Эрнекун, 26.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Чăвашла сочиненисене интернетра сутăн илмелле тумалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 205
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Юпа » 19
Кун каçа шкулта е компьютер умĕнче ларса пуç ыратма е куç ывăнса туртма тытăнчĕ-и? Кун пек чух тимлĕх те çухалать, вĕренес, шухăшлас килмест. Тÿрех эмел ĕçме тăхтăр-ха. Урама тухăр, уçăлса çÿрĕр, пуç ыратнине ирттерме сĕнекен халăх мелĕсене аса илĕр. 
-Асаннесем купăста çулçипе анлă усă курнă. Пуç ыратма пуçласан тăнлав, çамка, ĕнсе хыçне чĕрĕ купăста çулçи хунă.
-Лимон хуппи те пулăшĕ. Ăна шурринчен тасатмалла та нÿрлĕ енĕпе тăнлав тĕлне тытмалла. Кăшт вăхăт иртсен çав вырăн хĕрелсе кайма, пĕçертме, кĕçĕтме пултарать. Куншăн хăраса ан ÿкĕр – пуç ыратни те майĕпен иртĕ. 
-Пыл та усăллă. Тин пĕçернĕ чейпе 1-2 кашăк пыл çийĕр те выртса канăр. 
-Сухан пуçне çурринчен касса çамка, тăнлав тĕлне хуни те лайăх пулăшать теççĕ. 
- Куç туртма тытăнсан ятарлă хăнăхтарусем тăвăр (вĕсем пирки эпир тĕплĕн çырнăччĕ). Пÿлĕме лимон вакласа лартăр. Унăн ырă шăрши ывăннине ирттерĕ, йăнăшсем те сахалрах кайĕç. 
-Жасминпа лаванда шăршисем те ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 529 | Хăçан хушнă: 19.10.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Элпи, Нарспи, Салампи, Селиме, Пинерпи, Неспике, Атнер, Сетнер, Пинер, Актимир... Хăлхана ачашлакан асамлăхпа ĕлккенлĕх вĕсенче. Пурне те килĕшеççĕ вĕсем, анчах халăхăмăрăн пĕчĕк чĕптĕм пайĕ çеç ачисене чăваш ячĕ парать. Çак йыша аслăлатма ашшĕ-амăшне пĕр япала "чăрмантарать”. "Ачана шкула кайсан, ÿссе çитсен йывăр пулĕ хăйне Ивансемпе, Ваççасемпе, Андрейсемпе, Павăлсемпе, Наташăсемпе, Катьăсемпе, Светăсемпе тан тытма, кулĕç вĕсем чăваш ячĕллĕскертен”, – тетпĕр. Акă пирĕн тĕп сăлтав, тĕрĕссипе хамăра тÿрре кăлармалли. Аслисем çапла шутлаççĕ. Чăннипе вара мĕнле-ши; Ачасенчен хăйсенчен ыйтар-ха. Чăваш поэчĕсемпе писателĕсем, художникĕсемпе журналисчĕсем хăйсен пепкисене чăваш ячĕ пани тăтăшах тĕл пулать, эпир вара "ахаль” çынсен ачисен шухăшне пĕлес терĕмĕр. "Мĕне пĕлтерет сан яту? Кам панă ăна сана? Юлташусем, тантăшусем мĕнле йышăнаççĕ хăйне евĕр ята; Кÿрентермеççĕ-и? Ятна ылмаштарас килнĕ самантсем пулман-и? Хăвăн ачусене чăвашла ят парăн-и?” – çакăн пек ыйтусене ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 1362 | Хăçан хушнă: 19.10.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:21:23
Шырав
Кун тăрăм
«  Юпа 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!