Паян, утăн 4-мĕшĕнче, Чунçӳрев-2010 черетлĕ 21-мĕш çулçӳреве тухрĕ.
Чунçӳревпе кăсăкланакансем унти ĕçсем епле пынипе, çулçӳревçĕсем халĕ ăçта çитнине
КУНТА пĕлме пултараççĕ. Ятарлă сайтри кун кĕнеки çулçӳрев вăхăтĕнчех тулса пырĕ — çула тухайманнисем хăйсене вĕсемпе пĕрле пулнă пек туйса илейреççĕ.
Чунҫӳреве 1990 ҫулта Олег Михайлович Цыпленкова Чӑваш комсомол обкомӗн секретарьне лартнӑ хыҫҫӑн йӗркеленӗ.
Чи малтанах ҫулҫӳреве Чӑваш Республикинче пурăнакансем ҫеҫ хутшӑннӑ, 1991 ҫулта вара чунҫӳреве республика тулашӗнчи чăвашсене те илсе кайнӑ — пурӗ 5 ПАЗ автобуспа ҫула тухнӑ. Пӗрремӗш ҫул Пӑлхара ҫеҫ кайнӑ пулсан, иккĕмĕшĕнче ҫулҫӳрев маршрутне Сӑвар хушӑннӑ. Ҫапла майӗпен ҫул вӑрӑмланнӑ, ҫӗнӗ вырӑнсемпе пуянланнӑ. Хальхи вӑхӑтра чунҫӳревçĕсем Пушкӑрта ҫитиех каяççĕ.
Чунҫӳрев маршручӗ чӑн та интереслӗ. Чӗмпӗр, Пӑлхар, Сӑвар хулисемсӗр пуҫне чӑваш ҫыравҫисен, ӳнерҫисен, тӗпчевҫисен вил тӑприсем ҫине кӗрсе тухаççĕ: Митта Ваҫлейне, Г. Айхине, Анатолий Миттова, Константин Иванова, Николай Ашмарина пуҫ таяççĕ.
2010-мĕш çулхи çулçӳрев тĕллевĕсем:
▪ чӑваш ҫамрӑкӗсене халӑх историйӗпе тата тымарӗсемпе паллаштарасси;
▪ чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӳне кӗртесси (пӗрлешӗве кӗрес тесен чӑвашла ят йышӑнмалла /Пӳлерте/);
▪ Валем Хуҫа ҫӑлкуҫӗ патӗнче вырнаҫнӑ юпа патӗнче тупа туса чӑвашла ят йышӑнасси;
▪ аякри чӑвашсене концертпа савӑнтарасси;
▪ фольклор пухасси.
Пирĕнтен ан юлăр, пирĕнпе пулăр!
Хыпар çăлкуçĕ:
http://bulgar.chuvash.org/