Шăматкун, 21.12.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сайта хак парăр

Пурĕ миçе хурав: 145
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2019 » Çĕртме » 5 » Вырӑс чӗлхи экзаменӗнчен 4 ҫынна кӑларса янӑ
Вырӑс чӗлхи экзаменӗнчен 4 ҫынна кӑларса янӑ
21:32

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 11-мӗш класран вӗренсе тухакансем вырӑс чӗлхипе экзамен тытнӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл йӗркеллех иртнӗ, ҫапах йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулнӑ.

Икӗ ҫынна – шпаргалкӑпа усӑ курнӑшӑн, тепӗр иккӗшне аудиторие телефонпа кӗнӗшӗн кӑларса янӑ. Вӗсене кӑтартӑвӗсене пӑрахӑҫланӑ, ҫавӑнпа экзамена тепӗр ҫултан ҫеҫ тытайӗҫ.

Палӑртса хӑвармалла: кӑҫал Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенчен пӗтӗмпе 10 ҫынна кӑларса янӑ. Литература экзаменӗнче – 1, математикӑра – 5, вырӑс чӗлхинче 4 ҫын йӗркене пӑхӑнман.

Аудиторие кӗриччен пурне те металлодетекторпа тӗрӗслеҫҫӗ. Эппин, хӑшӗ-пӗри телефон епле йӑтса кӗрет-ха? Халӗ пластикран туса кӑларнӑ смартфонсем сутаҫҫӗ, вӗсене детектор тупаймасть. Анчах аудиторире видеосӑнав пур, унта вара телефонпа усӑ курни лайӑх курӑнать.

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 679 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:16:42
Шырав
Кун тăрăм
«  Çĕртме 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!