Кун каçа шкулта е компьютер умĕнче ларса пуç ыратма е куç ывăнса туртма тытăнчĕ-и? Кун пек чух тимлĕх те çухалать, вĕренес, шухăшлас килмест. Тÿрех эмел ĕçме тăхтăр-ха. Урама тухăр, уçăлса çÿрĕр, пуç ыратнине ирттерме сĕнекен халăх мелĕсене аса илĕр. -Асаннесем купăста çулçипе анлă усă курнă. Пуç ыратма пуçласан тăнлав, çамка, ĕнсе хыçне чĕрĕ купăста çулçи хунă. -Лимон хуппи те пулăшĕ. Ăна шурринчен тасатмалла та нÿрлĕ енĕпе тăнлав тĕлне тытмалла. Кăшт вăхăт иртсен çав вырăн хĕрелсе кайма, пĕçертме, кĕçĕтме пултарать. Куншăн хăраса ан ÿкĕр – пуç ыратни те майĕпен иртĕ. -Пыл та усăллă. Тин пĕçернĕ чейпе 1-2 кашăк пыл çийĕр те выртса канăр. -Сухан пуçне çурринчен касса çамка, тăнлав тĕлне хуни те лайăх пулăшать теççĕ. - Куç туртма тытăнсан ятарлă хăнăхтарусем тăвăр (вĕсем пирки эпир тĕплĕн çырнăччĕ). Пÿлĕме лимон вакласа лартăр. Унăн ырă шăрши ывăннине ирттерĕ, йăнăшсем те сахалрах кайĕç. -Жасминпа лаванда шăршисем те ыйхă пуснине сирме, куç ывăннине ирттерме пулăшаяççĕ.
Çыпăçтарнисем: |