Вырсарникун, 28.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сайта хак парăр

Пурĕ миçе хурав: 145
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Пуш » 4 » СОЧИНЕНИ КОНКУРСНЕ ХУТШĂНСА – ЯЛ ХУÇАЛĂХ АКАДЕМИНЕ
СОЧИНЕНИ КОНКУРСНЕ ХУТШĂНСА – ЯЛ ХУÇАЛĂХ АКАДЕМИНЕ
18:24
Чăваш ял хуçалăх академийĕ Чăваш Енри «Пĕтĕм Раççей ял çамрăкĕсен союзĕ» уйрăмĕпе пĕрле (респуб-лика вĕрентÿ тата ял хуçалăх министерствисем пулăшнипе) сочиненисен конкурсне йĕркелеççĕ. 
Конкурс нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 20-мĕшĕччен пырать. 
Конкурса кăçал республикăри вăтам шкултан вĕренсе тухакан çамрăксем хутшăнма пултараççĕ. Вĕсен «ЯЛ ХУÇАЛĂХ ĔÇЧЕНĔСЕН ДИНАСТИЙĔ» – «АГРАРНАЯ ДИНАСТИЯ» темăпа вырăсла е чăвашла сочинени çырмалла.
Конкурсăн тĕп тĕллевĕ: шкултан вĕренсе тухакансене ял хуçалăхĕпе çыхăннă профессисене суйласа илме пулăшасси, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине «Агрономия», «Ветеринария», «Зоотехния», «Агроинженерия» специальноçсене вĕренме кĕме хатĕр-ленекен пултаруллă çамрăксене тупса палăртасси, суйланă профессисене алла илме майсем туса парасси. 
Сочиненисенче çамрăксем ял пурнăçне кăмăлланине, унта пурăнакан, хуçалăхра чун-чĕререн тăрăшса ĕçлекенсем, çĕр ĕçне чунтан парăннă специалистсем çинчен е пĕр-пĕр династи пирки çырса кăтарт-ма пултараççĕ. Ял пурнăçне еплерех курас килет паянхи çамрăкăн; Ăна татах та лайăхрах, пуянрах тăвас тесен мĕн-мĕн тунă пулăттăр; Çак ыйтусене те хăвăр ĕçĕрсенче хускатма юрать. Ял хуçалăх ĕçченĕсен династийĕн пурнăçне тĕп- лĕнрех çутатма тăрăшăр. Тăван хуçалăхпа, ялпа, çĕр ĕçĕпе çыхăннă професси яланах сумлă пулнине, ĕçченĕ- сем хисеплине кăтартма тăрăшăр хăвăр ĕçĕрсенче. Сочиненисене www.abiturient21@yandex.ru адреспа ямалла. 
Çĕнтерÿçĕсене ака уйăхĕн (апрель) 7-мĕшĕнче академире уçă алăксен кунĕнче 10 сехетре палăртаççĕ. Конкурс пирки тĕплĕнрех академи сайтĕнче www.academy21@mail.ru вуласа пĕлме пултаратăр. 
Ăнăçу сире!
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 738 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:11:11
Шырав
Кун тăрăм
«  Пуш 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!