Чăваш Енри Красноармейски шкулĕнче "Чăваш пики-2012" конкурс иртрĕ. Унта 10 класра вĕренекен маттур чăваш пикисем хутшăнчĕç. Вĕсем çаксем пулчĕç: Кириллова Нина (10-а класс), Миронова Анжелика (10-а класс), Никифорова Анастасия (10-б класс) тата Степанова Екатерина (10-б класс). Конкурсантçăсене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Михайлова З.П. хатĕрленĕ. Вăйă-ăмăртăва шкул вулавăшĕн заведующийĕ Чаховская Э.В. ертсе пычĕ. Хĕрÿ тупăшура "Чи ырă та сăпайлă пике" номинацире Кириллова Нина, "Чи çепĕç те кăмăллă пике" номинацире Миронова Анжелика çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Степанова Екатерина вара "Вице Чăваш пики-2012" ята тивĕçрĕ. "Чăваш пики-2012" ята вара 10-б класра вĕренекен Никифорова Анастасия çĕнсе илчĕ. Вăл район шайĕнче иртекен "Чăваш пики-2012" конкурса хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕ. Саламлатпăр! Ăнăçу сунатпăр!
Çыпăçтарнисем: |