Тунтикун, 29.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Пăхмасăр каламалли сăвăсем [3]
Пултарулăх тĕпелĕ [6]
Чăваш ачисен пултарулăхĕ
Видеоклипсем [1]
Чăваш ачи-пăчи юрлать, ташлать
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Пуш » 03
Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ
Ӳстерсе ăс-хал мулне.
Кĕнекеçĕсем шыраççĕ
Чăвашсен кунне-çулне.
Тинкеретпĕр малалла,
Кайрине те халь куратпăр...
Манăн шухăшăмпала —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр.

Пĕр вăрман пулсан этемлĕх,
Тĕрлĕ йывăç пур унта.
Ярăнса кăна ӳсмелĕх
Вырăн çитĕ вăрманта.
Каснă, вăтăрнă пире,
Кăкласа хăртман та мар-тăр,
Вăрлăх юлнă пурпĕрех:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Никамран та ютшăнмасăр,
Тан курса пур йăхсене,
Ят хума пултарнă хамăр
Хĕвеле, çăлтăрсене.
Ăс-пуçран та катăк мар,
Чун хавалĕпе те паттăр,
Чĕрепе те шĕл кăвар —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Пирĕн юрă, пирĕн тĕрĕ,
Пирĕн тӳсĕмлĕ сăмах
Упранса вăл çитсе кĕрĕ
Коммунизм таранах.
Чун çакна шанми пулсан —
Маншăн шăтăк та ан алтăр.
Шанчăк сӳнмĕ нихăçан:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

«Мĕн чăваш чĕлхи!» — илтетпĕр
Хăш чухне чăвашранах.
Йĕрĕнсе пăхса илетпĕр
Ун йышши каçрашкана.
Кĕççе пит вăл, кĕлмĕç чун,
Куçăнах унран кулатпăр:
Ӳк те çурăл, хып та çун —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Çак кунччен упраннă халăх
Мăшкăлланмĕ паянтан;
Хăйшĕн хăй — парне те палăк,
Пуринпе те вăл пĕр тан.
Пĕтĕм пурнăç терчĕпе
Çĕр çыртса тупа тăватпăр:
Шăрăх, сивĕ е йĕпе —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Лăпкă чух та, вăрçăра та —
Хут çине те чул çине
Çыртăм, халĕ те çыратăп
Халăха ĕненнине.
Савнă халăх манпалан
Шухăшлатăр та калатăр
Уçă, ирĕк кăмăлтан:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Категории: Пăхмасăр каламалли сăвăсем | Просмотров: 4374 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 03.03.2012 | Рейтинг: 3.7/3 | Комментарисем (0)



Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:00:17
Шырав
Кун тăрăм
«  Пуш 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!