăрнар районĕнчи Çĕрпел ялĕнчи пĕвере те çакнашкал инкек пулнă. 10 çулти хĕрача икĕ сыпăкри аппăшĕпе ишме вĕренмешкĕн шыв хĕррине çул тытнă. Нумаях та вăхăт иртмен - шкул ачи путнă. Аппăшĕ инкек çинчен пĕлтерме яла чупнă. Чăваш Республикинче 2356 юхан шыв, 368 кÿлĕ, 3681 пĕве. Çитĕннисен тимсĕрлĕхне пула кĕçĕннисем инкеке лекеççĕ. Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Вăтапуç ялĕнче 3 çулти хĕр пĕрчи пурнăçран уйрăлнă. Вăл амăшĕпе каннă. Етĕрне районĕнчи Карикасси çывăхĕнчи пĕвере 4 çулти арçын ача ÿтне тупнă. Шăмăршă районĕнчи Кĕçĕн Карла юхан шывĕнче 5 çулти арçын ача путса вилнĕ. Канаш районĕнчи Шăхасан сали çывăхĕнчи Кĕçĕн Çавал юхан шывĕнчен 6 çулти арçын ача ишсе тухайман. Аслисенчен ытларахăшĕ ÿсĕрле шыва кĕнĕрен хур курать. Хăйсен вăйне шанса ишнисене те пулăшакансем кашнинчех асăрхаймаççĕ.
Пĕрремĕш пулăшу
"Шывăн турачĕ çук”, - тенĕ ваттисем. Çавăнпа тимлĕ пулăр, йĕркене пăхăнăр. Хĕвел хĕртсе пăхнă чухне шыва кĕме ан тăрăшăр. Шыв температури 17-19 градусран пĕчĕкрех ан пултăр. 20 минут ишнĕ хыççăн канăр. Тăхтав вăхăтĕнче нумай хускалмалли вăйă выльăр. Хĕвел çинче вăрах пулнă хыççăн шыва кĕме тăхтăр. Мышцăсем хутланнипе сывлăш çулĕ хупланма пултарать. Шыва ан сикĕр: пĕве тĕпĕнче мĕн выртнине пĕлме çук. Хăвăр вăя шанмастăр тăк аякка ан ишĕр. Ывăннине туйсан çыран хĕррине çитмешкĕн васкама кирлĕ мар. Çурăм çине çаврăнăр та ал-урана майĕпен хускатăр. Юхăмпа "ан кĕрешĕр”. Вăл сире çыран хĕррине çитме пулăшĕ. Авăра лексен ан çухалăр. Тарăннăн сывласа илĕр те шыва чăмăр, айккинелле ыткăнса тухăр. Вĕрсе хăпартнă матрас, тетте, автомашина камери çинче ан ишĕр. Çил, юхăм вĕсене çырантан инçе илсе кайма пултарĕ, хум çавăрса çапĕ. Ишнĕ чухне ан кăшкăрăр. Шыв ÿпкене тулĕ. Чыхăнсан хума хирĕç çурăмпа çаврăнса тăрăр. Чавса тĕлĕнче хуçлатнă алăсемпе кăкăрăн аялти пайне чăмăртăр. Темиçе хут хăвăрт сывласа кăларăр. Сăмсана шывран тасатăр, çăварпа сывлăр. Васкамасăр малалла ишĕр. Путакан çынна курсан васкавлă пулăшу чĕнĕр, тумтирпе пушмака хывса инкек тÿсекене çăлма васкăр. Çын шывра тÿрĕ тăрать пулсан е хырăм çинче выртать тĕк ун патне хыçалтан ишсе пырăр та çÿçĕнчен туртса е алла янах айĕнчен ярса пуçне çĕклĕр, çурăм çине çавăрăр. Унăн пичĕ шыв çинче пултăр. Хăвăра алăран, мăйран ан тыттарăр. Ăна çурăмпа çавăрăр та хул пуççинчен çаклатăр. Çырана тухсан инкек тÿсекене хуçлатнă ура çине хырăмпа хурăр. Унăн çăварне, сăмсине шывран, çÿп-çапран тасатăр. Алăсемпе кăкăрне пусса сывлав çулĕсенчен шыв кăларăр. Сывламасть пулсан çурăмĕ çине вырттарăр та чĕрине массаж тăвăр е искусственнăй майпа сывлаттарăр /çăварне сывлăш вĕрсе кĕртĕр/.
Çыпăçтарнисем: |