Мартăн юлашки кунĕсенче чăваш юрри-кĕввине кăмăллакан çамрăксене Шупашкар хули черетлĕ уява пухнă. Пĕтĕм чăвашсен эстрада юррисен «Кĕмĕл сасă» фестиваль конкурсĕ кăçал вун виççĕмĕш хут иртнĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх ăна Чăваш наци конгресĕпе Чăваш çамрăкĕсен «Хастар» пĕрлĕхĕ ЧР Культура‚ наци ĕçĕсемпе информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви пулăшăвĕпе йĕркеленĕ. Конкурса 16 çултан пуçласа 35 çул тултарнă çирĕм сакăр хĕрпе каччă килсе çитнĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ Чăваш Республикинчен (17)‚ çаплах Тутарстанран‚ Ульяновскпа Самар облаçĕсенчен‚ Красноярск крайĕнчен‚ Ямал-Ненецк автономиллĕ округран. Асăннă регионсенчен юрă ăмăртăвне пĕрер конкурсант хутшăннă пулсан‚ Пушкăртстан Республики ку енĕпе çулсерен чи активли пулнипе уйрăлса тăрать. «Кĕмĕл сасă-2012» конкурсра хăйсен пултарулăхĕпе Алена Савельева (Авăркас районĕ‚ Юламан ялĕ)‚ Елена Садыкова (Чекмагуш районĕ‚ Юмаш ялĕ)‚ Татьяна Никитина (Кармаскалă районĕ‚ Сихун ялĕ) тата Любовь Хайбуллина (Кармаскалă районĕ‚ Суук-Чишма ялĕ) паллаштарнă. Вĕсем пурте сцена çинче хăйсене тивĕçлипе кăтартнă: çурхи чечек пек илемлĕскерсен юррисем таса çăлкуç шывĕ евĕр юхнă. Çапла майпа хăйсен пултарулăхĕпе конкурсăн тулли те кĕрлевлĕ юхан шывне пуянлатнă‚ аслăлатнă. Пикесен çи-пуçĕ те илĕртÿлĕхпе çиçнĕ. Апла пулсан вĕсем юрлама çеç мар‚ алă ĕçне те ăста. Тĕслĕхрен‚ Люба Хайбуллина сцена костюмне хăй аллипе çĕлесе тĕрленĕ. Çавна май ыттисен тумĕнчен вăл хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăнă. Пĕрремĕш тур валли хатĕрленĕ виçĕ юрăран жюри членĕсем илемлĕ кĕвĕллĕ те янравлă «Анне» (сăмахĕсем В.Давыдов-Анатрин‚ кĕвви С.Матвееван) юрра суйласа илнĕ. Люба умне лартнă тĕллеве ăнăçлă пурнăçланă‚ ахальтен мар вăл «Чăваш наци конгресĕн президенчĕн Г.Н. Архиповăн призне» çĕнсе илнĕ. Пирĕн пикесен тата çак çитĕнĕвĕсене асăнмалла: А.Савельева 3-мĕш степень Диплом лауреачĕн ятне‚ Л.Садыкова дипломант ятне‚ Т.Никитина конкурса хутшăннăшăн диплома тивĕçнĕ. Ытти регион представителĕсен çитĕнĕвĕсемпе те паллашар-ха: Пĕтĕм чăваш эстрада юррисен «Кĕмĕл сасă» XIII фестиваль конкурсăн дипломанчĕсем – Анна Самойленко (Красноярск крайĕ)‚ Елена Петрюкова (Ульяновск облаçĕ)‚ Евгений Николаев (ЧР‚ Шупашкар районĕ)‚ Людмила Васильева (ЧР‚ Шупашкар хули); III степень Диплом лауреачĕсем – Светлана Иванова (ЧР‚ Муркаш районĕ)‚ Екатерина Кудряшова (Самар облаçĕ); II степень Диплом лауреачĕсем – Иулитта Федорова (ЧР‚ Шупашкар хули)‚ Олеся Саксонская (ЧР‚ Шупашкар районĕ); I степень Диплом лауреачĕсем – Екатерина Карамзина (Тутарстан). Фестиваль конкурсăн Гран-прине Ямал-Ненецк автономиллĕ округ представителĕ Ксения Филиппова çĕнсе илнĕ‚ ăна Турци çĕршывне кайма путевка панă. С.ПРОКОФЬЕВА ("Урал сасси") хатĕрленĕ.