Ытларикун, 16.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2018 » Раштав » 23 » Ĕлкăна чăвашла та ирттерме пулать иккен...
Ĕлкăна чăвашла та ирттерме пулать иккен...
00:10

Тӗлӗнмелле вӑйлӑ пуҫару куртӑм КонтактРа... Шупашкарти (!) 33-мӗш шкулта пуҫламӑш классенче пӗтӗмпех чӑвашла (!) Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑш уявӗ иртсе кайрӗ. Шупашкарта пӗтӗм хула валли чарӑш уявӗ пулнӑ пирки эпӗ паллах илтнӗччӗ, анчах кунта пӗр хулари шкулта уйрӑмӑн пӗтӗмпех чӑвашла ҫӗнӗ ҫул уявӗ иртет! Хӗл Мучи те, Юр пике те чӑвашла калаҫрӗҫ, ачасем вара темиҫе юрӑ юрарӗҫ, ташӑ ташларӗҫ, сӑвӑ каларӗҫ. Ун пек япала хатӗрленмесӗр пулмасть ҫке! 
Ҫак пуҫарӑва Ирина (Алексеевна) Диарова йӗркеленӗ. Паллах пӗччен мар, пулӑшаканнисем те сахал мар пулчӗҫ. Директорӗ те, шкулти вулавӑш хуҫи те, Александр Марсович Степанов та (Хӗл мучи пулса) тата (эп пӗлмен) ытти ҫынсем те! Чӑннипе каласан, эпӗ ун пеккине кӗтмен те шутламан та... Хальхи вӑхӑтра шкултан тӑван чӗлхене "кӑларнӑ" чухне Ирина чӑваш чӗлхине суйланӑ ашшӗ-амӑшне чӑвашла уяв иртересси пирки пӗлтернӗ. Хӑшӗ-пӗри кӑсӑкланман, тепри хутшӑнма кӑмӑл кӑтартман, виҫҫӗмӗшӗ илтмен те, анчах вӗсенчен пӗр 50 ҫын уява ачасене хутшӑнтарас тенӗ. Вӗсем вара ачасемпе уява те килчӗҫ. Тӳрех куҫа перенсе пыракан япала, коридорта, те ҫак уяв чӑвашла иртесси ҫинчен пӗлнипе, те атмосфера пулнипе алӑкранах пурте чӑвашла калаҫма тытӑнаҫҫӗ... Уявӗ те пӗтӗмпех чӑвашла пулчӗ. 
Ҫак япала чӑнах та питӗ пӗлтерӗшлӗ. Хамӑртан нумай япала килни пирки пӗлтерет. Иринӑна вара ҫӳлтен хушнӑ-и ҫӗнӗ ҫул уявне ирттерме? Ҫук, вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе ҫак пуҫарӑва тӑвать. Шӑп ҫак япала вӑл элтеш упчине (гражданское общество) палӑртать - чӑваш халӑхӗшӗн уйрӑмӑн пӗлтерӗшлӗ ӗҫ.
Маттур пуҫару. Пирĕн шкулсенче те тума пулать-ҫке ҫак япалана. 

Çăлкуç: https://vk.com/feed?z=video1644710_456239134%2Fb486a4ffc8710adea3%2Fpl_post_-12972450_12906  

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 628 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:17:56
Шырав
Кун тăрăм
«  Раштав 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!