Пĕлтĕр, 2010 çулта,
Чăваш халăх сайчĕ шкул ачисемпе вĕрентекенсем хушшинче «Урхамахсем тăраç тапăртатса...» литература ăмăртăвне ирттерсеччĕ. Ирттерчĕ кăна мар, питĕ лайăх чысларĕ те.
Ăмăртăва пуçлас умĕн каласа хăварнăччĕ ĕнтĕ — хайлавсене кĕнекен кăлармалла. Çак ĕçе пурнăçлама халĕ ачасен ӳкерчĕкĕсем кирлĕ. Çавна май Чăваш халăх сайчĕ шкул ачисем хушшинче «Лаша сăнарĕ хут çинче» ятлă ӳнер ăмăртăвне пуçарать.
Кĕскен: сирĕн «Урхамахсем тăраç тапăртатса...» литература ăмăртăвне ярса панă ĕçсем хушшинче эпир суйланă хайлавсенчен
(PDF, вĕсене хулăм шрифтпа уйăрнă) пĕрне илмелле те ун тăрăх ӳкерчĕк тумалла. Хайлавĕсене
кунта тупма пулать. Ӳкерчĕке кăранташпа, гуашьпе тумалла, тĕс нумай пулмалла мар (хура-шурă пулсан та çитет). Ĕçе пуш уйăхĕн 25-мĕшччен ярса памалла. Чаваш халах сайтне килĕшнĕ ӳкерчĕк кĕнекере пичетленĕ.
Ӳкерчĕксене эсир сканерласа p-code@mail.ru адреспа ярса пама пултаратăр. Почтăпа çитерес шутлисен чи малтан 8-905-193-5-136 (Чулхула облаçĕ!) карас номерĕпе çыхăнмалла (эпир сире ăçта ярса памаллине ăнлантарăпăр). Çавăн пекех, ыйтусем тухсан, маларах палăртнă электрон адреспа çыхăнма пулать.