Нумай пулмасть, раштавăн 16–19-мĕшĕсенче Турцири Истамбулта Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк çамрăкĕсен 15-мĕш Аслă пухăвĕ-курултайĕ иртрĕ. Маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, унта Чăваш Республикинчи делегатсем те хутшăнчĕç. Пирĕн тăрăхран Чăваш çамрăкĕсен «Сăвар» пĕрлешĕвĕн пайташĕсем кайрĕç — Олег Цыпленков, Илтимер Ефремов, Николай Плотников тата Светлана Иванова юрăç. Кăçалхи пухура Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк çамрăкĕсен курултайне ирттерме пуçланипе 20 çул çитнине паллă турĕç, хăй пухăвĕ те шучĕпе 15-мĕш пулчĕ. Курултайра çамрăк журналистсен тата тĕрĕк хĕрарăмĕсен пĕрлешĕвĕсене йĕркелерĕç, ытти ыйтусене сӳтсе яврĕç. Ытти ыйтусене илес пулсан кунта уйгурсен йывăрлăхĕ çинчен (Китай вĕсене хăйсен саккунĕпе пурăнтарас тесе вăйлă пусмăрлать иккен), Раççейре йышăнма палăртнă вĕренӳ саккунĕ пирки, Ирак патшалăхĕнчи турккăсен йывăрлăхĕ çинчен (курдсем хуçаланнă май вĕсене йывăр килет), карачайсемпе черкессен çĕрĕсене туртса илни çинчен, якутсен çĕрĕнчи экологи пирки калаçрĕç. Лайăх пурнăçпа, пĕр йывăрлăхсăр пурăнакансем те пулчĕç — сăмахран, Румыни тутарĕсем хăйсене патшалăхра лайăх туяççĕ. Курултайра çавăн пекех малашне спорт программине те кĕртмелли пирки, тĕнче тетелĕнчи сайта анлăрах усă курасси пирки сĕнӳсем пулчĕç. Яланхи пекех кашни кун концертсем пулчĕç — кашни халăх хăйĕн юрри-ташшипе паллаштарчĕ. Кашни юрăçа, кашни ташăçа куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç! Кунашкал концертсене курнă хыççăн тĕрĕк халăхĕсен тĕнчи аслă пулни тӳрех паллă.
Çыпăçтарнисем: |